Комментировать

13 Мар, 2015

Ӳсĕмлĕ гектарсем, тоннăсем тата тенкĕсем

Эльвира МАКСИМОВА, Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертӳçи: Патшалăхăн статистика органĕ пулнă май эпир мĕнпур кăтартăва тишкерсе экономика аталанăвĕн, социаллă сферăн информаци ресурсне йĕркелетпĕр. Манăн шухăшпа, паян çĕршывра тухса тăнă условисенче экономика кăтартăвĕсем, социаллă яваплăх политики республика Правительствин, влаçăн мĕнпур юппин, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пĕтĕм команди алла-аллăн ĕçлени çинче никĕсленет.

Кашни предприятире, организацире тытса пыракан политика пĕтĕм регион пурнăçне витĕм кӳрет. Чи малтанах пысăк, вăтам, пĕчĕк бизнеса 2015 çулта та ăнăçлă ĕçлеме сунас килет, çулталăк вĕсемшĕн, республикăра пурăнакан мĕнпур çыншăн ăнăçлă пултăр.

Николай УГАСЛОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, «ТУС» строительство компанийĕн гендиректорĕ: Чылай кăтартупа Чăваш Ен Раççейри, округри регионсен йышĕнче лидерсен шутĕнче пулни савăнтарать. Йывăрлăхсем кӳнине пăхмасăр 2014 çул пирĕншĕн ăнăçлă пулчĕ. 2015 çул мĕнлерех пулĕ - курăпăр. Йывăртарах пулассăн туйăнать, мĕншĕн тесен кризис витĕмĕ вăйланать. Çавăнпа та манăн пăшăрхану пур. Анчах утакан çеç çула хыçа хăварать - çакна манмалла мар.

Хамăрăн строительство компанийĕ пирки калас- тăк, чăнах та, Красноармейски районĕнчи кирпĕч заводне хута ямашкăн валютăпа кредит илнĕ май иртнĕ çул вĕçĕнче доллар-евро тăруках хакланса кайни пире хушма йывăрлăхсем кӳчĕ. Çапах - пуç усмастпăр. Çакна асăннă завод проект хăвачĕпе ĕçлеме пуçлани те çирĕплетет. Проектпа килĕшӳллĕн çулталăкра 60 млн штук кирпĕч кăлармалла, эпир вара пĕлтĕр çак виçерен иртме те ĕлкĕртĕмĕр.

Леонид НИКОЛАЕВ, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ: Пирĕн районшăн 2014 çул кăтартăвĕсем япăх тееймĕн. Миллиард тенкĕлĕх продукци туса кăларнă компанисен шутне Вăрнар тăрăхĕнчи виçĕ предприяти тăма пултарчĕ: хутăш препаратсен завочĕ, аш-какай комбиначĕ тата Чăвашкабельмет. 2013 çулхипе танлаштарсан промышленноç производстви 16% ӳснĕ. Ялхуçалăх кăтартăвĕсем те япăх мар: 50,4 пин тонна тĕштырă пухса кĕртсе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Сĕт суса илесси, аш-какай туса илесси те ӳснĕ.

2015 çулта кăтартусем татах та ӳсĕмлĕ пулмашкăн никĕс пур. Сăмахран, Правительство ларăвĕнче ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов кăçал республикăра акакан-лартакан лаптăксем 6 пин гектар хушăнассине палăртрĕ. Çакăнта пирĕн тӳпе те пур. Пĕлтĕр эпир 27,6 пин гектар акнă-лартнă пулсан кăçал ку лаптăка 28,3 пин гектара çитересшĕн. Çураки валли удобренисене 65% хатĕрлесе хунă - республикăри районсен хушшинче чи пысăк кăтарту. Вăрлăхăн 83% кондициллĕ. Техникăна уя тухма хатĕрлетпĕр. Çуркунне иртерех килессине кура ĕçсене ырана хăварма юрамасть.

Александр АФАНАСЬЕВ, Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма ертӳçи: Иртнĕ çула аван вĕçлерĕмĕр, кăçал та алă усмастпăр: удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянса хунă - чăрмавсем пулмалла мар. Кредитсемпе çыхланасшăн мар - çуракине ирттерме хуçалăх кивçен илмесĕрех вăй çитерессе шанатăп. Кăçал çĕрулми лаптăкне 100 гектар ӳстеретпĕр, тĕштырă туса илмелли лаптăк та 500 гектар хушăнать.

Н.КОНОВАЛОВ çырса илнĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.