«Сутăн илнĕ чыс» тавра
Иртнĕ çул вĕçĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине Анатолий Хмытăн /Ефимовăн/ «Сутăн илнĕ чыс» пьесипе лартнă спектакль тухрĕ. Премьерăра çеç мар, ун хыççăн тата икĕ хут кăтартнă спектакльте те аншлаг пулчĕ. Кайран вара... «Сутăн илнĕ чысшăн» ахăр самана пуçланчĕ. Ун пирки Тимĕр Акташ журналист каласа кăтартĕ.
Палăртса хăварар: Анатолий Хмыт çырнă «Сутăн илнĕ чыс» пьеса чăваш драматургĕсен икĕ çул каялла ирттернĕ республика конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ.
Ертÿçĕ шухăшĕ
Кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Чăваш радиопа ЧР культура министрĕн çумĕ Альбина Алексеева калаçрĕ. Культура çулталăкне халалланă передачăра радио итлевçĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Манăн вара Анатолий Хмытăн «Сутăн илнĕ чыс» спектакльне оппонентсем сивлени пирки министр çумĕ мĕн шухăшлани кăсăклантарчĕ. Альбина Ивановна çапла хуравларĕ: «Министерство нихăш енне те хушу пама пултараймасть. Вĕсен хăйсен пĕр чĕлхе тупмалла».
Унтан Чăваш драма театрĕнче ЧР Культура министерствин представителĕ валли спектаклĕн прогонĕ иртрĕ. Министерствăран прогона ведомствăн ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ Светлана Садовникова хутшăнчĕ.
Ун умĕн çак йĕркесен авторĕ спектакле лартнă режиссерпа, Чăваш халăх артисчĕпе Иван Ивановпа тата театрăн пултарулăх ертÿçипе, СССР халăх артисчĕпе Валерий Яковлевпа тĕл пулса калаçрĕ.
Кĕтмен хăнасем
Валерий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх - пьесăна Афган вăрçин ветеранĕсем ырласа йышăннă. Кăшт каярах тепĕр ушкăн çитнĕ. Йышра полковник та пулнă. Çапла пĕлтернĕ: вĕсем спектакль валли пĕтĕм билета туянма тата шăв-шав çĕклеме пултараççĕ-мĕн. Афганистан вăрçинче тивĕçсĕррисене орден паман иккен /спектакльте вара тĕп геройсенчен пĕрне шăпах унашкал наградăпа тивĕç çук çĕртенех чысланă. - Авт./, кашни награда шутра тăрать.
- Кĕтмен хăнасене эпĕ пьеса документ повеçĕ маррине, вăл ÿнер произведенийĕ пулнине ăнлантартăм. Автор вăл е ку пулăм пирки хăйĕн пек шухăшлама пултарать, - терĕ В.Яковлев.
Авторпа редактор прависем пирки
Автор хăш-пĕр пулăма ÿнер мелĕпе илемлетме пултарать, çавăн пекех - хăй енчен шухăшласа кăларма та. Ăна мĕн тата мĕнле çырмаллине хушма никамăн та ирĕк çук. СССР Писательсен союзĕнче, тепĕр тесен, çапла тума хăтланнă та. Ăна çак тĕллевпе 1934 çулта И.В.Сталин йĕркеленĕ. Раççей литературовечĕсен ĕçĕсенче палăртнă тăрăх - вăл хăй редактор тивĕçĕсене пурнăçланă. Çакă паллă: ВКП/б/ «генеральнăй шухăшĕпе» пĕр килмен произведенисен авторĕсене репрессиленĕ.
Çав самана хыçа юлнă темелле. Совет Çарĕн Тĕп политуправленийĕпе замполитсен тапхăрĕ те вĕçленнĕ пекчĕ.
Валерий Яковлевăн шухăшĕпе театр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Юрий Владимиров та, Светлана Садовникова эксперт та килĕшеççĕ.
Актерсен вылявне - мухтав
Актерсем тĕлĕнмелле лайăх вылярĕç. Курав залĕ пушă пулин те. Ахальтен мар Чăваш патшалăх драма театрĕ «академи» ята тивĕçнĕ. Пурте - çÿллĕ шайра. СССР халăх артистки Вера Кузьминан ку спектакльте эпизод ролĕ - Альша Абай çеç. Унта та мĕнле вăйлă сăнар калăплать вăл! Афган хĕрарăмĕн сăнарĕ - хăйĕн тăван çĕр-шывне чунран юратаканскерĕн, унăн тăшманĕсене чăтма пултарайманскерĕн, ылханаканскерĕн.
Моджахедсен /Муххамад, Захир, Амин/ сăнарĕсем тата мĕнлерех! Совет фильмĕсенчи тăшмансен карикатури мар вĕсем. Хăйсен Тăван çĕр-шывне хÿтĕлекен чăн-чăн арçынсем, совет салтакĕсен - «шурависен» - тăшманĕсем.
Совет пропаганди пирки
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче наркотиксен контрабанди пирки калаçма-çырма юраман. Вăрçă пирки те массăллă информаци хатĕрĕсенче «афган халăхне - интернационал пулăшăвĕ» тесе палăртнă.
Пурнăç тĕрĕслĕхĕ
Анатолий Хмыт тискер вăрçа тĕрĕс, суймасăр уçса панă. Автор Афганистан халăхне ăнланни, ăна хĕрхенни туйăнать. Çавăнпа та спектакль вăхăтĕнче шăна вĕçни илтĕнмелле шăплăх хуçаланать. Залра ларакансем унччен кунашкаллине, хăйĕн шухăшне çакăн пек уçса паракана чăваш авторĕсен хушшинче халĕччен тĕл пулманччĕ-ха. Пурнăçа тĕрĕс сăнланипе çак чыса тивĕçнĕ вăл.
Спектакль критикĕсене шăпах çакă килĕшмен-ши? Кунта паттăрла çĕнтерÿсене мар, тус-юлташсен, пиччесемпе ывăлсен çухату ыратăвне кăтартнă. Амăшĕн синкерĕ пур. Ывăлĕ вилни пирки илтнĕ хыççăн унăн пурнăçĕ тĕревсĕр юлнă.
Черетлĕ «юсав»
Спектакльти икĕ юрра кĕскетнĕ. Пĕри - салтак юрри. Ун авторĕ - чăваш поэчĕ тата публицисчĕ Анатолий Кибеч. Çакăн пек йĕркесем пур унта: «Аташса çÿрерĕм, çулăм сирпĕтсе... Афганистан - суя тăшман...» Иккĕмĕшĕ, вырăсли, ăна пьеса авторĕ вăрçăра илтнĕ. Вăл каланă тăрăх - «Крики мусульман... Как бежали в горы басмачи...» йĕркесенчен тăракан юрра хăй вăхăтĕнче совет саманинчи ВИАсем те юрланă.
Прогон хыççăн театрăн ÿнер канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта та кĕрсе тухрăм.
- Ыран спектакль пулать-и?
- Пулать, - шантарса хуравларĕ пултарулăх ертÿçи.
Апла, театра юратакансемпе А.Хмыт пултарулăхне кăмăллакансем ахалех куляннă? Шел, спектакль малтанхи хăватне çухатнă. Пьесăран йăла драми çеç тăрса юлнă.
Куравçăсен пысăк пайĕ, каларăмăр ĕнтĕ, спектакле ырласа йышăннă. Вĕсенчен пĕрин шухăшĕпе паллашар-ха.
Марина Анисимова:
- Эпĕ Йĕпреç поселокĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнатăп. Афган вăрçин «çимĕçне» хам тутанса пăхнă. Асăннă çĕр-шывăн Баглан провинцийĕнчи Пули-Хумри хули çывăхĕнчи çар чаçĕн медсестри пулнă. «Сутăн илнĕ чыс» спектакльри ĕç-пуç чăнлăхпа килĕшсе тăрать. Ăна тахçантанпах кĕтнĕ.
Спектакле критиклекене те итлесе пăхар-ха.
Анатолий Шибаев /унăн сăмахне Интернетран илтĕмĕр/:
- ...Кун пек çынсене /сăмах пьеса авторĕ пирки. - Авт./ Афганистанра нихăçан та хисеплемен, тĕпрен илсен, Совет çарĕнче те. Халь ăнланатăп: хăйĕн «произведенийĕсем» валли Афган вăрçин япăх енĕсене мĕншĕн «пуçтарнине»... Вăрçă вараланчăксăр пулмасть... Хам ятран çеç каламастăп кăна... Çакăн пек шухăшлатăп: тахçан ку йĕкĕте «асаттесем» тăн кĕртнĕ е десантниксем кÿрентернĕ... Çав çилле хăваласа çырать те вăл...
Тимĕр АКТАШ
Редакцирен: «Сутăн илнĕ чыс» пьеса мĕнле çурални пирки автортан ыйтса пĕлтĕмĕр. Тата çакна палăртса хăвармалла: илемлĕ литература произведенийĕ документ повеçĕ мар. Унта автор хăй «хуçа». Çавăнпа та пьеса куравçăсен пĕр ушкăнне тивĕçтерменни вăл пачах юрăхсăррине пĕлтермест.