«Хыпар» хаçата вăхăтра валеçмеççĕ
Эпир, 80 çулсенчи ватăсем, çырăнтару тапхăрне час-часах иртнĕ вăхăтрипе танлаштаратпăр та иккĕленÿ туйăмĕ çуралать: пичет кăларăмĕсене çитес çур çулта илсе тăмашкăн тăкакланмалла-и е тăкакланмалла мар-и? Тĕслĕхрен, "Хыпар" хаçатшăн почта уйрăмĕнче - 737,70 тенкĕ тÿлемелле, альтернатив мелĕпе /малалла - а/м/ - 144 тенкĕ, "Кил-çурт, хушма хуçалăхшăн" - 192,66, а/м 81 тенкĕ, "Сывлăхшăн" - 215,4, а/м 81,7 тенкĕ, "Пурнăç çулĕ" кăларăмшăн - 330, а/м 171 тенкĕ. Хаçатсене çур çуллăха 1475 тенкĕлĕх çырăнайăп. Çав шутран 998-шĕ почта тытăмĕнче юлать. Унсăр пуçне çыхăнуçăсем патĕнче конверт-открытка сахал мар туянса каллех тупăш илме пулăшатăп.
Пуçланă сăмахăн сăлтавĕ - паянхи пысăк хаксем кăна мар-ха. Почта хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннипе инçетри ялсенче пурăнакансем кăмăлсăрланаççĕ. Мартынкасси тăрăхĕнчи почтальонсем эрнере 3 кун кăна - ытларикун, кĕçнерникун тата шăматкун - ĕçлеççĕ. Çавна май пичет кăларăмĕсем пирĕн пата вăхăтра çитмеççĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче А.Андреева почтальона Чăваш Сурăмри çыхăну уйрăмне çитерме райхаçат валли çыру парса ятăм, февралĕн 1-мĕшĕнче - иккĕмĕшне, 3-мĕшĕнче - виççĕмĕшне. Тепĕр икĕ кунран Элĕк салине ĕçпе кайма тиврĕ. Хыпарăмсем çитни-çитменнипе кăсăкланса редакцие кĕтĕм. Çук иккен, пĕрремĕшĕ - 11, иккĕмĕшĕ - 7, виççĕмĕшĕ 4 кун "çĕтсе" çÿренĕ. Эпир район центрĕнчен 25 çухрăмра пурăнатпăр вĕт.
Иртнĕ тапхăрта, эпĕ ял Канашне тата колхоза ертсе пынă çулсенче, ĕçлĕ хутсене Элĕке почтăпа ярса панă, вĕсем тепĕр куннех тивĕçлĕ учреждение çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те фронтран янă çырусене 6-7 кунранах илсе вуланă. Халĕ Элĕкре почта çук, корреспонденцисене Çĕмĕрлери почтамт машини Чăваш Сурăмри çыхăну уйрăмĕнчен тиесе каять те хăйсем патĕнче темиçе кун вырттарать. Элĕке янă çырусене мĕншĕн-ха Çĕмĕрлене тиесе каймалла?
"Хыпарăн" юнкунхи тата эрнекунхи кăларăмĕсене хăш чухне пĕрле пырса параççĕ. Тĕрĕссипе, паян пичетленнĕ хаçата вулакан патне çийĕнчех çитермелле. Пысăк хак парса çырăннă кăларăмсем почта айăпĕпе хут купи пулса тăраççĕ.
Асăннă çитменлĕх пирки Çĕмĕрлери почтамт пуçлăхне çырса пĕлтертĕм. Хуравларĕ паллах, анчах айăпне йышăнмарĕ.
Çыхăнуçăсем çырăнтару хакĕсене ÿстерсе яни тата кăларăмсене вăхăтра çитерсе паманни ял çыннисене чăваш хаçачĕсене вулаттарас мар тениех пулса тăрать вĕт. Пирĕн ялти 60 килте çын пурăнать. Вĕсенчен эпĕ кăна "Хыпар" илсе тăратăп. Ыттисем район хаçатне те çырăнасшăн мар, укçа çук теççĕ. Чăн та, пенсионерсен нухрачĕ шутлă ĕнтĕ: хуçалăх тытса тăмалла, выльăх-чĕрлĕх усрамалла тата ача-пăчана пулăшмалла.
Ман шухăшпа - çапах та чун апачĕ пирки те манмалла мар.
Вениамин АРХИПОВ.
Элĕк районĕ,
Мартынкасси ялĕ.