Комментировать

20 Мар, 2015

«Суйлава кандидат пулса хутшăнма хатĕрленетĕп»

Республикăри МИХсен ĕçченĕсемпе Михаил Игнатьев пĕлтĕр çурла уйăхĕнче тĕл пулнăччĕ. Унтанпа мĕн кăна пулса иртмерĕ. Калем ăстисен, республика Пуçлăхĕпе тĕрлĕ мероприятире час-часах тĕл пулма тивсен те, ыйту нумай пухăнса кайнă. Икĕ сехет тăсăлнă пресс-конференцире Михаил Васильевич федераци, республика шайĕнчи, хула-район хаçат-журналĕнче вăй хуракан журналистсен ыйтăвĕсене яланхи пекех туллин хуравларĕ.

Республикăри лару-тăрăва уçăмлатнинчен пуçланчĕ калаçу. Калем ăстисенчен мĕн кĕтнине те систерчĕ Михаил Игнатьев - конструктивлă критика, объективлă информаци. Паллах, кун пек чухне цифрăсене асăнмасăр май çук. Юлашки вăхăтра, Раççее тĕрлĕ санкципе хупăрлама пăхнине пула, экономика енчен чăнах та йывăрлăхсем пур. Чăваш Ен вара федераци хыснинчен пулăшмасăр аталанаймĕ. Çапах та çĕршыв ертÿçисемпе хутшăну йĕркеллĕ, çавăнпах финанс пулăшăвĕ республикăна вăхăтра килсе тăрать, палăртнă программăсем пурнăçланаççĕ. Çĕнĕ Шупашкар акă, "Монохула" программăпа пулăшăва пĕр-ремĕш тивĕçнĕскер, укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курнă. Маларах кăна унта ĕçсĕрлĕх 9: танлашнă тăк, халĕ - 0,5:. Ку хулара çĕршыв ертÿçи те, премьер та пулса курнă. Михаил Игнатьев хăй те çĕршыв ертÿçисемпе тăтăш курнăçать. "Хутшăнусенче ĕçлĕ ыйтусене татса паратпăр, - пусăм турĕ Михаил Васильевич. - Республикăри лару-тăрăва Владимир Путин та, Дмитрий Медведев та пĕлсе тăраççĕ". 2011 çултанпа республикăна çĕршыв хыснинчен 73441 пин тенкĕ куçарнă. Чăваш Енре вăтам шалу 19682 тенкĕпе танлашнă. Çапах та йăлтах укçа шайĕпе кăна виçмелле мар. Патриотизм ыйтăвне те хускатрĕç пресс-конференцире. Балти флочĕн Р-2 ракета катерне "Чăваш Ен" ят парас ыйтăва татса панă. Чăвашсем Раççейĕн ытти регионĕ хушшинче çухалса каяссинчен те шикленме кирлĕ мар - тĕп позицисене тишкернĕ хыççăн çĕршыври 83 субъектран (конкурса 2-шĕ хутшăнман) пирĕн республика 14-мĕш вырăн йышăннă.

Çак кунсенче Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитнĕ май кун пирки те сăмах хускалчĕ. Михаил Игнатьев хăй нумай пулмась кăна пулнăччĕ те унта, асаилÿре тепĕр хут каялла таврăнчĕ. Раççейпе пĕр-лешнĕшĕн çынсем савăннине, мăнаçланнине каласа кăтартрĕ. Çак пулăм пĕлтерĕшĕ çинчен каярахпа историксем те çырĕç-ха. Крымра чăвашсем те чылайăн пурăнаççĕ. Ентешсемпе тĕл пулнăшăн уйрăмах хĕпĕртенĕ вĕсем. Делегаци йышĕнче Чăваш Енрен пынă предпринимательсем килĕшÿсем тунă. Чи кирли - Крым халăхĕн ыранхи кун пирки ĕмĕчĕ-шанăçĕ çирĕпленнине палăртрĕ Михаил Васильевич.

Кризислă лару-тăру паян чи кахал çынна та хумхантарать пулĕ - камăн хырăм выçмасть? Михаил Васильевич паянхи куншăн кăтартуллă программа йышăннине пĕлтерчĕ - 77 пунктран тăраканскерте кашни ял-хула пĕлтерĕшне шута илнĕ, ăна пурнăçлама тивĕç органсене пайăррăн палăртнă. Чăн та, вăл хытса ларнă программа мар, плана, пурнăç улшăнса пынине кура, çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрĕç. Кризис тенĕрен вара, кашни медалĕнех икĕ енĕ пур. Паян ялхуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн - питĕ меллĕ вăхăт. Санкцисене пула чикĕ леш енчен кÿрсе килекен продукци сахалланчĕ - халăх вĕсене ытларах туяннипе хамăрăн предпринимательсене аталанмашкăн çăмăл марччĕ. Çак лару-тăрупа усă курма сĕнчĕ те Пуçлăх.

Ял аталанăвĕ тавра çине-çинех хускалчĕ сăмах. Калăпăр, ФАПсем хăйсене тÿрре кăларчĕç-и? Ертÿçĕ вĕсемпе кăмăллă-и? Михаил Игнатьев пурте пĕлекен чăнлăха асаилтерчĕ - çын сывлăхĕ 10-15 процент кăна медиксенчен килет, ытти йăлтах хамăр тăрăшнипе çыхăннă. Сывлăха упрамасассăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасассăн медицина аталанăвне миллиарчĕпе укçа кăларса пенинчен усси пулмĕ. Паллах, чир тĕрлĕрен пулать. Шăпах халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн çĕнĕ, хальхи йышши оборудованипе тивĕçтереççĕ те ФАПсене. Вĕсемпе усă курсах диспансеризацие ăнăçлă ирттерме май килнĕ. Сывлăх хуралĕн çакăн йышши уйрăмĕсене ял тăрăхĕнче уçнăшăн ваттисем те, çамрăксем те тав тунине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Юлашки ФАП çурла уйăхĕнче алăкне яри уçĕ. Анчах та ял халăхĕн сывлăхĕ тĕлĕшпе çапла пăнчă лартма иртереххине палăртрĕ Пуçлăх. "Татса паман ыйтусем пур, эпир вĕсене пытармастпăр", - терĕ вăл. Тытăма лавĕ-лавĕпе укçа хывнă, чаплă оборудованипе тивĕçтернĕ вăхăтрах ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан специалистсем çитмеççĕ. Вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе ятарлă программăсем йышăнаççĕ. Калăпăр, "Земство тухтăрĕ" программа хута кайнăранпа 239 специалист ялта хăтлă йăва çавăрнă. Çавăн пекех тавăрса памалла мар субсидипе - 70: - тивĕçтереççĕ. Анчах та ку та çителĕксĕр-мĕн. Унтан та ытла - ку мерăсем ыйтăва татса пама питех пулăшманнине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Çамрăксем яла каясшăн мар... Хуларисене ăнланма пулĕ-ха, анчах та ялта çуралса ÿснисем те тăван тăрăха таврăнасшăн мар-çке.

Культура ыйтăвне хускатнă май та ялах илсе таврăнчĕ журналист пухăннисене. Клубсене, культура учрежденийĕсене йĕркене кĕртсе пĕтереймерĕç иртнĕ çул. Вырăнти бюджетра вара нухрат çителĕксĕр. Культура вучахне сÿнме парас марччĕ... ФАП ыйтăвĕ татăлнă хыççăн клубсене юсама кăна мар, вĕсене çĕнĕрен çĕкленĕ çуртсене куçарассине палăртрĕ Пуçлăх. Çурт кăна сахал, тивĕçлĕ оборудовани кирлĕ - çамрăксене ялта хăварас тĕлĕшпе ку ыйту питех те пĕлтерĕшлĕ. Плансем вара пысăк - клуб та мар, нумай функциллĕ çуртсем пулĕç вĕсем. Кружока çÿреме те, яш пилĕке авкалама та, ваттисен сăмах сÿтсе явма та, бизнес çыннисене тĕл пулса канашлама та май пултăр унта. Культура тытăмне ку таранччен те укçа-тенкĕ уйăрнă - муниципалитет пулăшу кама ытларах кирлине хăй татса панă. Малашне те чарăнмĕ ку ĕç - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе сÿтсе явнă хыççăн нухрата конкурс мелĕпе уйăрма палăртнă.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусен ярăмне хуравланă май республика Пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтересси пирки те чарăнса тăчĕ. 190 çын тĕлĕшпе ку ыйту татăлнă ĕнтĕ - çывăх вăхăтрах çăраççисене алла илĕç. Темиçе ĕçе суд пăхса тухать. Никама та тимлĕхсĕр, пулăшусăр хăвармĕç - çакă чи пахи. Нумай - 5 е ытларах - ачаллă 35-45 çемьене пурăнмалли кĕтеспе тÿлевсĕр тивĕçтерсе пынă çулсерен. Кăçал та 33 çемье ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене ятран йăва çавăрма пулăшас ыйтăва та республика куçран вĕçертмĕ. "Кирек мĕнле пулсан та - çемьере лайăхрах", - çак шухăша палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Журналистсене уççăн калаçма чĕнет те Михаил Игнатьев, чăнласах çапла тума хистесе хăй те саккуна пăснă тĕслĕхсенче хушаматсене пытарса тăмасть: Ющенко, Миронов, Алексин... Кусем - ертсе пыракан компанисен таса мар алăллă ертÿçисем. Чăн та, вĕсен усал шухăшĕсене пÿлме май тупнă. "Коммуналлă технологисем" тĕлĕшпе кăна хальлĕхе ыйтăва татса пама чăрмавлă - пĕр директорĕпе калаçса килĕшме патне çитсенех харпăрлăх хуçисем ăна урăххипе ылмаштараççĕ... Кирек мĕнле вĕренĕн те вĕçĕ пуррине шута илмеççĕ, ахăртнех, вĕсем.

Саккуна пăснă тенĕрен, Интернет-хаçат ĕçченĕ тĕрĕслĕх шыраса яланхиллех пулеметран пенĕ пек шатăртаттарчĕ ыйтусене. Стабильлĕх пирки калаçатăр - тÿрĕ суйлава пăрахăçланă чух вырăнлă-и çапла калани? Судпа айăпланакан çын халĕ те Правительствăра пукан йышăнать - куна мĕнле хакламалла? Правительство çуртĕнчи сауна çĕршывĕпех шăв-шав çуратрĕ... Çав вăхăтрах сĕнÿ те янăрарĕ. Чăваш Ен ертÿçисем хăйсен шалăвне 10: таран чакарма йышăнчĕç. Анчах та чиновниксен аппарачĕн чи аялти картлашкисене йышăнакансен ĕç укçи пысăк мар вĕт - 10: чакарсан мĕн юлать унран?

Чĕпĕтекен ыйтусене те ыттисенчен уйăрмасăр туллин хуравларĕ Михаил Игнатьев. Стабильлĕх, чи малтанах, республика экономикинче сисĕнет, çакна ахаль çынсем те асăрхаççĕ. Тÿрĕ суйлав-и? Хăш регионта пур вăл халĕ? Чăваш Енре улшăнусене ЧР ПК депутачĕсем сĕннĕ. Муниципалитетсене хăйсене суйлама ирĕк панă - хăш мелĕ аванрах? Вĕсен шухăшне кура саккун йышăннă. "Пуçаруçи эпĕ мар", - терĕ Пуçлăх. Судпа айăпланакан пирки те хускалчĕ калаçу (сăмах Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев пирки пырать). Çапла, отставкăна каймашкăн ыйту çырса панă вăл, анчах та хальлĕхе суд йышăну кăларман-ха, унсăр вара, саккунпа килĕшÿллĕн, çын пирки айăплă теме ирĕк çук.

Çемье ыйтăвĕ пирки калаçу малалла тăсăлчĕ. Чăваш арçынни çаплипех инçе çĕре çÿреме пăрахмасть. Анчах та кризиса пула халĕ унтан та пысăк укçапа таврăнма йывăрланса пырать. Вĕсем те кунтах ĕçе вырнаçас тесен капла та кăткăс лару-тăру татах та йывăрланмĕ-и? Агрегат завочĕ панкрута тухас хăрушлăх пур... Мĕн кĕтет рабочисене? Ĕçлес текен нихăçан та выçă ларманнине палăртрĕ Михаил Васильевич. Чăваша яланах çĕр тăрантарнă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме, уйрăм хуçалăха аталантарма мĕн чăрмантарать? Пушшех те паян - ялхуçалăх продукцийĕн хакĕ ÿснĕ чух. Кризис хăйĕн витĕмне кÿрет паллах - 9-30 пин çын ĕçсĕр тăрса юлма пултарать.

Çапла пуласса пĕлсех тăнă - вĕсене ĕçе вырнаçтарма е çĕнĕ специальноçа алла илме пулăшмашкăн Раççей Ĕç министерстви пулăшĕ - хыснаран 572 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Агрегат завочĕ пирки те çавнах каламалла. Лару-тăру унта, чăн та, çăмăл мар. Оборудовани кивелсе çитнĕ, унăн пĕр пайне кăна модернизациленĕ... Ку ыйтăва Раççей шайĕнчех куçран вĕçертмеççĕ - рабочисене урамра хăвармĕç.

Куçа-куçăн тĕл пулса икĕ сехет калаçнă хушăра Михаил Игнатьев журналистсен 22 ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. Политика, экономика, ялхуçалăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, спорт, чăвашлăха упраса хăварасси – халăха чи хумхантаракан ыйтусене хускатма тăрăшрĕç калем ăстисем. Кăçал çĕршыв историйĕ паллă пулăмсемпе пуянланĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Раççей – Литература, Чăваш Ен Константин Иванов çулталăкне ирттерет. Унсăр пуçне кăçал республика ертÿçине суйлăпăр – журналистсене çакă питех те кăсăклантарчĕ курăнать. Вĕсене кăна та мар иккен. Михаил Игнатьев хăйне çак ыйтăва юлашки вăхăтра час-часах панине пытармарĕ. "Халăх шанăçне туятăп эпĕ. Çынсем мана çитес суйлавра хамăн кандидатурăна тăратма сĕнеççĕ. Эпĕ суйлава кандидат пулса хутшăнма хатĕрленетĕп, – терĕ Михаил Васильевич. – Чи кирли – суйлав конкурентлă условисенче, ултавсăр иртмелле".

Маргарита ИЛЬИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.