ИНФАРКТ ХЫÇÇĂН СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТМА
2015 çула чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли наци çулталăкĕ тесе палăртнă. Ку енĕпе лару-тăру çăмăл мар, чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çак шута инфаркт тÿссе ирттернĕ çынсем те кĕреççĕ. Вĕсен чир тепĕр хут аптратса ÿкересрен сыхланма пĕлмелле. Чăваш Республикинчи медицинăпа социаллă экспертиза тĕп бюровĕн 5-мĕш бюровĕн ертÿçине Галина Петровăна тата Светлана Степанова кардиолога кун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăмăр.
- Ура çине тăрасси темиçе уйăха пырать. Пациент тухтăр сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнни, кирлĕ эмелсене вăхăтра ĕçни пĕлтерĕшлĕ. Реабилитаци больницăрах пуçланать, унта терапи процедурисемпе пĕрлех хусканусемпе те сиплеççĕ. Стационартан тухнă хыççăн чĕрене хусканусене майĕпен хăнăхтарса пымалла. Пуçламăш тапхăрта 5 минут утнинчен пуçламалла, унтан вăхăта хушса пымалла. Çын хăйне мĕнле туйнинчен килет: йывăртарах пулсан, чĕре тĕлĕнче канăçсăрлăх туйсан, сывлăш пÿлĕнсен чарăнса тăмалла. Лайăх паллăсен шутĕнче - хăнăхтарусем тунă чухне чĕре таппин хăвăртлăхĕ чакма пуçлани: малтанхи кунсенче 2 çухрăм утнă хыççăн вăл минутра 120 хут тапать пулсан пĕр-икĕ эрнерен çак хăвăртлăхпах 2 çухрăм утсан минутра 110-90 хут тапма тытăнать.
Виçеллĕ утни организма ырă витĕм кÿрет, чĕре мышцин ĕçне лайăхлатать, сывлав мускулатурине, ÿпкене çирĕплетет. Унсăр пуçне нерв тытăмне лăплантарма, кăмăла çĕклеме, юн пусăмне, диабетпа чирлисен юнри сахăр шайне чакарма пулăшать. Физкультура валли кунне вăтамран 20 минут уйăрса чĕре чирĕсенчен вилес хăрушлăха 30 процент чакарма пулать.
Апатлану енĕпе кирлĕ сĕнÿсене тухтăр парать-ха. Çапах та тĕп пурнăç йĕркине хăвăрах палăртма пултаратăр. Приступ çĕнĕрен пуласран, чĕре чирĕ малалла аталанасран хÿтĕленме симĕс пахчаçимĕç, тымарçимĕç, çăкăр, улма-çырла, пулă ытларах çимелле. Тăвар талăкра 5 грамран ытла юрамасть. Вăл организмра шĕвеке тытса тăрать, юн тымарĕсен юхăмне чăрмантарать, чĕре ĕçне йывăрлатать. Тăварланă, йÿçĕтнĕ пахча çимĕç, тĕтĕмленĕ çимĕç, кукăль-булка, алкоголь, шăккалат, кофе юрамасть. Организма калипе пуянлатма курага, хура слива, иçĕм, тинĕс продукчĕсем çимелле.
Холестерин шайне тĕрĕслесех тăмалла. Унăн виçи пысăк пулсан артерисем хĕсĕнме пултараççĕ, çавна пула ишеми чирĕ аталаннать, инфаркт хăрушлăхĕ ÿсет. Рационра çуллă какая кайăк-кĕшĕк ашĕпе улăштармалла. Выльăх çăвĕпе мар, олива çăвĕпе усă курмалла. "Лайăх" липидсен çăлкуçĕ - тинĕс продукчĕсем, тинĕс пулли, тип çусем. Рационра чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла виçине ÿстерни пĕтĕмĕшле калорилĕхе чакарма, организма кирлĕ витаминсемпе тата микроэлементсемпе тивĕçтерме пулăшать. Пахча çимĕçри тата улма-çырлари апат чĕлкемĕсемпе пектинсем пыршăлăха лайăх ĕçлеме, ытлашши çусемпе холестерина кăларма витĕм кÿреççĕ.
Миокард инфарктне тÿссе ирттернĕ хыççăн ытлашши виçерен хăтăлмаллах. Кĕлетке виçи нормăран чылай иртет пулсан чĕрене ытла та йывăр лекет. Кунта талăкри рацион калорилĕхне чакарнипе пĕрле хусканусен калăпăшне ÿстерни пулăшать. Хăвăра сиплекен тухтăрпа канашламалла, вăл майĕпен начарланмалли программа сĕнĕ.
Юн пусăмне тата юнри сахăр шайне тĕрĕслесех тăмалла. Ку чĕре чирĕсен хăрушлăхне чакарма кирлĕ. Стресран хÿтĕленмелле. Сиенлĕ йăласенчен сивĕнмелле. Тухтăр сĕнĕвĕсене çирĕп пурнăçлани инфаркт хыççăнхи тапхăрта чĕрен ишеми чирĕ аталансах пырассине вăрахлатма, сывлăха лайăхлатма май парĕ.