Шалкăм çумăр. О.ВАСИЛЬЕВА
Шульц пулăшăвĕсем
Ĕлĕкех Захарничи ялне Шульц килсе вырнаçнă. Пĕрисем вăл латыш, теприсем нимĕç тетчĕç. Шульц ку тăрăхри хĕре, Пелагея Варфоломеевна Богдановăн тăван йăмăкне, качча илнĕ. Çакăнтах ĕмĕрне ирттерме тĕллев лартнă.
Ялта ăна юратмастчĕç. Тен, хыткукарлăхĕшĕн пуль. Пăта, патак е турпас курсан та хăйĕн патне туртатчĕ. Çынсем çине пăхмастчĕ. Куçĕсем чупатчĕç кăна.
- Тĕттĕм çын, - тетчĕç ун пирки ялта.
Пĕррехинче Пелагея Варфоломеевна йăмăкĕ патне хăнана кĕрсенех сивĕ çапнине туйрĕ. Шульц тăванне ларма та сĕнмерĕ, калаçăва та хутшăнмарĕ.
- Ку агитаторка ман кăмăла каймасть, - терĕ вăл каярах арăмне.
Пелагея Варфоломеевна тек Шульц патне каймастăп тесе сăмах пачĕ, анчах панă сăмаха нумай-нумай çултан, тăван ене вăрçă кĕрлесе çитсен татрĕ...
Каçхине вăл Шульц килне кĕрсе çепĕççĕн калаçма тăрăшрĕ:
- Тăванăм, тархасшăн, çынсене пулăшсам, - терĕ те хут татки тăсса пачĕ.
Шульц хут çине мĕн çырнине вуласан хĕрарăма хăваласа кăларса ячĕ. Ку партизан отрячĕн çырăвĕччĕ. «Эпир Сире хамăр патра кĕтетпĕр. Пире нимĕç чĕлхине пĕлекен лайăх куçаруçă кирлĕ», - тесе çырнă унта.
«Кур, ÿкĕнмелле ан пултăр», - пăшăлтатрĕ хĕрарăм çĕрле киле таврăннă май. Хăй вара ачисемшĕн, уйрăмах кĕçĕн ывăлĕшĕн кулянчĕ. Шульцран тем те кĕтме пулать. Халĕ вăл партизансемпе çыхăннине пĕлсен пушшех те.
Володя палламалла мар улшăнчĕ. Шульцпа питĕ кăмăллăн калаçрĕ, ашшĕ вырăнне хучĕ. Унчченхи кÿренÿ-сене йăлтах маннă тейĕн.
- Пичче, тен сире картиш шăлса пулăшмалла? Лупас айĕнче хăрăк туратсем выртаççĕ. Вĕсене татмалла мар-ши?
- Мĕн, анчăк, выçлăхпа касăхрăн-и? - терĕ Шульц хăйне лăпкă тытма тăрăшса. Унта шухăшласа илчĕ те малалла каларĕ. - Юрĕ, çитерĕп.
Халĕ вăл хăйне лайăхран та лайăх туйрĕ. Захарничи çыннисене пăвакан вăрçă сывлăшĕ Шульц тата унпа пĕр шухăшлă Шмеза полицейски кăмăлне кайрĕ. Партизан çемйисем пăрахса хăварнă пурлăх халĕ пĕтĕмпех вĕсене куçрĕ.
Пĕррехинче Володя Шульц пÿрчĕн крыльцинче чашăкран хĕрĕплеттеретчĕ. Акă хапха уçăлчĕ те виçĕ эсэсовец кĕрсе тăчĕ. Шульц вĕсене ырă кăмăллăн кĕтсе илчĕ, хăнасен тăван чĕлхипе калаçрĕ. Володя тимлĕн итлерĕ, анчах нимĕн те ăнланмарĕ. Сасартăк вăл «Юрьевичи», «фюнф» сăмахсене илтрĕ...
Шульц эсесовецсене ăсатрĕ те Володя патне çаврăнчĕ:
- Ыран, анчăк, мансăрах ĕçлетĕн. Манăн кайса килмелли пур.
Кирпĕчсем çав вырăнтан тапранмарĕç. Тепĕр кунне Володя Шульц патне каймарĕ. Эсесовецсене курнă хыççăн вăл ниепле те канăç тупаймарĕ. Тĕттĕмленессе аран кĕтсе илчĕ те палланă сукмак тăрăх ялтан тухса кайрĕ.
Вăрманта хăрушă, çĕрлехи сасăсем шиклентереççĕ. Анчах Юрьевичи ялĕнче пурăнакансене мĕн кĕтни, Володьăн шухăшĕпе, тата хăрушăрах. Вăл Тимоникăн партизан отрядне чупсах кайрĕ...
Часах Захарничи ялĕнче Юрьевичи пулăмĕсем çинчен сас-хура çÿреме тытăнчĕ. Партизансем засада хатĕр-ленĕ, ял çыннисене пăхăнтарма пилĕк машинăпа килекен карательсен отрядне çапса тăкнă.
Йывăр аманнă, тăнне çухатнă Шульца Полоцкри сыватмăша илсе çитернĕ.
Полота каварçă
Малтан каварçă сăнарĕнче юманччĕ. Унăн тăвăла пула тухса кайнă тымарĕ-сем хушшинче вăхăт-вăхăтăн пытарнă мул курăнатчĕ. Каç пĕркенчĕкĕ айĕнче кунта тăватă каччă васкатчĕ: Володя Богданов, Вася Коваленко, унăн шăллĕ Коля тата Вася Стрикелев. Кунта вăрçă çул-йĕрĕнче пуçтарнă хĕç-пăшал вырăн тупатчĕ. Çак пытаркăç çинчен Тимоник отрячĕн партизанĕсем çеç пĕлетчĕç.
Пĕррехинче киле таврăннă чухне çав юманран çĕр метрта иртсе пынă вăхăтра Володя вырăнтах хытса тăчĕ. Такам ăна çухавинчен ярса тытрĕ.
- Ăçта пулнă эсĕ, юрăхсăрскер? - чăшлатрĕ такам хăлха хыçĕнче.
Ку - Шмеза полицейски. Арçын ача хирĕç чĕнменнине кура тарăхса кайрĕ те çухаваран тата хытăрах туртрĕ. Кунтан икĕ çухрăмра - фашист казармисем.
- Унта эсĕ чĕлхÿне салтăн! Ăна санăнне туртсах кăларĕç!
Аслăрах çынна çĕнме Шмезăна, тен, çăмăлрах пулĕччĕ. Вунтăваттăри, çутă çÿçлĕ арçын ача ытла та пиçĕскер, парăнманскер. Шмеза ăна темиçе метр та илсе каяймарĕ, тискер чĕрчун харлатнă пек сасă вăрмана янăратрĕ: Володя ыхра пек шурă шăлĕсемпе çав «наркăмăшлă» алла çыртса лартрĕ... Шмеза ăнланса иличчен вăрман чăтлăхĕ арçын ачана тăшманран пытарчĕ.
...Çакăн хыççăн Полота юханшывĕ каварçă пулса тăчĕ. Тимоник отрядĕн-чи партизансемсĕр пуçне çак шыв айĕнчи патшалăх пирки никам та пĕлместчĕ.
Вăрттăн вырăна тăватă арçын ача çеç çÿрет. Тĕттĕмленсен килеççĕ те пурлăхне Полота шывне антараççĕ. Каварçă юханшыв хирĕç чăмпăл-чăмпăл сасă парать те шăпланать, ачасем мĕн тери пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине ăнланать тейĕн...
Володя Богдановăн яланхи вырăн çук халĕ. Вăл вăрманти типĕ çулçăсем çинче те, пĕччен ларакан улăм купи ăшĕнче те, тÿпе айĕнче те çывăрать. Пелагея Варфоломеевна ывăлĕ киле пырса çÿренине сисет-ха. Анчах ăна сайра-хутра çеç тĕлпулать. Сĕтел çинчи çăкăр татки хушăран çухалкалани çакна çирĕплетет.
Пелагея Варфоломеевна Тимоник отрячĕн командирĕпе калаçнăччĕ.
- Сирĕн кунта юлма хăрамалла, Пелагея Варфоломеевна. Эпир сире Пысăк çĕр çине куçарма шухăш тытрăмăр.
Хĕрарăм пĕр вăхăт шăп тăчĕ, унтан сăмах хушрĕ:
- Володьăпа пĕрле пулсан - килĕ-шетĕп!
Виçĕ кунтан партизан отрядĕнче çутă çÿçлĕ арçын ача курăнса кайрĕ. Вăл Тимоник умĕнче хумханса калаçрĕ:
- Пултараймастăп...
- Хумханмасăр кала, Володя. Мĕн пултараймастăн?
- Ялтан тухса кайма. Манăн кунта ĕç нумай. Эпир сире валли Полотăра хĕç-пăшал пытарса хутăмăр...
Тимоник арçын ачана ÿкĕтлеймерĕ. Пелагея Варфоломеевна та ывăлне хăварса кайма килĕшмерĕ. Уншăн вăл Володьăна ÿпкелемерĕ. Пачах тепĕр майлă. Арçын ача куç умĕнчех пысăк-ланнăн туйăнчĕ ăна. Амăшĕ ирĕксĕ-рех ывăлĕн кашни сăмахне тăнлама тытăнчĕ.
Çĕрле, сивĕннĕ кăмака çинче йăшăлтатса выртнă май, Пелагея Варфоломеевна ватă Якова асаилчĕ. «Володя - унăн хунавĕ», - шухăшларĕ вăл.
Яков мучи Володьăшăн тăван марччĕ. Анчах унăн ĕçпе пиçĕхнĕ, çурăлкаланă аллисем арçын ачана малтанхи утăмсем тума вĕрентрĕç. Кайран Володя ÿснĕ май Яков мучи ăна юмахсем каласа паратчĕ, унти япаласем яланах тăван çĕртен кăна тĕлĕнмелле пысăк вăй илме пултаратчĕç. Арçын ача шкула çÿреме тытăнсан мучи хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа паратчĕ. Яков Савастеевич 1905-1907çулсенчи, Октябрьти революцисене тата Граждан вăрçине хутшăннă.
- Пирĕн çĕр, - тетчĕ вăл, - усал вăйсенчен яланах тасалатчĕ. Тăван Çĕршыва юратас туйăмăн шалкăм çумăрĕпе вăл хăйĕн таса кăкăрĕ çинче мĕн выртмалла маррине пĕтĕмпех çуса юхтарса янă.
Пелагея Яков Савастеевич сăмахĕ-сене асаилет те çемйи çинчен шухăшлать. Аслă ывăлĕ Александр пуриншĕн те хыпарсăр çухалнă, амăшĕшĕн çеç вăл чĕрĕ те сывă, халăх тавăруçисемпе пĕрле ашшĕшĕн тавăрать. Вăта ывăлне Николая фашистсем тытсан амăшĕн чĕри хуйха ÿкрĕ. Анчах маттур каччă çăлăннă, халĕ халăх тавăруçисемпе пĕрле. Володя вара?
Çак самантра кантăкран такам шаккарĕ. Вăл!
Пелагея Варфоломеевна çухалсах кайрĕ, тÿрех уçма васкамарĕ. Алăка тытсан та аллисем чĕтрерĕç. Тинех кĕçĕн ывăлне ыталаса илчĕ.
- Мĕн пулчĕ, тăванăм? Мĕншĕн йĕп-йĕпех эсĕ?
- Ан хумхан, аннеçĕм, ку - шалкăм çумăр!..
- Шалкăм çумăр... - терĕ амăшĕ ывăлĕн аллисене вĕçертмесĕр.
Володьăн савăнăç туйăмĕ сĕвĕрĕ-леймест. Пысăк ешчĕклĕ урапана, хĕç-пăшалпа тата патронсемпе аванах тултарнăскере, партизан отрядне ăсатнă. Полота каварçă çамрăк патриотсем - Володя Богданов, Вася Стрикелев тата Васьăпа Николай Коваленкăсем - пуçтарнă мула партизансене шанса пачĕ.
«Çĕлен сăхни»
Шмезăна канăç çук. Çыртнă алли тÿрленнĕ-ха, тарăхни иртмен. Володьăна тахçанах курман. Ăна тытма çук-çке. Пелагея Варфоломеевна патне Шмеза кирек хăш вăхăтра кĕреет. Ахаль çын сысна витине те унран сăпайлăрах кĕрет.
- Ăçта санăн анчăку? - кăшкăрчĕ вăл урса кайнăн, хваттере çавăрттарчĕ.
- Ачана ан тĕкĕн-ха, - ятларĕ Шмезăна хĕрарăм. - Мĕн тăрăнатăн ун çине? Унăн пуçĕнче те вăйă шухăшĕ çеç, эсĕ вара нимĕçсене сутни çинчен калатăн.
Хăй вара Шмезăна арçын ачасен хăш вăййи çав тери сăхса илнине ăнланчĕ-ха. Аркадий Бельчиков çыхăнуçă комсомолец пионерсене Совет Çарĕ часах çĕнтересси çинчен калакан листовкăсем пачĕ. Пĕрне Шмеза паян хăйĕн пÿрчĕ çинчен сирсе пăрахрĕ. Полицейски çав хута комендатурăна кайса кăтартрĕ.
- Ку ĕçе манăн алла çыртаканах тунă, иккĕленместĕп. Тупатăпах ăна!
Пелагея Варфоломеевна хăйĕн килне нимĕçсем сыхланине тĕшмĕрт-рĕ. Ывăлне темĕнле курас килсен те тĕлпулуран хăрарĕ.
Володя вара çав вăхăтра хăйне çывăх çынсемпе пулчĕ. Партизан отрячĕн разведка начальникĕ Иван Петрович Глусцов асăрхаттарчĕ çав:
- Хальлĕхе пирĕн патрах пурăн. Захарничи ялĕнче курăнмалла мар санăн.
Темиçе кунтан арçын ача тухса кĕме ирĕк ыйтрĕ:
- Пĕр пытаркăчра листовкăсем хăварнăччĕ. Манăн Вася Коваленкăпа тĕлпулмалла. Пионерсем вĕсене мансăрах çыпăçтарĕç.
Тĕлпулчĕ Володя юлташĕсемпе... Фашистсен асап вырăнĕнче. Шăпах çавăн чухне ăна нимĕçсем персе пăрахрĕç.
Вырăсларан Лариса ПЕТРОВА куçарнă.