Комментировать

11 Мар, 2015

Шаймиев - Тутарстан бренчĕ пирки: Юланутçă çĕр çинче шуса çÿреймест!

Тутарстанăн халь "çĕнĕ сăн-сăпачĕ" пур, ку вăл пĕтĕм тĕнчене республикăпа паллаштаракан бренд, е урăхларах каласан - пичет. Çак брендăн ячĕ - "Тутарстан эткерлĕхĕ". Кăсăклантарать-и? "Комсомольская правда" пĕтĕмпех пĕлет, хăй пĕлнипе сире те паллаштарма хатĕр:

Туртара - ик шухă ăйăр,

Эп васкатăп Хусана...

Тина Канделаки ертсе пыракан стратегиллĕ çыхăнусен "Апостол" Центрĕ пĕр çулталăка яхăн "çуратнă" çак брендăн презентацийĕ савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Унта республика ертÿçисем Рустам Миннихановпа патшалăх советникĕ Минтимер Шаймиев, çавăн пекех Раççейри, пĕтĕм тĕнчери культура, политика, экономика тата медиа тĕнчин паллă çыннисем хутшăннă - Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов телеертÿçĕсем, Григорий Ревзин историк тата журналист, Анна Михалкова актриса тата ытти хаклă хăнасем.

Презентацие илем кÿрекенни Габдулла Тукайăн "Мăшăр ăйăр" сăвви пулнă... Тĕксĕм пысăк пÿлĕм, софит сцена çинчи хура тум тăхăннă çынна çутатать. Ку вăл - Игорь Миркубанов актер тата режиссер. Вăл малтанах шăппăн, каярах аслă тутар поэчĕн вилĕмсĕр йĕркисене хыттăн вулать:

...Туртара - ик шухă ăйăр,

Эп васкатăп Хусана.

Тилхепе тытмашкăн çăмăл

Пултăр, ямшăкăм, сана.

Каçхи çутă питĕ лăпкă,

Уйăх çутатать çĕре,

Йывăçа хумхантармалăх

Уçă, шухă çил вĕрет...

Юлашки сăмахсем янăраççĕ, пÿлĕмре çынсем алă çупни илтĕнсе каять - уяв ирттерме пурте хатĕр. Халăх умне мероприятие ертсе пыраканĕ, "Вести в субботу" программăн ертÿçи Сергей Брилев журналист тухать.

- Тунмастăп, Тутарстанра эп çулталăкра пилĕк-ултă хут пулатăп, республикăра пурăнакансенчен нумайăшне пĕлетĕп. Сăмахăма татса калас-тăк, кунта, сирĕн патăрта паян пулса иртни пирки эпир ĕмĕтленме çеç пултаратпăр. Тутарстанран вĕренмелли чăнах та питĕ нумай. Паянхи презентаци шăпах çакна çирĕплетет те, - палăртрĕ Брилев. - Халĕ эп Тутарстан Республикин пĕрремĕш президентне, ку чухне патшалăх советникĕ пулса ĕçлекен Минтимер Шарипович Шаймиева сăмах паратăп.

Тутарстанăн пĕрремĕш президенчĕ уявăн шайне тата çÿлерех çĕклерĕ. "Тутарстан эткерлĕхĕ" бренда пурнăçа кĕртесси унăн аранах пурнăçланакан тахçанхи ĕмĕчĕ пулнине палăртрĕ. Малашне ĕçлемелли-тумалли вара тата ытларах.

- Пирĕн куçăмăрсем умĕнче паян пулса иртекен пулăм çитес ăрусемшĕн чăн-чăн пуянлăх пулса тăрĕ. Çакна пирĕн тем тесен те шанасах килет. Брендпа çакăн чухлĕ нумай çынна паллаштарнипе эпĕ питĕ кăмăллă. Çак вăл - эпир республикăмăрта пĕтĕм çĕршыв аталанăвне хамăр тÿпене хывни. Тутарстанăн пуçарăвĕ ытти регионсемшĕн те тĕслĕх пуласса питĕ шанатăп. Тата мĕн хушса калас? Ут утланса малалла вирхĕнме çуралнăскер çĕр çинче шуса çÿреймест! Шăпах çакна шута илнĕрен ухăран перекен юланутçă пирĕн тĕп сăнарăмăр пулса тăчĕ те!

Асăннă юланутçă пирки брендăн "амăшĕ" Тина Канделаки кăшт тĕплĕнрех каласа пачĕ.

Пуриншĕн хаклине, пахине шăпах брендсем пĕрлештереççĕ, вĕсемех этемĕн ăс-хакăлне нумайлăха кĕрсе вырнаçаççĕ. Нумай çĕршывра, регионта технологи, финанс тата çынсен ресурсĕсемшĕн чăн-чăн çивĕч кĕрешÿ пырать. Ку кĕрешÿре çĕнтерме пулăшакан паха инструментсенчен пĕри вăл - уйрăм территорисен бренчĕ. "Тутарстан эткерлĕхĕпе" ĕçлени ман кунçулăмпа пурнăçăмшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Рустам Минниханова эп пĕр çул çеç пĕлместĕп, республика тĕрлĕ отрасльсенче тăвакан çитĕнÿсене сăнасах тăратăп. Тĕп тĕллевĕмĕр пирĕн çакă пулчĕ - ку таранччен пулса иртнине пăсмасăр-улăштармасăр çĕнĕ ăрăва культура эткерлĕхĕпе паллаштарасси. Эпир ĕмĕтленни пурнăçланчех пуль тетĕп.

Еплерех-ши вăл - Тутарстан эткерлĕхĕ?

Хăйĕн бренчĕпе паллаштарнăçемĕн, Тутарстан, Сингапур пек, Нью-Йорк пек, Берлин пек, Ослă е Амстердам пек, хăйĕнпе пĕтĕм тĕнчене тата хăйĕн халăхне паллаштарать. Пирĕн "аслă ĕçтешĕмĕрсем хăйсен хăйнеевĕрлĕхне тупса палăртнă, çак ĕçе тума халь пирĕн валли черет çитрĕ. Чи пахи, пирĕн каласа памалли те, кăтартмалли те - пайтах.

- Тутарстан - Раççейĕн уйрăмах аталаннă тата хăйнеевĕрлĕ регионĕсенчен пĕри, - палăртрĕ Рустам Минниханов, брендăн пĕлтерĕшĕ пирки каланă май. - Анчах та ку таранччен те пирĕн регионăн идеологине никам та уçса-ăнлантарса паман, Тутарстанăн пуян эткерлĕхĕпе культура пуянлăхĕ çынсем çине еплерех витĕм кÿни, вĕсем мĕне вĕрентни çинчен эпир пĕтĕм тĕнче пĕлмелĕх калама ĕлкĕреймен-ха. Çак çĕнĕ идеологи республикăра пурăнакансен ăс-хакăлĕпе кăмăл-туйăмне кирлĕ пек аталантарас тĕллевпе тăвакан ĕçшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тутарстанра вара паянхи кун 170 ытла халăхăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем пурăнаççĕ.

Пĕлсем!

Çак идеологи, Тутарстанăн архитипне йĕркелекен 10 пахалăх çинче никĕсленет. Нумай вăхăт хушши анлăн тĕпченĕ хыççăн çак вунă пахалăх шутне çаксене кĕртнĕ: хăвăртлăх, тÿсĕмлĕх, мăнаçлăх, нумай пĕлме тăрăшни, туйăмлăх, йăла-йĕркене шута илсе пурăнни, ăсталăх, пĕрлĕх, çине тăни тата тĕллев патне ăнтăлни. Кашни пахалăха - çĕнĕ бренд стилĕн элементне - куçпа курма май туса панă. Тĕслĕхрен, хăвăртлăха урхамах сăнарлать, тÿсĕмлĕхе - кĕрешÿ паттăрĕсем, мăнаçлăха - çунатлă барс. Пĕрле пĕр çĕре пухсан, çак сăнарсенчен ухă йĕппи - ялан малалла ăнтăлакан, аталанакан регионăн культура пуянлăхĕн символĕ - пулса тăрать.

Редакцирен: Эпир ку статьяна чăвашла куçарса ахальтен пичетлеместпĕр. Пирĕн юратнă Чăваш Енĕмĕре мĕн чăрмантарать хăйĕн брендне тупса палăртса, сÿтсе явса çирĕплетес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме?

Е Чăваш Ене хăйĕн бренчĕ кирлĕ мар-и?..

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.