Комментировать

11 Мар, 2015

Пире-и хăратайăн йывăрлăхпа?..

Мартăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк, Комсомольски, Канаш районĕсенче пулнă, вырăнсенчи депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, районсенчи хисеплĕ çынсемпе курнăçнă. Тĕлпулусене çавăн пекех вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Светлана Петрова, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдинов тата Петр Краснов хутшăннă.

2015 çулхи бюджет шайлашулăхĕн ыйтăвĕсене, районсен экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тивĕçтермелли мерăсене сÿтсе явнă. Пухăннисен умĕнче сăмах каланă май республика Пуçлăхĕ Раççей экономикин паянхи ансат мар условийĕсем Чăваш Ен Правительствине республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртме хистенине палăртнă. Çавна май, паллах, районсемпе ял тăрăхĕсен бюджечĕсене те улăштарма тивет. Налук тÿлевĕсем тата ытти тупăш пĕчĕкрех пулма пултарассине шута илсе çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе тăхтама тивет. Пуçарнă проектсем тĕлĕшпе те чи кирлисене суйласа илмелле, хăшĕсене - халех, хăшĕсене каярахпа пурнăçлама май пуррине палăртмалла. Çав вăхăтрах бюджет сферин ĕçченĕсен умĕнчи обязательствăсене Владимир Путин Президент 2012 çулхи май уйăхĕнчи Указĕсенче çирĕплетнĕ параметрсемпе килĕшÿллĕн пурнăçламалла.

Михаил Васильевич кăçал инфляци пысăк пулассине кăтартакан прогнозсем пуррине кура бюджет ĕçченĕсен тупăшĕ чакма пултарасси çинчен каланă: «Пĕр-икĕ çул тÿсме тивĕ. Ялсенче пурăнакансемшĕн апат-çимĕç инфляцийĕ хăрушă мар, мĕншĕн тесен кунта çынсем пахчаçимĕçе, улма-çырлана хăйсем çитĕнтереççĕ, выльăх тытаççĕ». Вăл районсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсене хăйсен территорийĕсенчи экономика лару-тăрăвĕн тĕрлĕ сценарине хатĕрлеме сĕннĕ - лайăххине тата япăххине. «Лару-тăрăва илемлетсе кăтартма ан тăрăшăр, чăнлăха тĕпе хурăр. Унсăрăн хăвăр шантарнине пурнăçлаймăр», - пĕтĕмлетнĕ республика Пуçлăхĕ.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хакланă, вĕсен вăйлă енĕсене палăртнă, вырăнсенчи администрацисен, депутатсен корпусĕн хăш енĕпе çине тăрса ĕçлемелли пирки сĕнÿсем панă. Кризис витĕмĕнчен сыхланмалли тĕп мерăсен шутĕнче бюджет тăкакĕсене виçеллĕ тăвассине, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курассине, тÿрĕ кăмăллă предпринимательсене пулăшассине, «вăрттăн схемăсемпе» ĕçлекен предпринимательсем, организацисем тĕлĕшпе налук тата право хуралĕн органĕсемпе пĕрле тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине асăннă.

Патшалăх Канашĕн депутачĕсем республика Пуçлăхне визитшăн тав тунă май юлашки çулсенче ĕç тăвакан тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен уйрăм полномочийĕсене чикĕлес енĕпе тĕрĕс йышăнусем тунине ырланă. Сывлăх сыхлавĕн, спорт учрежденийĕсене республика шайне пани вĕсен ĕçне ырă витĕм кÿнĕ. Паян ялта экономика, социаллă сфера лайăх аталанаççĕ, вĕрентÿпе медицинăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ аван, ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалли программа пурнăçланать, кашни районтах спортпа сывлăх комплексĕсем ĕçлеççĕ.

Михаил Игнатьев пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланă, этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ арçынсене хавхалантарса вăй-хăват пани пирки каланă май хĕрарăмсене вĕсен уявĕ ячĕпе саламланă. Çавăн пекех вăрçă ветеранĕсене Раççей Президенчĕн Указĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа туса хунă юбилей медалĕсене парса чысланă.

 

К.ВОЛКОВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.