Комментировать

26 Мар, 2015

Урра! "Тетте" килчĕ, "Тетте!...

Виççĕмĕш класра вĕре-некенсем хальхинче те урока хаваслă туйăмпа вырнаçса ларчĕç. Пĕлÿ тĕнчин нумай вăрттăнлăхне алла илчĕç, чылай çĕннине пĕлчĕç. Хальччен илтмен пĕр-пĕр çĕнни пирки вĕрентекен каласанах, ăна ыйту çине ыйту параççĕ, тупсăмне вĕçне çитиччен пĕлмесĕр вара ниепле те лăпланмаççĕ. Урокĕ ытла та хăвăрт иртнишĕн тепĕр чухне кулянса ассăн та сывлаççĕ виççĕмĕшсем. «Тата темĕн интересли те пĕлме пулатчĕ-çке...», - теççĕ хăйсем.

Тĕпчеме юратнăран, нумай çĕннине пĕлме тăрăшнăранах вĕрентекене ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Тавракурăма татах та анлăлăтчăр тесе вĕсене библиотекăна та кайма сĕнетĕп.

Маттурскерсем вара шкул библиотекине васкаççĕ. Кашни хăйне килĕшекен юмах е калав кĕнекине алла илме васкать. Пуринчен ытла вара вĕсене нумай тĕспе пичетленекен «Тетте» журнал килĕшет.

Журнала кунта шкулĕпех çырăнса илеççĕ тесен те йăнăш мар. Сакăрвунна яхăн вĕренекен «Теттепе» туслă. Унти юмахсене, калавсене, тĕрлĕ пуçватмăша кăмăллаççĕ кĕçĕннисем. Çĕнĕ конкурспа викторинăна хаваспах хутшăнаççĕ. Класри çамрăк художниксем ÿкерчĕксем сĕнеççĕ. Журналта ачасен сăвви-калавĕ те пичетленет. «Пирĕн чи юратнă журнал вăл», - теççĕ пĕчĕкскерсем.

Кĕçĕн классенче вĕрентекенсем журналпа уроксенче те усă кураççĕ.

«Урра! «Тетте» килчĕ, «Тетте» сăмахсене илтме епле савăнăçлă. Ачасен савăнăçĕ капашсăр пысăк.

Алина ПЕТРОВА, 3 класс вĕрентекенĕ.

Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк шкулĕ.

Сăнÿкерчĕкре: алăра - "Тетте".

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.