Комментировать

18 Мар, 2015

«Шурă пир сарса кĕтсе илĕç»

Кăçал Аслă Çĕнтер. пулнăранпа 70 çул çитет. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 400 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 178-шĕ каялла таврăнайман.

Мана фронтовик-ентешсен кун-çулĕ тахçанах канăç памасть. Акă ман умра - сарăхнă çырусем, тĕрлĕ документ, сăн.керчĕксем...

Малалла сăмах паттăр салтак, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă, хисеплĕ механизатор, пирĕнтен 34 çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлнă, ял-йышра ырă ята тивĕçнĕ Петр Павлович Павлов çинчен пулĕ.

Вăл 1925 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта ăс пухнă, «Энĕш» колхозра ĕçленĕ. 18-ти каччă 1943 çулта çĕршыва сыхлас тĕллевпе салтак тумĕ тăхăннă. Акă Петр Павлович фронтра çырса пынă кун кĕнекин пĕр сыпăкĕ:

«Пĕр кунхине, хĕвел каç еннелле сулăнсан пирĕн полк штабне темиçе машина килсе чарăнчĕ. Хурăн вулли мĕлкисем уçланкă варрине тăсăлса çитсен «общее построение полка» пулчĕ. Кайран хамăр полкăн штаб начальникĕ пире ятран чĕнсе ушкăнсем çине пайларĕ. Эпир, П.Васильев, К.Александров чăвашсем, пĕрлех лекрĕмĕр. Пире илме килнисенчен пĕр лутра майор сăмах каларĕ:

- Юлташсем! Эсир паянтан çапăçăва кĕрекен чаçре пулатăр ĕнтĕ. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри пĕрремĕш хут тăшманпа хире-хирĕç тăрĕ. Çавăнпа та хăраса ан .кĕр, сире мĕн вĕрентнĕ, çавна тĕплĕн пурнăçласа пырăр. Пурте хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хăвăртрах аркатса тăкма пур вăйне, пĕл.лĕхне, пултарулăхне парса пулăшĕ тесе шанатăп. Пирĕн урамра та уяв пулĕ. Тăшман аманнă, хăйĕн суранĕсенчен юн юхтарса вăл хăйĕн йăвинелле шуса кĕрет-ха, çапах та вăл чее те вăйлă. Пĕтĕм вăя хурса тăшмана хăйĕн йăвинчех çĕмĕрсе тăкас пулать.

Сире вара, çĕнтер.çĕсене, Тăван çĕршыв, тăван халăх çурта çутса эсир пырас çул е сукмак çине шурă пир сарса кĕтсе илĕ».

Тепĕр темиçе минутран команда пани илтĕнчĕ. Чылайччен эпир, чи хыçалти ретре пулнă пирки, малти ретрисем кун каçа хĕрнĕ хăйăра мăкăрлантарса хăварнă тусана çăтса пытăмăр. Пĕр-икĕ сехете яхăн эпир çулсăр-мĕнсĕр утрăмăр. Çутăлас умĕн пĕр хутор çывăхĕнче чарăнтăмăр. Ыраш капанĕсем патне канма вырнаçрăмăр».

Петр Павлов малтанах 85 мм зенитлă тупăн наводчикĕ, артиллери полкĕн телефонисчĕ, отделени командирĕ пулса вăрçăн çулăмлă та мухтавлă çулĕпе Берлина çитет. Çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăхшăн» икĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Кенигсберга, Берлина, Прагăна ирĕке кăларнăшăн медальсене илме тивĕç пулать. Кун йĕркинчи тепĕр сыпăк:

«Мартăн 16-мĕшĕнче Бухенвальда (концлагерь) ĕçлеме кайрăмăр. Йĕри-тавра хыр вăрманĕ, казармăсем. Тăватă рет йĕплĕ пралук, ун тăрăх электричество токĕ ç.рет. Чи тискерри вăл - кăмака (пурĕ 6 штук). Вĕсенче çынсене çунтарнă. Лагерь йĕри-тавра кашни юпа çинчех лампа тата вышкăсем. Кашни 100 метрта - прожекторсем. Çакăнта пĕтĕмпе 56 пин çын пĕтнĕ».

Вăрçă чарăнсан, 1950 çулта, Петр Павлович тинех тăван килне çаврăнса çитет. Салтак шинельне хывнă-хывманах мирлĕ ĕçе пуçăнать. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пулăшать. 1951 çулта Вăрмарти МТС çумĕнчи виçĕ уйăхлăх курсран вĕренсе тухсан çакăнтах трактористра вăй хурать.

1957 çулта вăл Мускаври Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх выставкине хутшăннă. Ăна кунта ВДНХ медальне парса чыс тунă. Каярахпа «Авангард» колхозра ĕçлеме пуçланă. Пĕр вырăнта лăпланса лармастчĕ вăл. Çураки тата кĕрхи çĕртме ĕçĕсене пысăк пахалăхпа, кĕске вăхăтра ирттерме тăрăшатчĕ.

Канашри пĕрремĕш училищĕре механизаторсен шкулне пĕтерсен мастер-наладчикре вăй хучĕ. Трактор вансан унăн хăш пайĕ юрăхсăра тухнине итлесех пĕлнĕ вăл. Çавăнпа ăна механизаторсем «хирург» тесе каланă. Пĕр вăхăт ялти правлени çуртĕнче çамрăксене механизатор пулма вĕрентнĕ.

- Атте спорта юрататчĕ, - аса илет хĕрĕ Нина. - Сунара хăй ăсталанă йĕлтĕрпе ç.ретчĕ. Вăл сунарçăсен пĕрлĕхĕнче тăратчĕ. Ачисем: «Ăçта мулкач, тилĕ;» - тесе ыйтсан тискер чĕрчуна хĕрхеннине, лектерейменнине калатчĕ. Хăй чăнахах та ăста пенĕ. Ирхине пилĕк таран хывăнса крыльца вĕçне тухса сивĕ шывпа çăвăнатчĕ, вăл турник çинче «вылянса» тĕлĕнтеретчĕ. Çутçанталăка питĕ юрататчĕ. Кашни çуркуннех Энĕш шывĕ хĕррине нумай-нумай йывăç лартатчĕ. Халĕ унта вăрман пулса кайнă. Атте хаçат-журналпа та туслăччĕ, чылай кăларăм çырăнса илетчĕ.

Петр Павлов малтанхи мăшăрĕпе Екатерина Васильевнăпа 6 ача çуратнă. Вăл вăхăтсăр чирлесе вилнĕ. Ачасене вара ура çине тăратмалла-çке. Çавна май арçын Мария Ивановнăна качча илнĕ. Вĕсен тепĕр хĕр çуралнă. Ачисем пурте йĕркеллĕ, ĕçчен, хастар çитĕнчĕç.

Шел, Петр Павлович 56 çултах вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пĕр мăнукне çеç курма т.р килчĕ ăна. Паян Павловсен ăрăвне тăсакан чылай. Аслашшĕ, кукашшĕ ятне манмаççĕ вĕсем. Унпа чăннипех мухтанаççĕ.

Иван КРИКОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.