Комментировать

18 Мар, 2015

Уртаракан чир серепинче

Чăваш Енре çыншăн, выльăхшăн уйрăмах хăрушă уртаракан чир сарăлма тытăнни шухăшлаттарать. ЧР МЧС пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра тăхăр района - Улатăр, Элĕк, Куславкка, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Çĕмĕрле тата Етĕрне - карантина илнĕ.

Хăрушă чирĕн вирусне сараканĕ - тискер чĕрчун. Урнă чирпе аптăракансен 85 проценчĕ аш çисе пурăнакан тискер чĕрчун. Чир хăвăрт сарăлнине тилĕсем ялсене, хушма хуçалăхсене пырса кĕнипе çыхăнтараççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕх вăрман хăни çыртнипе е унпа çыхăнура пулнипе мур ертет.

Инкекрен мĕнле сыхланмалла? Чирлĕ чĕрчунпа кашниех тĕлпулма пултарать-çке. Уртаракан чир ертнĕ килти выльăх-чĕрлĕхе тÿрех тĕп тăваççĕ. Вĕсем хăрушă вирус çаклатнине çынсем те асăрхама пултараççĕ: хуçи чĕннине хирĕç выльăх сасă памасть, каланине итлемест, çиме пăрахать. Унччен яланах ачаш пулнăскер тăруках хаярланать, çиме юрăхсăр япаласене кăшлама пуçлать. Выльăха сусăрлатать е урине шалкăм çапать. Чирлĕ тискер чĕрчун вара хăйне урăхларах тыткалать. Вăл асăрханма пăрахать, çын патне çывăхарах пыма, ачашланма тытăнать.

Январь уйăхĕнче Лапсарта пурăнакан арçын çÿп-çап контейнерĕ умĕнче илемлĕ тилле курсан савăнсах кайнă. Хайхине тытса килне илсе кайма шутланă. Лешĕ те хирĕçлемен, савăнсах алла пынă. Юрать, арçын тискер чĕрчун пирки ветстанцие шăнкăравласа пĕлтерме манман, унсăрăн кĕтмен тĕлпулу пысăк инкекпе вĕçленĕччĕ. Ветеринарсем ырă мара сиссе тÿрех Лапсара вĕçтернĕ. Арçын тилле тĕрĕслесенех каялла илсе каясса пĕлтернĕ. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕмен - тепĕр кунне тилĕ сасартăк вилнĕ. Экспертиза унăн организмĕнче уртаракан чир вирусне тупса палăртнă. Çак тапхăрта вăл хушма хуçалăхра та пулнипе хайхи арçыннăн çемйине те чиртен укол тума тивнĕ.

Республикăра чирлĕ чĕрчун çынна тапăнса амантнă тĕслĕхсем те пур. Йĕпреç районĕнчи Çиçĕмкассинче пурăнакана тилĕ тапăнса уринчен, аллинчен çыртнă. Ветеринарсем палăртнă тăрăх – чир мĕнле сарăласси чĕрчун хăш тĕлтен çыртнинчен те килет. Пуç çывăхнерех çыртсан вирус организмра хăвăрт сарăлать. Кирек хăçан та çыртса амантнă вырăна çийĕнчех çумалла, водород перекиçĕпе е йодпа сĕрмелле, тухтăрсенчен пулăшу ыйтмалла.

Районсенче ветеринарсем мур сарăлассине чарса лартма тăрăшаççĕ-ха, çапах хăрушсăрлăх пирки калаçма иртерех. Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх - чир тилĕрен йытта куçса пырать. Çавăнпа килти йытă-кушака урамра чупса çÿреме чармалла, вĕсене чиртен прививка тумалла. Сунарçăсене тилĕсем тытма ытларах явăçтармалла, уншăн районсенче укçа уйăрассине йĕркелемелле.

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби çулсеренех урнă чирĕнчен сыхланма профилактика ĕçĕсем туса ирттерет, вакцинăллă апата тилĕ ?ытларах вĕсем чир сараççĕ% пурăнакан, çÿрекен вырăнсене хурса тухаççĕ. Шел, иртнĕ çул федераци бюджетĕнчен укçа уйăрманнипе вакцинасăрах юлнă. Çавăнпа кăçал тилĕсем ытларах чирлеме тытăннине палăртаççĕ. Чирлĕскерсем хула-яла хăрамасăрах пырса кĕреççĕ, ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Республикăра тилĕ-кашкăр йышĕ хушăнсах пырать. Вĕсен йышне йĕркелесе тытса пыма тăрăшаççĕ-ха, анчах юлашки вăхăтра сунарçăсене вĕсем илĕртсех каймаççĕ. Мамăк тирĕ йÿнĕпе кайнипе те çыхăннă пулас çакă. Пĕлтĕр Чăваш Ен территорийĕнче 1700 тилĕпе 30 кашкăра шута илнĕ.

Уртаракан чир республикăра сарăлса пынипе специалистсем уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Чĕрчун çынна е выльăха çыртса, е аманнă вырăна сурчăкĕпе лектерсе çăмăллăнах чирлеттерсе яма пултарать.

Килсĕр выльăхсене, вĕсем сывă пек курăнсан та, ачашлама юрамасть. Ветеринарсем каланă тăрăх - çыртнă хыççăн чирĕн малтанхи паллисем палăрма пуçличчен выльăхăн 1-2 уйăх иртет. Чир ертнĕ хыççăн йытă - 8-11, кушак 3-6 кунран вилет.

Урамри çÿп-çап вырăнĕсене хупă, таса тытмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем патне яланах тискер чĕрчунсемпе тата килсĕр выльăхсем пуçтарăнаççĕ. Килти выльăхсене хуçисен урнинчен çулсерен вакцина тутармалла. Патшалăх учрежденийĕсенче ăна тÿлевсĕрех тăваççĕ. Выльăхпа ĕçлекенсен те пурăннă вырăнта урнинчен вакцина тума манмалла мар.

Специалистсем уртаракан чир Раççейĕн çурçĕрпе кăнтăр субъекчĕсенче ытларах сарăлнине палăртаççĕ. Çĕршывăн Атăлçи, Хĕвеланăç-Çĕпĕр регионĕсенче, Хура тăпраллă тăрăхăн тĕп районĕсенче те ку енĕпе лару-тăру çивĕч.

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.