Православин тĕп уявĕсем
Хисеплĕ редакци!
Турă праçникĕсем хăшĕ хăçан килессе пичетлесе кăларма ыйтатпăр. Мăнкун кăçал хăçан пулать? Типĕ вăхăчĕсене, вилнисене асăнмалли кунсене те кăтартсамăр. Çакна пичетлесе кăларсан пĕтĕм чăваш çынни савăнĕччĕ.
С.ИВАНОВ.
Елчĕк районĕ, Таяпа Энтри ялĕ.
Мăнкун - Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă кун - кăçал апрель /ака/ уйăхĕн 12-мĕшĕнче килет. Мăнкун эрни, Таса эрне, апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен. Вилнисене асăнмалли кун /Радоница/ - апрелĕн 21-мĕшĕнче.
Куçса пыракан уявсем
Апрелĕн /ака/ 5-мĕшĕ - Иисус Христос Туррăмăр Иерусалима кĕни /Кăчкă е чечек уявĕ/.
Майăн /çу/ 21-мĕшĕ - Иисус Христос Туррăмăр Çÿл тÿпене çĕкленнĕ кун /Вознесени/.
Майăн /çу/ 31-мĕшĕ - Аллăмĕш кун уявĕ /Троица/.
Куçса пыман уявсем
Январĕн /кăрлач/ 7-мĕшĕ - Иисус Христос Туррăмăр çурални /Раштав/.
Январĕн /кăрлач/ 19-мĕшĕ - Турă тĕнчене курăнни, урăхла: Иисус Христос Туррăмăр шыва кĕни /Кăшарни/.
Февралĕн /нарăс/ 15-мĕшĕ - Иисус Христос Туррăмăра хирĕç тухса илни /Сретени/.
Апрелĕн /ака/ 7-мĕшĕ - Чăн Таса Турă Амăшне Ырă Хыпар пĕлтерни /Пăлхавăшни/.
Августăн /çурла/ 19-мĕшĕ - Иисус Христос Туррăмăр урăх сăнлă пулни /Спас/.
Августăн /çурла/ 28-мĕшĕ - Чăн Таса Турă Амăшĕ вилни /Успени/.
Сентябрĕн /авăн/ 21-мĕшĕ - Чăн Таса Турă Амăшĕ çуралнине асăнса уяни.
Сентябрĕн /авăн/ 27-мĕшĕ - Иисус Христос Хĕресне çĕклесе кăтартни.
Декабрĕн /раштав/ 4-мĕшĕ - Чăн Таса Турă Амăшне Турă Çуртне илсе пыни.
Чиркĕвĕн Аслă уявĕсем
Январĕн /кăрлач/ 14-мĕшĕ - Иисус Христос Туррăмăрăн ÿтне касни тата Таса пурăнăçлă Аслă св. Василие асăнса уяни.
Июлĕн /утă/ 7-мĕшĕ - Христос Умĕнхи св. Иоанн пророк çурални.
Июлĕн /утă/ 12-мĕшĕ - Аслă апостолсене св. Петрпа Павела асăнса уяни.
Сентябрĕн /авăн/ 11-мĕшĕ - Иисус Христос Умĕнхи, Турра шыва кĕртнĕ св. Иоанн пророкăн пуçне кастарни.
Октябрĕн /юпа/ 14-мĕшĕ - Чăн Таса Турă Амăшĕ пире хÿтĕлесе тăнине асăнса уяни /Пукрав/.
Таса эрнесем
Январĕн 7-18-мĕшĕсем - Иисус Христос Туррăмăр çуралнă хыççăнхи Таса кунсем.
Февралĕн 2-7-мĕшĕсем - Хырçă пухаканпа /мытарь/ фарисей эрни.
Февралĕн 16-21-мĕшĕсем - Аш çиме чарнă, сĕт-çу çиме юракан эрне /Çăварни/.
Апрелĕн 12-18-мĕшĕсем - Мăнкун эрни.
Июнĕн 1-7-мĕшĕсем - Троица эрни.
2015 çулхи нумай кун тытмалли типĕсем
Февралĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 11-мĕшĕ таран - Аслă типĕ.
Июнĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 11-мĕшĕ таран - Питрав типпи.
Çулсеренех пĕр вăхăтра килекен нумай кун тытмалли типĕсем
Августăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕ таран - Успени типпи.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 6-мĕшĕ таран - Раштав типпи.
Пĕр кунлăх типĕсем
Юнкунпа эрнекунсерен çулталăк тăршшĕпех, Таса эрнесемсĕр пуçне.
Январĕн 18-мĕшĕ - Кăшарни умĕнхи типĕ /Сочельник/.
Сентябрĕн 11-мĕшĕ - Иисус Христос Умĕнхи, Турра шыва кĕртнĕ св. Иоанн пророкăн пуçне кастарнă кун.
Сентябрĕн 27-мĕшĕ - Иисус Христос Хĕресне çĕклесе кăтартнă кун.
Вилнисене асăнмалли ятарлă кунсем. Вилнисене асăнмалли шăматкунсем
Февралĕн 7-мĕшĕ - Христоса ĕненнишĕн асаплантарнине тÿссе вилнисене асăнса уяни.
Февралĕн 14-мĕшĕ - Аш çиме чарăннă эрне умĕнхи шăматкун.
Мартăн 7-мĕшĕ - Аслă типĕри иккĕмĕш шăматкун.
Мартăн 14-мĕшĕ - Аслă типĕри виççĕмĕш шăматкун.
Мартăн 21-мĕшĕ - Аслă типĕри тăваттăмĕш шăматкун.
Апрелĕн 21-мĕшĕ - Мăнкун эрни хыççăнхи ытларикун, Радоница.
Майăн 9-мĕшĕ - Вилнĕ çар çыннисене асăнса уяни.
Майăн 30-мĕшĕ - Троица шăматкунĕ.
Ноябрĕн 7-мĕшĕ - Димитрий Солунский шăматкунĕ.