Комментировать

27 Мар, 2015

Акса ĕлкĕреймен-и? Темех мар

Помидор вăрри акса ĕлкĕреймен-и? Ан пăшăрханăр, «кая юлнисем» валли хăвăрт пулакан томат ушкăнĕ пур, вĕсене апрель варринче те акма юрать: Дружок F1, Леопольд F1, Семечко-Синбад F1, Ля-ля-фа F1 гибридсем; Рыжик, Ракета, Гаврош, Аляска сортсем. Пахчана куçарса лартнă тĕле /июнĕн пĕрремĕш çурри/ калча çирĕпленсе ĕлкĕрет, чи кирли вара - ытлашши ÿссе каймасть. Çав вăхăта унăн 5-6 çулçă, çирĕп туна, пирвайхи чечек папки те пулать. Кунашкал калча куçарса лартнине те çăмăллăн чăтса ирттерет.

Калча туса аппаланас килмесен тÿрех йăран çине акмалли вăрлăх суйласа илме пулать. Бони-М, Бета сортсем, Биатлон F1 гибрид кĕске хушăрах тухăç пама пултарать.

Вăрлăха май варринче-вĕçĕнче, çĕр аванах ăшăнса çитсен акаççĕ. Кун пек чухне вăрлăха шÿтерме кирлĕ мар, ăна типĕлле нÿрлĕ çĕре акмалла. Пленкăпа е лутрасилпа хупламалла. 7-10 кунран вăл шăтса тухать. Ку вăхăт тĕлне пленка айне пĕкĕ лартмалла. Сивĕсем иртсен ?июнĕн 10-мĕшĕ хыççăн тейĕпĕр% пленкăна уçма юрать. Вăрă пайĕ йĕркеленсен ÿсен-тăрана ялан ÿсмелли вырăна куçарса лартмалла, пĕр-пĕрин хушшине 30х30 см хăвармалла. Ытти чухнехи пекех пăхса тăмалла: шăвармалла, кăпкалатмалла, апатлантармалла.

Фитофтороз ересрен ÿсен-тăрана çулçине лектермесĕр шăвармалла; аялти çулçăсене вăхăтра татса тăмалла; сиенленнĕ çимĕçе вăхăтра пухса пахча тулашĕнчен кăларса çунтармалла, иртнĕ çулхи помидор аврисем йăваланса выртмалла мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.