Комментировать

27 Мар, 2015

Чун-чĕре те таса пултăр

– Мăнкун умĕн пÿрт çăвассине кам шутласа кăларнă-ши? Халĕ тирпейлĕ пурăнатпăр та, кашни çулах тăвас килмест çакна.

Игнатий атте (СУРАНОВ) Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ хуравлать:

- "Чăвашсен юрать Мăнкун пур – çулталăкра пĕрре пÿрт çăваççĕ", – тесе каланă иккен манăн тăван, Канаш педучилищинче ĕç урокĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентекенскер. Унăн сăмахĕ пулас учительсене хăйсенчен мăшкăлласа кулнă пекех туйăннă. Çавăнпа чылай çул иртсен те кÿреннипе тарăхни сивĕнменччĕ вĕсен, çакăн пирки мана ĕнер пулнă евĕр каласа панăччĕ. Тĕрĕссипе вара çак йăла чăвашсемпе те çыхăнман, Мăнкунпа та. Эпир ăна авалхи иудейсенчен (еврейсенчен) илнĕ. Вĕсем Иисус Христоса Турă Ывăлĕ тесе йышăнманнипе Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине те нимĕн вырăнне те хумаççĕ. Анчах çуркунне, март вĕçĕпе апрель пуçламăшĕнче, пур еврей те чăтăмсăррăн кĕтекен уяв - Песах (халĕ эпир усă куракан Пасха сăмах шăпах çакăнтан пулса кайнă) - пур. Хăйсен мăн аслашшĕсем ĕлĕк-авал Египет халăхĕн пусмăрĕнчен хăтăлнине асăнса тăваççĕ ăна. Çакăн чухне çĕпрепе е кăвас чустипе йÿçĕтсе пĕçернĕ çăкăр таврашĕ çиме юрамасть. Çиме юраманнисĕр пуçне кил-çуртра та пулмалла мар ун пек япала. Çавăнпа еврей хĕрарăмĕсем ăçта та пулин (калăпăр, сĕтел сунтăхĕнче е урайĕнче) йÿçĕтнĕ çăкăрăн тĕпренчĕкĕ те ан юлтăр тесе пĕр эрне хушши тăрăшаççĕ: шăлаççĕ, çăваççĕ, тасатаççĕ. Каярах вара православи тĕнĕпе пурăнакансем те çак йăлана йышăннă. Анчах çиме юраман çăкăр тĕпренчĕкĕ шырамастпăр эпир, Турă чиркĕвĕнчи чи аслă уява тивĕçлĕ кĕтсе илес сăлтава мала хуратпăр. Çак сăлтавпах святой аттесем Мăнкун умĕн çирĕп типĕ тытмалли йĕрке тунă. Типĕ тытса, çылăхран ÿкĕнсе кĕтсе илмелле ăна. Кил-çурт кăна мар, чун-чĕремĕр те таса пултăр, мĕншĕн тесен Павел апостол вĕрентнĕ тăрăх эпир те Чĕрĕ Туррăн çурчĕ пулатпăр (2 Кор. 6, 16).

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.