Комментировать

25 Мар, 2015

Çĕпĕр сиввинчен - чăваш ăшшине

Ял çĕрĕ тăрантарнă

- Хаçатра çакна вуланăччĕ: колорадо нăррине пуçтармалла, вĕтетсе тÿмелле, комбикормпа хутăштарса цесаркăсене çитермелле. Çакăн хыççăн вĕсем хăйсемех усал нăрăсене çиме тухĕç имĕш. Çавăнпа усрама пуçларăм цесаркăсене. Хальлĕхе çак кайăксем нăрăсем патне туртăннине курмастăп, анчах чăх, хур-кăвакал чĕпписене хурчкасенчен сыхлама пулăшаççĕ. Хальччен лешсем кил картине вĕçсе анса пĕчĕкскерсене туххăмрах çаклатса каятчĕç. Цесаркăсем хăйсен сассипе хăратма тытăннăранпа чĕпсем çухалма пăрахрĕç, - ăнлантарать мана ăшпиллĕ хĕрарăм.

Роза Михайловнăпа Анатолий Петрович Максимовсем иккĕшĕ те ялта çуралса ÿснĕ, пĕри - Патăрьел районĕнчи Первомайскинче, тепри - Канаш районĕнчи Воронцовкăра. Роза инçетри Воркута хулине 8 класс пĕтернĕ хыççăн тухса кайнă та унта 40 çул ирттернĕ. Анатолий те 20 çула çитичченех унта çул тытнăскер шахтăра 36 çул вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем пĕчĕк çеç Воронцовка ялĕнче иккĕмĕш çул хĕл каçаççĕ. Килти хуçалăхра хальлĕхе пысăк выльăх çук, витере цесаркăсем, чăхсем, индокăвакалсем чупса çÿреççĕ. Çанталăк ăшăтнă май йыш пĕлтĕрхи пекех тата 30-40 пуç кăвакалпа пуянланĕ. Пурăннăçемĕн çакăнпа кăна çырлахасшăн мар Максимовсем, путене, сурăх, сысна усраса пăхасшăн. Çĕпĕр сивви хыççăн вĕсем тăван çĕр ăшшине пĕтĕм чунпа туясшăн.

Çур ĕмĕр пурăнса ирттернĕ вырăнта тăхăр уйăх хĕл сивви тăрать. Пирĕн патра часах çуркунне хуçаланма тытăнать пулсан, унта халĕ те 60 градус сивĕ. Çурхи тата çуллахи ăшă пĕр уйăх кăна савăнтарать. Çак тапхăрта 1-2 эрне чăн çулла пулса илет. "Мĕн лартса ÿстеретĕн унта? Çĕре чавма çеç тытăнатăн - кĕреçе тулли тĕрлĕ минерал тухать", - ман ыйтăва туйса илнĕн хуравлама васкать Роза Михайловна.

Воркутара пурăннă чухне çемьене инçетри ял çĕрĕ мĕнлерех тăрантарнă иккен! Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче укçа тÿлеменнипе Раççейĕпех нушаланнă. Çав шутра - шахтерсем те. Юрать, вăл вăхăт тĕлне Максимовсем ялта çурт хăпартма ĕлкĕрнĕ. Çулла отпуска килсен пахчаçимĕç çитĕнтернĕ те унран консервăсем хатĕрленĕ. Ашлăх кăвакал та усранă. Ялта туса илнĕ çимĕçе хĕле валли Воркутана контейнерпа ăсатнă. Шухăшлатăн та: çук пурнăçăн ырă енĕсем те пур иккен, çынна вăл çĕр патне тавăрать.

 

Канма килнĕ те - юлнă

Ашшĕпе амăшĕ пĕрре çапла отпуска килсен Максимовсен ывăлĕ яла юлма шухăшланă. Çирĕмри каччă пулнă вăл ун чухне. Унтанпа Воронцовкăран уйрăлман. Паянхи куна шута илсен 15 çула яхăн пурăнать кунта. Хула пурнăçĕ сывлăхĕшĕн сиенлине туйса илнĕрен те пулĕ. Ялти лăпкă пурнăç та, тен, илĕртнĕ.

Пурнăç кунта, чăн та, тасарах темелле-ши... Çынсен кил-çурчĕ, пахчисем тата вăрман. Ял патне асфальт çул илсе çитерет. Çутçанталăк газĕ те çитнĕ. Хула çыннисемшĕн çакă çителĕклĕ. "Лавкка çукки те кулянтармасть-и сире?" - тĕлĕнсе ыйтатăп Анатолий Петровичран. "Мĕн тума кирлĕ пире вăл? Машинăна лар та Канаша вĕçтер. Унта мĕн кирлине йăлтах туянма пулать", - пушшех те тĕлĕнтерет мана арçыннăн хуравĕ.

Калаçăва мăшăрĕ хутшăнма васкать. "Ывăлăн ачи хальлĕхе пĕчĕк-ха, шкула çÿремест. Паян шкул ачисем малтанхи пек Шелттеме пилĕк çухрăм танккамаççĕ. Тепĕр ялтан шкул автобусĕ çÿренине кура пĕлÿ пухма унта каяççĕ", - ыррине кăна курма тăрăшать хĕрарăм.

Ялта çемье кăмăлпа ĕçлесе пурăнни кашни сăмахĕнченех сисĕнет. Кунти ырлăхпа киленме вĕсене хĕлле те вăхăт çитмест-мĕн. Юптаратăр пулĕ тетĕп те Максимовсем мана кашни сехете мĕнле ирттернине пÿрне хуçса шутласа ĕнентерме тытăнчĕç. "Кашни кун ирсерен Канаша бассейна çÿретпĕр. Унтан таврăнсан канатпăр, кайăк-кĕшĕке апатлантаратпăр. Йĕлтĕр сырса вăрмана чупатпăр. Пулла Тутарстана çитиех çÿренĕ", - теççĕ пĕр-пĕрне пÿлсе.

Юлашки вăхăтра кăна пит тухайман иккен. Ывăлĕпе кинĕ Мускава ĕçлеме кайсан мăнукне пăхнă.

 

Кукамай çырли - чи тутли

Çулла вăхăт пушшех те сахалланни ахалех паллă. Чăваш Енре мĕн çитĕнет, çавна пурне те ÿстереççĕ Максимовсем. Йăлана кĕрсе пыракан арбузпа дыня таранах. Айва та çимĕçне парать. Роза Михайловна вăрманти хурăн çырлин тĕммисене те килти пахчара ĕрчетнĕ.

Тата вăл çулсерен 250 тĕп помидор ÿстерет. Эпĕ те, хисеплĕ вулаканăм, мĕншĕн çавăн пекех нумай-ши тесе пуç ватрăм. Кил хуçи арăмĕ мана: "Пĕрремĕш хут пуçтарса илнĕ тухăç кăна "сывă". Ун хыççăнхисем çĕрме пуçлаççĕ", - терĕ. Пуçтарса илни йăлт консервлама, салатсем, томат сĕткенĕ хатĕрлеме каять. Ытлашшине тăванĕсене валеçет. Вăрлăхран çитĕнтернĕ пĕр калчана та сая ярас килмест хĕрарăмăн. Пĕр шăтăка тепĕр чухне 2-3 таранах чикет. Капла помидор тата лайăх çитĕнет иккен. Роза Михайловна пĕлмесĕр каламасть. Шкулта 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухне ăна хăй çитĕнтернĕ помидорсемпе Шупашкара илсе кайнă, унта хĕрача телекуравра тухса калаçнă. Помидорĕсем пĕр килограмм ытла тайнă. Шкул пахчинче ачасем чылай çимĕç ÿстернĕ. Роза вĕсен звеньевойĕ пулнă. Пысăк тухăçшăн вăл ун чухнехи биологи учительне ырăпа асаилет. Хăйсем ÿстернĕ пахчаçимĕçе ачасем пасарта сутса шкул валли укçа тунă.

Ялти пурнăçа Максимовсем паян хуларипе улăштарма пач килĕшмеççĕ. Пĕчĕк çеç ялти илемлĕ, хăтлă, темĕн пысăкăш çуртран, çумри хуралтăсенчен, чи пахи - тутлă тухăç паракан çĕртен - лайăхраххи çук та тейĕн. Чи малтанах хăпартнă çурт çунса кĕлленнине те пит асаилмеççĕ. Халь пурăнаканни - иккĕмĕш çурт. Çĕпĕрти хулара ĕçлесе илнĕ укçа çулсерен строительствăна хывăннă.

Максимовсен ывăлĕ - ялта, хĕрĕ çемйипе хулара юлнă. "Анне, эсĕ Воркутана килес теместĕн-и?" - тесе ыйтсан Роза Михайловна: "Çук", - тет. Лешĕ татах канăç памасть. "Воркута çинчен аса та илместĕн-и?" - тет. "Ун çинчен шухăшлама вăхăт çук", - хăйĕннех перет амăшĕ.

Максимовсен йăхне шахтерсен йăхĕ темелле. Салтакран килсен Анатолий Петрович унта пиччĕшĕ ĕçленине кура тухса кайнă. Ун хыççăн шăллĕсем, тăванĕсем. Пилĕк пĕртăванран иккĕшĕн пурнăçĕ хăрушă шахтăрах татăлнă. Анатолий Петровичăн ырă тĕслĕхĕ хыççăн шăллĕ те Чăваш Ене таврăнма шухăшланă. Тен, ыттисем те çапла тăвĕç.

Пĕчĕк кăна чăваш ялĕн кăмăлĕ уçă, кунти çимĕç тутлăрах. Роза Михайловна та манпа килĕшрĕ. "Воркутари хĕрĕн çемйи Краснодар тăрăхĕнче хваттер туяннă. Ачисемпе тинĕс хĕрринче канма меллĕ пултăр тесе ĕнтĕ. Унта урамри йывăçсенченех çырла татса çиме пулать. Мăнукĕсемшĕн унти çырла тутлă мар-мĕн. Кунта килсен тÿрех пахчари хăмла çырли патне васкаççĕ. "Кукамай, сан çырлу пуринчен те тутлă", - теççĕ".

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.