Комментировать

5 Фев, 2014

Олимп вăййисене халалларĕç

Çак эрне физкультурăпа спорт аталанăвĕн историйĕнче яланлăхах ылтăн паллăпа çырăнса юлĕ. Нарăсăн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланаççĕ. Тĕнчипе паллă пулăма халалласа Вăрнарти Спорт керменĕнче кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри виççĕмĕш уçă турнир иртрĕ.

1980 çулччен пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ ятне тивĕçнĕ тăватă атлет кăна пулнă: Тăвай районĕнчи паллă педагог Альфред Пимулин, Патăрьел районĕнчи «Труд» колхозри Николай Трифонов, Елчĕк районĕнчи Анатолий Горшковпа Юрий Попов. Халĕ вара вĕсен йышĕнче çитмĕле яхăн пăхаттир. Кире пуканĕ йăтакансем ĕлĕкхи пекех ытларах Елчĕк районĕнчен.

Асăннă район команди турнирта 22 командăна хыçа хăварса каллех, 2012-2013 çулсенчи пекех, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Абсолютлă чемпион ятне Тăрăм ялĕнчи спорт мастерĕ Дмитрий Енедеров çĕнсе илчĕ. 27 çулти пăхаттир 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 74 хут тĕртрĕ. Пĕр снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 107 хут çĕклерĕ. Унăн юлташĕ, Кавал ялĕнчи спорт мастерĕ Александр Павлов Дмитрие, пĕр очко çеç выляса ячĕ. Елчĕк районĕнчи спортсменсенчен малти вырăнсене хăйсен ушкăнĕсенче тата виçисенче çавăн пекех Ольга Емельяновăпа Елизавета Еремеева тата Андрей Кузнецов йышăнчĕç.

Командăпа ăмăртса иккĕмĕш вырăна Улатăр хулин атлечĕсем тухрĕç. 60 çултан аслăрах ветерансен ушкăнĕнче ăмăртнă спорт мастерĕ Валерий Притуленко мала тухрĕ.

Виççĕмĕш турнирăн медалĕсене çавăн пекех Куславккари Дмитрий Константиновпа Анна Антонова, Вăрнар районĕнчи Денис Тимофеевпа Алик Волков, Тăвай районĕнчи Каринăпа Николай Емельяновсем тата ыттисем тивĕçрĕç.


Петр СИДОРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.