Сочине чăваш ялĕпе улăштарнă
Унăн амăшĕ - Кубань казакĕсен таса йăхĕнчен, ашшĕ - Сочи таврашĕнчи грек. Йышлă çемьере паян тĕрлĕ наци çыннисем. Тĕслĕхрен, пĕр пиччĕшĕ Пушкăртстан хĕрне арăм тунă, теприн мăшăрĕ - мордвинсенчен. Аппăшĕсен упăшкисем - грек, казак çыннисем. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Александр Сергеевич Тесленко пирки калатăп эпĕ. Вăл чăваш пикине кăмăлланă. Ку çеç-и? Чаплă Сочи хулине чăваш ялĕпе улăштарнă. Вунпиллĕкмĕш çул арăмĕн ялĕнче, Çĕнĕ Ахпÿртре, пурăнать.
Унпа эпĕ вырăнти ял тăрăх администрацийĕнче ăнсăртран тĕл пултăм. Пуçлăх пÿлĕмне çÿллĕ те кĕрнеклĕ, тĕм хура çÿçлĕ, ÿтне кăнтăр хĕвелĕ çапнă арçын кĕрсе тăчĕ те хăйĕн ĕç хучĕсем çине алă пусма ыйтрĕ. Çĕнĕ çын чăваш пулманнине тÿрех ăнкарса илтĕм. Çакна администраци ертÿçи те сисрĕ пулас. Эпĕ ыйту паричченех: "Ак çак çынпа калаçмалла сирĕн. Патшалăх тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсене грант парса хавхалантарать вĕт. Çавна тивĕçессишĕн конкурса тăратма документсем хатĕрлет", - терĕ.
Кăнтăр çынни темерĕн, асли каланине тÿрех итлерĕ, хаваспах манпа пуплеме килĕшрĕ.
- Александр Сергеевич, халь паракан ыйтупа сире ку таранччен пайтах йăлăхтарнă пулĕ. Пирĕн енчисем Сочине ятарласа канма кайма çулталăк тăршшĕпе укçа пухаççĕ. Унтан çитеççĕ те: "Çăтмах вырăнтан каялла таврăнас та килмест", - теççĕ. Чăваш Ене куçса килнĕшĕн куштанраххисем сиртен тăрăхлама пăхмаççĕ-и?
- Тĕлĕнерех йышăнакансем пур паллах. Сочи чăннипех илемлĕ хула. Олимп вăййисем иртнĕ хыççăн кунти пурнăç тытăмĕ пушшех улшăнчĕ. Ытти тăрăхра пурăнакансене вăл илĕртет. Маншăн вара тĕлĕнмелли çук. Унти пурнăçпа пурăннă, вырăнсене йăлт пĕлетĕп. Эпĕ пахчара, уйра ĕçленĕ чухне чунпа канатăп. Çав тери килĕшет сад-пахча, çĕр ĕçĕ. Ачалăх кукамай патĕнче иртнĕрен те пулĕ. Вăл Майкоп тăрăхĕнчи Апшерон районĕнче пурăннă, пекарньăра ĕçленĕ. Пахчара виноград, персик, ытти темĕн тĕрлĕ çимĕç татăлман. Аслисене кура эпĕ те çĕр çинче чакаланма юратнă. Ачалăхри "тымар" тарăна кайнă курăнать, çавăнпа юрататăп ялхуçалăхне.
2000 çулта ывăл ачана çуратассишĕн куçса килтĕмĕр ку тăрăха. Сочири больница вырăнĕнче тахçан малтан выльăх масарĕ пулнă текен сас-хура çÿрет. Çавăнпа мăшăрпа канашласан ывăл Чăваш Енре çуралтăр терĕмĕр. Ывăлсăр пуçне çемьере хĕр пур, вăл мăнук парнелеме ĕлкĕрчĕ. Ашшĕ-амăшĕ хулара пурăнать, мăнук ытларах чухне - ялта. Ăна кунта, таса та уçă сывлăшра çитĕнтерес килет.
- Чăваш Республикин кăнтăрти ялне хăнăхма йывăр пулчĕ-и? Тем тесен те халăхсен менталитечĕ расна.
- Кунта пĕр енче - тутарсем, тепринче чăвашсем пурăнаççĕ. Ман шухăшпа начар наци çук, начар çынсем тупăнаççĕ. Анчах вĕсем çине те ыттисем çине пăхнă пекех пăхмалла. Виçеллĕ, шайлашуллă пурăнма тăрăшмалла пирĕн. Сан умра, калăпăр, ÿсĕр-пÿсĕр, анчах вăл - çын. Ăна сывлăх сунни сăваплă. Тепри мухмăр чĕртме укçа ыйтать. Эсĕ ăна хупа ĕçлеттерсе çав укçана пама тăрăш. Капла, тен, мухмăр-сухмăрĕ те уçăлĕ. Тепрехинче иртнине асаилĕ те çĕнĕлле шухăшлама пăхĕ.
Ку ялта хамăн кÿршĕсене мухтатăп. Питĕ аван çынсем. Ку енĕпе эпĕ чăннипех телейлĕ.
- Нимĕншĕн те ÿкĕнместĕр апла.
- Вунпилĕк çул хушшинче унта иртнĕ Олимпиадăна кайманшăн та. Хам çуралса ÿснĕ тăрăха çемьепе çÿретпĕр паллах. Шел пур чухне те Мăнкуна лекместпĕр. Шăпах çак уявра пирĕн çемье пĕрлехи йышпа пуçтарăнать. Казак, грек, пушкăрт, чăваш, мордва тата ытти наци çыннисем пур пуян йăхра. Кăçалхи праçнике лекесшĕн те... Темле пулать ĕнтĕ.
Май килмесен кунтах ирттерĕпĕр. Эпĕ çывăхри чиркĕве тăтăшах çÿретĕп. Манăн килте турăш чылай, Александр Невскине сăнлаканни хама хÿтĕлекенни шутланать.
Ачасем пысăклансан Чăваш Енрех мăшăрпа венчете тăтăмăр.
- Чăваш хĕрĕ мĕнле майпа сирĕн чунăра тыткăнланă-ха?
- Унпа эпир пансионатра паллашнă. Вăл - повар. Пытармастăп, хамран 10 çул аслă. Пулас мăшăрпа чи малтанах кукамая паллаштартăм, вăл ĕлĕкхи турăш умĕнче пире пиллерĕ. Пĕлетĕр-и, манăн кукамай та, унăн аппăшĕ те, арăм та Мария ятлă. Ытахальтен мар пулĕ. Мăнуксенчен хĕр çуралсан ăна та çав ят хурăп.
- Кăнтăр çынни чăвашра мĕнле апат-çимĕçе кăмăллать?
- Хамăр патри рецептпа хатĕрленĕ борщ - апат сĕтелĕн патши. Хушăран арăм солянка, харчо, рассольник пĕçерет. Хам та пĕçеретĕп, ывăла та хăнăхтаратăп. Кăнтăр халăхĕн йăлисене пĕлсе ÿстĕр тетĕп.
Апат тути вăл е ку рецептпа çыхăннă тетĕр-и? Йăлтах çыннăн аллинчен, ĕç патне мĕнле чунпа пынинчен, ăна епле юратнинчен килет. Ку вара ачалăхра тымар илет. Япăх ĕç çук, начар ĕçлекен пур.
- Кавказ тăрăхĕнче тăвансем пурăннăран хăй вăхăтĕнче унта çулсерен пулаттăм. Унти хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем тăварланă-маринадланă пахчаçимĕç çав тери тутлăччĕ. Эсир ку ĕç çине мĕнле пăхатăр?
- Купăстана, кишĕре, хăяра, помидора хам маринадлатăп. Арăм кĕленче савăта тата пахчаçимĕçе çуса çеç парать. Урăх ăна çывăха ямастăп, йăлт хам тăватăп. Пахчаçимĕçе те йăран çинчен хам пуçтаратăп.
Эпĕ ÿснĕ вырăнта, ту хысакĕсенче, мĕнле кăна ÿсен-тăран çитĕнмест! Упа сарри, хупах тата ытти çулçăсене пуçтарса тирпейлесен, ăшаланă çĕрулмипе апата лартсан чĕлхе çăтса ямалла тутлă. Нимĕнле какай та кирлĕ мар.
"Çынсем укçа çинче утса çÿреççĕ, пĕшкĕнсе илмелле кăна", - тетчĕ кукамай. Хăй çакна кура тем тĕрлĕ усăллă курăк пуçтаратчĕ. Кашни йывăç-курăка тав тума манмалла маррине асаилтеретчĕ. Пĕшкĕнсе, чĕркуçленсе пуçтарни пуç тайнипе танах.
Кукамай ашшĕ-амăшĕн хуçалăхĕ ĕлĕк пысăк пулнă. Кулак тесе çемьене Çĕпĕре кăларса янă. Кукамайăн амăшĕ унтан каялла çуран утса çитнĕ-мĕн.
- Хăвăр çуралса ÿснĕ тăрăхри çимĕçсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕррине чухлатăп. Унта арпуса тăварланине е унран, çавăн пекех роза чечекĕнчен варени пĕçернине те пĕлетĕп. Сирĕн чăваш ялĕнчи пахчара мĕнле те пулин кăнтăр йывăçĕ çимĕç парать-и?
- Кубаньри ту çинче ÿсекен терн, катăркас аван вăй илчĕç. Кăнтăрти розăсене, лавр çулçине илсе килнĕччĕ. Винограда ача чухне пăхса ывăннăран унпа тăрмашас килмест. Хуллисем кăнтăрти пек 20 метр тăршшĕ кайсан ÿстереттĕмччĕ. 3-5 метрлисем ытла илĕртмеççĕ. Пÿлĕмре лимон çимĕç парать. Чей курăкĕ, мимоза илсе килсе лартнăччĕ, анчах вĕсем кунта хунамаççĕ. Айва çитĕнмест, цитрус çимĕçĕсемшĕн те кунти çанталăк сивĕ. Ту çывăхĕнче ÿсекен сивве чăтăмлă йывăçсем илсе килсе лартма пулать паллах. Анчах эпĕ кăнтăра кайнă чухне кунта - хĕл, çĕр шăннă, пĕрле илсе килсен лартаймастăн. Çулла шăрăхра каятăн та - каллех нумай илейместĕн.
- Апла Çĕнĕ Ахпÿрт чăвашĕсем пекех çĕрулми, севок çитĕнтеретĕр пулĕ-ха? Е грант илме тăратнă бизнес-планра урăх ĕç палăртнă?
- 4,5 гектар çинче ытларах "иккĕмĕш çăкăр" ÿстересшĕн. Тупăш паракан севок та туса илесшĕн. Пысăк процентлă кредит илсен татăлма çав тери йывăр-çке. Çĕрулмипе, севокпа кунта куçса килнĕренпех ĕçлетĕп. Çĕр тăрантарнипе пурнăç тунă, малашне те çаплах пултăр тетĕп. Ĕçрен хăрамастăп, 14 çултах унăн лавне кÿлĕннĕ. Краснодарти ялхуçалăх институтĕнче "табак тата чей промышленноçĕн технологĕ" специальноçа алла илнĕ. Малашнехи тĕллевре пластик чÿречесенчен теплица хуçалăхĕ йĕркелес кăмăл пур.
- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - çĕр ĕçлеме сирĕн техника çукрах. 4,5 гектар çинче çĕрулмине алă вĕççĕн лартас çук, кирлĕ техникăна ют çынран тилмĕрни те ĕç мар...
- Çавăнпа фермер хуçалăхĕ йĕркелесе грант илме конкурса документсем тăратас терĕм. Ăнăçсан çав укçапа техника туянасшăн.
Ирина НИКИТИНА.