Халăх пултарулăхĕ вăй илет
Авалхи йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртме тытăнни - ырă пулăм. «Аваллăхсăр пуласлăх çук», - тенĕ. Пирĕн несĕлĕмĕрсен çул-йĕрне тата йăли-йĕркине пĕлмеллех. «Халăха сыхласа хăварас ĕç чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе тата ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан, юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулĕччĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Паллах, унта хускатнă шухăшсем пире кашнинех пырса тивеççĕ. Малалла ку енĕпе тата та тăрăшарах ĕçлеме хистеççĕ.
Республикăри кашни районтах фольклор ушкăнĕ пур. Вĕсем йăла-йĕркемĕре упраса ăна халăх патне çитерессипе пысăк ĕç тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче вара ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче уйрăмах курăмлă ĕçлени палăрать.
Çакна районта çулсерен иртекен «Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем» фольклор фестивалĕ те çирĕплетет. Палăртма кăмăллă, енчен те 2012 çулта çак мероприятие 11 коллектив хутшăннă пулсан, иртнĕ çул - 13. Чи кирли вĕсен ячĕсем ку тăрăхри шыв-шур е кÿлĕ ячĕсемпе çыхăнни. Акă «Шокăль» - Сăр хĕрринчи илемлĕ вырăн, «Çартмас» - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи вырăн, «Урпаш - Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи шыв тата ытти те. Хĕрлĕ Чутайри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Шокăль» фольклор ушкăнне çÿрекенсен юрри-ташши те, тумĕсем те чутайла. Тĕрлĕ ÿсĕмри те çÿрет кунта. Вĕсем несĕлсен йăли-йĕркине ăша хываççĕ, кашниех çĕнĕ юрă-кĕвĕ вĕренме тăрăшать. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем аслă ăру çыннисенчен авалхи Чутай тăрăхĕнчи йăла-йĕркене тĕпчеççĕ. Хăйсем пĕлнине халăх патне çитерме тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул акă коллектив Чутай тăрăхĕнчи туй-шилĕке ăста кăтартрĕ. Тĕрĕссипе, юлашки çулсенче авалхи туй илемĕн сĕмĕ пĕтсе пыни вăрттăнлăх мар. Савăнăçлă саманта чылайăшĕ столовăй-кафере «майралла» тăхăнса паллă тăвать. Унта авалхи кĕвĕ-çемĕ те илтĕнмест.
Мăн Этменсем икĕ фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. «Савăнар-и» ушкăн çĕнĕ пÿрт уявне кăтартса пачĕ.
Ку тăрăхри чăваш хĕрарăмĕн кĕпи-саппунĕ хăйне евĕрлĕ. Мăн асаннесем авалтан шап-шурă пиртен çĕленĕ кĕпе аркине тата хулчине чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Халĕ тĕрĕ улшăннă. Пысăк та илемлĕ чечексем Чутай тумне самана таппине çывхартни куç кĕрет. Саппунĕсем çутăрах симĕс, кăвак, хĕрлĕ тĕслĕ. Авал вăйăсенче е туй-шилĕкре пирĕн тăрăхра питлĕх çапса ташласа хăйне евĕр кĕвĕ çемми кăларнине те фольклор ушкăнĕсем тепĕр хут аса илтерчĕç. Кашни коллектив харпăр хăй тăрăхĕнчи йăла-йĕрке уйрăмлăхне кăтартма тăрăшрĕ. Палăртмалла, Хĕрлĕ Чутай хутлăхĕ илемлĕ, чуна тыткăнлакан уçă сасăллă юрăçпа пуян. Çав вăхăтрах кунта маттур ташăçă та тĕрлĕ инструмент калакан ăста та çук мар.
Ача сачĕсемпе шкулсенче те фольклор ушкăнĕсем йĕркелени, чăваш тумне, йăла-йĕркене упрама тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Чи кирли - çак пуçарăва çитĕнекен ăру та хастар хутшăнни.
Юлия МАРЕЕВА