Комментировать

20 Мар, 2015

Сиенĕ те пур

Часах çурхи йывăç-курăкран эмел хатĕрлемелли вăхăт çитет. Хурăн кăчки организмшăн усăллине илтрĕм. Ăна хăçан пухмалла?

Вера Кузьмина.

Шăмăршă районĕ.

Хурăн кăчкине тулса çитсен, сухăрлансан пуçтармалла. Ăна маларах пухсан усăллă япаласем çителĕксĕр пулни палăрать. Çак ĕçе пурнăçлас тĕллевпе хурăна хуçма, амантма кирлĕ мар. Вăл хăрма пултарать. «Çинçе пилĕклĕ йывăçăн» кăчки çеç мар, çулçи те усăллă-çке.

Хурăн кăчкирен хатĕрленĕ эмел ÿт-пÿри сурана сиплеме, ÿпке чирне ирттерме, сыпăри тăвара кăларма пулăшать. Анчах унпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Хăш-пĕр орган сывă мар чухне ăна пачах ĕçме юрамасть. Сăмахран пÿре чирлĕ, ват хăмпинче чул, йывăр çын пулсан. Çавăн пекех пĕр-пĕр йывăç-курăк аллергипе аптратсан.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.