Комментировать

20 Мар, 2015

Сивĕ пÿлĕмри тутлă ыйхă

Порфирий Иванова халĕ сайра-хутра асаилеççĕ. Çирĕм çул каярах ячĕ-шывĕ халăхра кĕрлесе тăратчĕ. Унăн сиплев мелĕсемпе усă куракан та чылайччĕ. Çынсем пăрлă шывра чÿхенетчĕç, вак касса чăмпăлтататчĕç, юр çийĕн çарран утатчĕç.

Паллах, эпĕ ку мелсемпе пуринпе те усă курман. Çапах вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе ÿт-пĕве çирĕплетме тăрăшнă. Сăмахран, паянхи кунччен сивĕ шывпа чÿхенетĕп. Сивве пула тутлă ыйхăпа çывăратăп.

Ÿсĕме кура çын хăвăрт ывăнать. Çавна май кăмăл-туйăм улшăнать. Стресс организмра чир-чĕр пуçарать. Вăл вара пурнăçа тĕксĕмлетет. Çавăнпа та организма çывăрнă вăхăтра çирĕплетме тăрăшмалла. Анчах чылай çын ыйхă килменнипе аптрать. Кун пек чухне кану пирки шухăш та çук. Хам та çывăраймасăр самай нушаланнă.

Эпĕ сулхăн пÿлĕмре çывăрма хăнăхрăм. Шăпах çакнашкал лару-тăрура тарăн ыйха путатăн, организм та канать, вăй-хал пухать.

Урамра çанталăк сивĕ пулсан та чÿречене е форточкăна уçатăп. Пÿлĕмре сивĕрех-тĕк калпак тăхăнатăп, ăшă утиялпа чĕркенетĕп. Çуркунне çенĕкре çывăрма кăмăллатăп.

Сивве ерипен хăнăхмалла. Пĕррехинче хĕлле эпĕ уçă чÿречепех çĕр каçнă. Çавăн хыççăн сивве хăнăхрăм.

Зоя Давыдова.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.