Комментировать

12 Мар, 2015

Тутăр çăмĕ тăкăнать

Çĕнĕ пуховăй тутăр туянтăм. Çыхма та çук. Пĕтĕм çăмĕ кĕпе çинче. Çăмне мĕнле вырттармалла-ши?

Надежда ХАРИТОНОВĂН тепĕр ыйтăвĕ ку.

Çĕнĕ çăм япала кăштах çăмне тăкни йĕркеллĕ темелле. Анчах та çăмĕ хытах тăкăнать пулсан сăлтавĕ тĕрлĕрен.

Пĕрремĕшĕ, эсир туяннă тутăра ятарлă аппаратпа, "пушка” текенскерпе, кăпăшлантарнă. Пушкăпа кăпăшлантарнă тутăрăн çăмĕ хытă тăкăнать.

Иккĕмĕш сăлтав, тутăра пĕр çиппе пĕтĕрсе çыхнă. Качака çăмне ахаль çиппе пĕтĕреççĕ. Кун пек çиппе çыхнă тутăр вăйлă кăпăшланать, анчах çăмĕ те нумайрах тăкăнать. Икĕ çиппе пĕтĕрнĕ тутăр çирĕпрех пулать. Виççĕмĕш, "Чесалка" аппаратпа кăпăшлантарнă тутăрăн çăмĕ татăлса тăкăнать.

Паллах, пахалăха йăлтах тÿрлетме çук, çапах пăртак йĕркене кĕртме пулать. Тутăра ăшă 30-40 градус шывра /вĕри мар/ шампуньпе е ятарласа çăм япала çумалли шĕвекпе алăпа çумалла. Тутăра хытă лутăркама кирлĕ мар. Унтан ăшă шывпа лайăх чÿхемелле, чăмăртаса /пăрса мар/ шыва юхтармалла, пысăк алшăлли çине сарса хумалла, çавăрса чĕркемелле. Тутăрти ытлашши шыв алшăлли çине куçать. Унтан тутăра типĕтмелле. Ăна ятарлă хашаксем çинче типĕтеççĕ. Хашак çук тăк пĕр-пĕр япала çине хурса хĕррисене çав япала çумне карăнтарса типĕтмелле. Унсăрăн тутăр хăйĕн хапине çухатать.

Çуллахи вăхăтра тутăрпа усă курмасан ăна лайăх "сывлакан" хутаçа чиксе упрамалла. Хутаç йĕтĕн е катампир пусмаран, е хутран пулсан аван. Кĕве çиесрен ял хуçалăх лавккисенчен кĕверен упрамалли препаратсем туянса хутаçа хума юрать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.