Комментировать

12 Мар, 2015

Компьютер умĕнче ларма хăнăхман

Дима Сергеевпа Саша Васильев тахçанах туслă. Пĕр класра вĕренекенсем тĕрлĕ ялтан пулсан та час-часах тĕл пулма май тупаççĕ. Ара, шкулта кăна мар, пушă вăхăтра та пĕрле пулас килет-çке! Ун пек хаваслăрах та. Тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăларма та çăмăлтарах. «Эпир уйрăмах пытанмалла, тытмалла выляма юрататпăр! - хаваслăн калаçрĕç Димăпа Саша. - Касри ачасене пурне те чĕнсе кăларатпăр». Хăшĕ-пĕрисем пек компьютер умĕнче ларма хăнăхман вĕсем. «Çаранта ушкăнпа мечĕк хăвалама чылай кăсăклăрах, хаваслăрах», - çирĕплетрĕç арçын ачасем.

Вĕсем яланах урамра вăхăт ирттереççĕ тесе ан шухăшлăр эсир. Димăпа Саша шкултан таврăнсан чи малтан уроксем хатĕрлеççĕ. Вара тин юлташĕсемпе тĕлпулаççĕ. Çар çынни пулма ĕмĕтленекен Дима халех çирĕп дисциплинăна пăхăнма тăрăшать авă. Унсăрăн чăн-чăн салтак епле пулайăн-ха? Хамăр çĕршыва сыхласси - пысăк яваплăх-çке, çавăнпа унта çирĕп чунлă çынсене çеç илеççĕ. Дима та кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Киле парса янă уроксене тĕплĕн хатĕрлет.

Каникул вăхăтĕнче, уйрăмах çулла, вăл аппăшĕпе çывăхри кÿлле пулă тытма çÿрет. Пĕччен кайĕччĕ, анчах тем курасси пур. ОБЖ урокĕсенче тимлĕн итлекенскер шыв хĕррине аслисемсĕр каймалла маррине лайăх пĕлет-çке. Кашнинчех тулли витрепе таврăнаççĕ Димăпа аппăшĕ. Ытларах «ылтăн» карас, шур амур, хулăн çамка çакланать вăлтана. Пĕчĕк карассем те нумай иккен унта. Анчах вĕсене тытсан та каялла кÿлле ярать арçын ача. Ÿссе пысăкланччăр!

Саша та юлташĕ пекех пулă тытма кăмăллать. Чи юратнă ĕçсенчен пĕри ку вĕсен. Вăл та çитĕнсен çар çынни, пулас ĕмĕтпе çунатланть. Танкпа çÿреме вĕренесшĕн.

Ахальтен мар-тăр пушă вăхăт тупăнсанах альбома çар техникине, машинăсем, трансформерсем ÿкерме ларать. Вĕсем унăн чылай пухăннă ĕнтĕ. Пĕр-пĕр курав та йĕркелеме пулать-тĕр çав ÿкерчĕксенчен. Шкулти конкурссене те хутшăнмасăр юлмасть Саша. Тĕрлĕ уява халалланă ÿкерчĕкĕсем вара стена çинче вырăн тупаççĕ.

Мĕнле арçын ача кĕрешме вĕренес темест-ши? Акă Саша та çак ăсталăха алла илесшĕн ĕмĕтленет. Кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене уçăмлатакан, кăтартакан кинофильмсем пăхать. Вĕсенчен чи кăмăллани - «В ударе». «Унта сăнарсем каратэ мелĕпе кĕрешеççĕ. Тата çак фильмра кулăшла самантсем нумай. Çакă та манăн кăмăла кайрĕ», - паллаштарчĕ юратнă киновĕпе арçын ача. Хăй те унти сăнарсем пекех вăйлă, çаврăнăçуллă пулас ĕмĕтлине палăртрĕ Саша. Апла тăк ăна пурнăçа кĕртетех ĕнтĕ вăл.

Нина ЦАРЫГИНА.

Муркаш районĕ,

Шетмĕпуç шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.