Илме май пур
Нумаях пулмасть водитель правине илтĕм. Автошкулта вĕреннĕшĕн налукăн пĕр пайне каялла илме май пур-ши?
Налук службин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх - çапла тума май пур. Автошкулăн вĕрентÿ ĕçне йĕркелемешкĕн ирĕк паракан лицензи пур тăк унта вĕренекен çын тÿлевĕн пĕр пайне каялла тавăрма пултарать. Çак тĕллевпе унăн налук тапхăрĕ вĕçленсен налук органне 3-НДФЛ формипе деклараци памалла, курссенче вĕреннине çирĕплетекен документсене - учрежденипе тунă килĕшĕве, лицензи копине /енчен те килĕшÿре лицензи пирки калани çук пулсан/, тÿлев хучĕсене /квитанцисем, тĕрĕслевпе касса чекĕсем, тÿлев порученийĕсем, банк çырса пани т.ыт.те/ - тăратмалла. Декларацие тултарнă чухне сире тупăшсем пирки калакан справка /2-НДФЛ формăпа/ кирлĕ пулать, ăна ĕç вырăнĕнче параççĕ.