Хурма
Хурма латин чĕлхинчен "чĕре панулмийĕ" тесе куçать. Унăн тăван çĕршывĕ Китай шутланать. Паян ăна Арменире, Азербайджанра, Грузире, Грецире, Киргизире, Турцире, Крымра, Австралире тата ытти çĕршывра ÿстереççĕ.
Хĕрлĕ-сарă тĕслĕскер паха витĕмлĕ. Унра йÿçек сахалран вăл вар-хырăм ĕçне сиен кÿмесĕр йĕркене кĕртет. Пĕверпе пÿре чирĕсене сиплеме те пулăшать. Бактерисемпе кĕрешес пахалăхĕ пуртан пыршăри тĕрлĕ инфекцие те пĕтерет.
С, РР, Е, А витаминсемпе, кальципе, калипе, тимĕрпе, фосфорпа, магнипе, марганецпа, йодпа, пăхăрпа та пуян ку çимĕç. Чĕре япăх ĕçленĕрен пухăннă ытлашши шыва кăларма та тухтăрсем хурма çиме сĕнеççĕ. Кун пек чухне пÿрене йывăр ан килтĕр тесен ăна сĕтпе сыпса антармалла.
Хурма юнри сахăр виçине те хăпартмасть, ÿт те хуштармасть. Атеросклерозран сипленнĕ чухне те витĕмлĕ пулăшать. Кун пек чухне хурмана кунне 100 грамм çини те çителĕклĕ.
Хурма нерв тытăмне лăплантарма, пуçа ĕçлеме пулăшнине те палăртмалла.
Ку çимĕçпе туслашма диетологсем те, косметологсем те сĕнеççĕ. Çав вăхăтрах асăрхануллă та пулмалла. Хырăмай парĕн чирĕ аптратсан, пыршăлăхра операци тин тунă çынсен унран пăрăнмалла. Тула йывăррăн тухакансен те асăрхануллă пулмалла.