Комментировать

1 Апр, 2015

Георгий Орлов: «Шухăшсем - манăн чĕннĕ хăнасем»...

/Çуралнăранпа - 90 çул/

Георгий Федорович Орлов - нимĕç фашисчĕсен вăрă-хурахĕсемпе хĕçпăшал тытса çапăçнă поэт. Вăл, вунсаккăрти каччă, 1943 çулта салтак шинелĕ тăхăнать те вăрçă çулĕсемпе Украина, Белорусси, Польша урлă Германие çитиччен утать. Полкра радиостанци пуçлăхĕ пурнăçпа вилĕм хушшинчи хаяр тытăçусенче сахал мар хура-шур курнă, пысăк çухатусем тÿснĕ. Çапăçусен вучĕ айĕнче нимĕнле йывăрлăха та парăнман, тиеннĕ хĕн-асап умĕнче те чун-чĕрепе хуçăлса пуçа усман. Шыранă - тупнă, позывнойсем сасă панă. Чăваш радисчĕн тимлĕхĕпе çаврăнăçуллăхне пула пулăшу вăхăтра çитнĕ, çĕршер çынна вилĕмрен хăтарнă...

Харпăр хăйне пач хĕрхенмесĕр, кунĕн-çĕрĕн асапланса çывхартнă вĕсем Çĕнтерÿ кунне. Вăл çитессе шаннă, ĕненнĕ. Çак хăватлă ĕненĕве аслă вăрçăн малтанхи кунĕсенчех ĕçпе çирĕплетме тытăннă çамрăк Якур. Ун çинчен вăл «Вăрçа манма юрамасть» асаилĕвĕнче куç умне туллин кăларать: «Çĕршывăмăр çине йăтăнса аннă йывăр самана маччийĕ мăннисемпе пĕрлех ачасен хул çурăмне те самаях пусрĕ. Аслисене эпир яланах пулăшма тăрăшнă: пире çавăн пек хăнăхтарнă. Саккăрмĕш класс пĕтертĕмĕр кăна - июнь вĕçĕнчех, 1941 çулта, Атăл леш енне, йăлăма, вăрман касма ăсантăмăр. Норми пысăк, йывăçĕсем шултра. Пĕр уйăха яхăн ĕçлесе, çывăрнă-çывăрман пурăнса, ураран ÿкеслех ывăнтăмăр. Яла таврăнтăмăр та, тепĕр куннех çурла йăтса вырмана тухма тиврĕ. Кунĕпе тар тăкса вырни сахал пек, каçалăк умне ирпе иртерех тăрас тесе, час-часах уйра çĕр каçнă. Сентябрь-октябрьте шкултан килнĕ те, сумка хурса кăшт-кашт çырткаласан, тĕттĕме пăхмасăрах кĕлте турттарма е авăн çапма чупнă. Ноябрь пуçламăшĕнче тантăшсенчен нумайăшĕ оборона тăрăхне тума Сăр хĕррине пычĕ»...

Пулас çыравçă 1925 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Туликассинче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Иккассинчи вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Çак çулсенчех Кÿкеçпе Иккасси тăрăхĕнчи çамрăксем хушшинче хастар ĕçленĕ. Кунта чăвашсен паллă композиторĕн тата драматургĕн Федор Павловăн, Николай Шупуççынни поэтăн, Емельян Захаров критик-тĕпчевçĕн, Уйăп Мишши поэтăн çамрăклăхĕ иртнĕ. Мĕн тери илемлĕ çутçанталăк ку енче! Вăрманĕ те, юханшывĕ те, уй-хирĕ те чуна çĕклентерет. Пурăнас килет!

Тăван çĕре хÿтĕлеме, Çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм чун-хавалне панă Орлов радист.1948 çулта вăл киле таврăнать, ВЛКСМ Шупашкар райкомĕнче пай пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçлать. Часах ăна райком секретарĕ пулма суйлаççĕ. Çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнет Георгий Федорович, ялтан яла, колхозран колхоза çÿресе вăрçă çулĕсенче юхăннă хуçалăхсене ура çине тăратма вăй хурать. Ĕçри хастарлăхшăн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăлаççĕ.

Çак тапхăрта Георгий Орлов поэзире пирвайхи çирĕп утăмсем тăвать. 1950 çулхи ноябрь уйăхĕнче «Ялав» журналта «Мир пытăр ĕмĕр-ĕмĕре» сăвви кун çути курать. Çав тапхăрта вăл фронтра паттăрла вилĕмпе вилнĕ ашшĕне халалланă «Атте» сăвă çырать. Çапла майĕпен поэзи каçалăкĕ умне тăрать.

1951-1954 çулсенче Георгий Орлов çар училищинчи комсомол ĕçĕнче вăй хурать. «Вăрçă хăрушлăхĕ вăл тинĕс хумĕ евĕр: пĕрре чакса каять, тепре вăйланса килет... - акă мĕнле пĕтĕмлетÿ тăвать вăл çав тапхăрта. – Çĕршыва хÿтĕлес ĕçе пирĕн çитĕнекен ăрусене пĕчĕкренех юратса ÿстермелле. Тăван çĕршывăмăра, мире упрама яланах тĕреклĕ вăй кирлĕ. Унсăрăн май çук. Пирĕн хаçат-журналсенче Салтака халалласа çырнă хайлавсем асра-тĕсре кăна пичетленеççĕ. Салтак сăнарĕ те, вăрçă çинчен çырни те кирлĕ. Çав тери кирлĕ! Вăрçă хăрушлăхне манни - вăрçа çывхартни тенĕ историе лайăх ăнланнă çынсем. Çакна пирĕн те асрах тытасчĕ». Çар училищинчен таврăнсан, пулас поэт «Ялав» журнал редакцийĕнче ĕçлет, хăйĕн пĕрремĕш «Çутă çуркунне» кĕнекине пичетлесе кăларать.

1959 çулта, Чулхулари аслă шкултан вĕренсе тухсан, Георгий Орлова Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакцине ертсе пыма шанаççĕ. Çĕнĕ ĕçе çĕнĕ вăйпа пуçăнать вăл. Тăватă çул та иртмест, поэта «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ.

«Пысăк хастарлăхпа пикенет çак ĕçе Георгий Орлов, - палăртать Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. - Журнал валли чи лайăх произведенисем суйласа илессишĕн, авторсен йышне ÿстерессишĕн, çамрăк çыравçăсене идейăллă тата профессиллĕ пиçĕхÿ парассишĕн салтакла тимлĕхпе тăрăшать. Çамрăксем тенĕрен, шăпах çак çулсенче «Ялавра» Арсений Андреевăн, Юрий Айдашăн, Хĕветĕр Агиверĕн, Порфирий Афанасьевăн, Вениамин Тимаковăн, Иван Лисаевăн, Леонид Маяксен сăввисемпе калавĕсем умлăн-хыçлăн пичетленме тытăнаççĕ. Çавна кура унăн тиражĕ те чылай хăпарать. Ăна хамăр республикăри çынсем кăна мар, Атăлпа Урал хушшинчи, Çĕпĕрти, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи чăвашсем йышлăн çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ. Çапла вунпĕр çул ăнăçлă туртса пырать тулли тиевлĕ лава Георгий Орлов».

Унăн пултарулăхĕнче совет çынни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр тăшманпа паттăррăн çапăçнине кăтартакан сăвăсемпе поэмăсем сахал мар çуралаççĕ. Вĕсен шутĕнче «Вилĕмрен те вăйлăрах», «Совет салтакĕ», «Экзамен» поэмăсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем 1970 çулта «Тантăшсем» кĕнекере тухнă. «Совет салтакĕ» тата «Экзамен» поэмăсемшĕн Георгий Орлов Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăчĕ.

1974-1978 çулсенче вăл профессиллĕ ĕçпе пурăнать. Нумай çырать, çĕнĕ кĕнекесем валли материал пухать. Çав хушăрах тăванла халăхсен чĕлхисенчен те нумай куçарать, вĕсене хаçат-журналта пичетлесе тăрать.

1978-1990 çулсенче Георгий Федорович Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕнче ĕçлет. Çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче вăл мана «Коммунизм ялавĕ» ?халĕ «Хыпар»% хаçатран кĕнеке издательствине ĕçлеме чĕнсе илчĕ. «Хаçат вăл хаçат, - терĕ тĕп редактор. - Пĕр-икĕ кун, эрне пурăнать, кĕнеке - ĕмĕрлĕхе. Ĕçле, редакциле, куçар та çыр. Ан ÿркен».

Малтан эпĕ çур çул ытларах ялхуçалăх редакцинче редакторта, унтан наукăпа популярлă литература редакцийĕнче аслă редакторта ĕçлерĕм. Пĕр сăмахпа каласан, Георгий Федорович мана кĕнекесене çутта кăларма вĕрентрĕ. Ăшă сăмахпа та, ятласа та.

Тĕп редактор пÿлĕмне кĕмессерен, эпĕ ăна тăтăшах ĕçрен пушă вăхăтра хăйĕн «Тантăшсем» кĕнекине пăхса ларнине кураттăм. Вăл яланах «Экзамен» поэмине вулатчĕ. Пĕррехинче ун çинчен Шупашкар районĕнчи Платкари шкулта ĕçлекен юлташĕпе Кесарий Михайловпа калаçса ларнине те илтнĕччĕ.

«Шухăшсем - манăн чĕннĕ хăнасем», - терĕ ун чухне Георгий Федорович. - Вĕсем чĕнмесĕр килмеççĕ. Халĕ те тÿпери пĕлĕтсем пек шăваççĕ те шăваççĕ. Эх, килеççĕ те каяççĕ. Эпĕ вĕсене «Экзамен» поэмăна кĕртеймерĕм. Кая юлтăм...»

«Экзамен» поэмăна ятлă-сумлă поэт Шупашкар районĕнчи Иккассинчи вăтам шкулта хăйпе пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсене, асĕнчен тухман учителĕсене халалласа çырнă. «Эх, шухăш, шухăш... Вĕçсĕр шухăш. Мĕнле-ха хăтăлăн унран? Хăватлă вăл е вăйсăр, шухă е хăш чухне кăштах мăран - кирек темле пулсан та, - ялан вăл пăлхатать чуна», – çак хĕрÿ сăмахсемпе пуçлать поэт хăйĕн поэмине. Фронтовик иртнĕ вăрçăн хăрушă кунĕсене асра тытса, вĕсем çинчен вулакана пĕлтерет. Шухăшĕпе вăл каллех тăван ялта, тăван килте. Шап-шурă çĕмĕрт енне чÿрече уçать те саркайăк юррине итлет. Ача-пăча хĕпĕртесе шкула çÿрет. Кĕçех - экзаменсем: «Каникул. Çырлаллă çу - июнь, июль...» Мĕн чухлĕ çутă ĕмĕт-шухăш сăвăçпа унăн юлташĕсен. Пĕри агроном пуласшăн, тепри - машинист, карап çÿретĕ Çурçĕрте. Таçта та çитеççĕ ĕмĕт çулĕпе...

Поэма пирĕн пурнăçри виçĕ тапхăра - вăрçă умĕнхи вăхăта, вăрçă кунĕсене, Аслă Çĕнтерÿ хыççăнхи тăнăç пурнăçа - сăнланă. Вунсаккăрти каччăсем шкулта экзамен тытмасăрах вăрçă хирне тухса каяççĕ. Халĕ вĕсем пач урăхла экзамен тытаççĕ. Тăван çĕршыва чунтан юратнине, парăннине, хăйсен хăюллăхĕпе паттăрлăхне кăтартмалла.

Ÿте кăшлатчĕ пуля, хурлăх...

Пурне те чăтрăмăр тем чул?

Сивве те чăтрăмăр,

Çука та

Сахал-и куртăмăр?

Совет салтакĕсем вăрçăри йывăр экзамена чыслăн тытаççĕ. Хура вăйсем Хĕвеланăçĕнче халĕ те йăшăлтатаççĕ. Поэт пур халăха ялан сыхă пулма, çав хура вăйсемпе кĕрешмелли тепĕр экзамен тытмашкăн чĕнет.

Анчах та уншăн -

Мирлĕ куншăн

Эпир нумай тар тăкмалла.

Экзамен ку - мĕнпур мĕльюншăн:

Ăна кашни çын тытмалла.

Георгий Орловăн сывă чухне вăтăр-хĕрĕх кĕнеке те тухрĕ. «Экзамен» поэма паян та чĕрере. Эсир те, Георгий Федорович, ялан пирĕн вулакансен асĕнче пурăнатăр.

Герман Желтухин.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.