Улмуççине сыпатпaр
Çуркунне улмуççисене сыпса пăхас тетĕп. Вĕрентеймĕр-ши?
ИВАНОВА.
Вăрмар районĕ.
Кашнин пахчинчех улмуççи е груша, чие-слива ÿсет-тĕр. Хамăр пахчари çимĕçрен пахи мĕн пултăр. Лартнă хунав тем сăлтавпа эсир кĕтнĕ пек çимĕç памасть-и. Кун пек чухне йывăçа сыпса хăвăра килĕштернĕ сорта çитĕнтерме пулать. Çак ĕçе тума пĕлни пахчана яланах çĕнетсе тăма май парать. Ăста пахчаçă кирек хăш вăхăтра йывăçа сыпса хăйне килĕшекен панулмие пахчара туса илме пултарать. Эпир туянса лартакан çамрăк хунавсене йăлтах питомникра сыпса улăштараççĕ. Мĕншĕн тесен вăрăран шăтнă йывăçăн тутлă çимĕç парас пахалăхĕсем çухалаççĕ.
Мĕн кирлĕ-ха йывăçа сыпнă чухне. Ĕç хатĕрĕ - çĕçĕ е секатор - çивĕч те таса пулмалла. Сад варĕ, замазка, сапансене çыхмалли пленка хатĕрлемелле. «Ĕлĕкрех сыпăксене курăспа çыхса çирĕплететчĕç. Халĕ мунчала çук, мĕнпе çыхмалла-ши.» - пăшăрханать çыру авторĕ. Курăс вырăнне ахаль пленкăпа çыхни те тĕрĕсех.
Çак йĕркене те пăхăнмалла, кĕрхи улмуççи çумне кĕрхине сыпмалла, çуллахи çумне - çуллахине, хĕллехи çумне - хĕллехине. Йывăçа сыпас меслетсем те тĕрлĕрен. Питомниксенче, тĕслĕхрен, хĕллехи вăхăтра нумай сыпаççĕ. Унта ытларах окулировка меслечĕпе усă кураççĕ. Окулировка - хунава папкапа /куçпа/ сыпни. Латин чĕлхинчен кĕнĕ, окулс - куç. Ку меслет шанчăклă тата хăвăрт. Пĕр паха йывăçран сыпмашкăн нумай папка хатĕрлеме пулать. Йывăçа сĕткенĕ лайăх тапрансан сыпмалла. Ку пирĕн тăрăхра май-июнь уйăхĕ тĕлнелле килет. Малтанах сыпма хăвăр килĕштернĕ сорта палăртăр. Çав йывăçран ирхине туратсем сĕткенпе тулнă чухне 30-40 см вăрăмăш лайăх аталаннă папкаллă сапан касса илмелле. Сыпмалли йывăç ытлашши ватă пулмалла мар. 10 çултан иртнĕ йывăç çумне сыпнин чĕрĕлеслĕхĕ пĕчĕк. Йывăçăн хуппи сыпмалли тĕлте яка тата пиçĕ пулмалла, сыпнă папка лайăх чĕрĕлĕ. Каснă сапансене çав кунах сыпма май килмерĕ пулсан вĕсене нÿрлĕ пусмапа чĕркесе кăшт шыв янă савăта лартса сулхăн çĕртре упрамалла. 2 талăк сыпма юрăхлă вĕсем.
Сыпмалли хунава сăнатпăр. Çивĕч çĕçĕпе е секаторпа хунавăн аялти турачĕсене йăлтах иртмелле, йывăç йĕри-тавра ÿсекен курăксене тасатмалла, тăпрана кăпкалатмалла. Тымартан 20 см çÿллĕшне нÿрлĕ пусмапа шăлса тасатмалла вулăна Т саспалли евĕр касмалла. Хатĕр сапанран 2-3 см вăрăмăш папкана касса илмелле. Т евĕр каснă çурăка папкана вырнаçтарса лартмалла, 1,5 см сарлакăш полиэтилен лентăпа куçа хăварса çыхса хумалла. Папкана тĕрĕс лартсан вулăн хуппи ăна лайăх витсе хурать. 10-15 кунтан сыпăка тĕрĕслемелле. Папкан хуппи кăшт перĕннипех хăйпăнса ÿкрĕ-тĕк, папка аталанни палăрать-тĕк - ĕç ăнăçнă.
/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр./
Енчен те папка хуппи сĕвĕнмест пулсан чĕркеме сÿтсе пăхăр. Вулă пĕркеленнĕ, папка типшĕнет - ĕç ăнăçман. Тепĕр çĕрте çĕнĕрен сыпса пăхăр. Вулăна Т саспалли евĕрлĕ каснă чухне шута илме. Малтанах урлă касмалла - 1,5 см, ун айне 2,5-3 см аялалла çурмалла.
Йывăç варрине сиенлесрен асăрханăр, хупă айĕнче сĕткен чупакан камбий текен сие чĕрсен папка лайăх чĕрĕлмест.
Копулировка - сапанпа сыпмалли меслет. Сыпмалли турата тата сапана шăлса тасатмалла. Вĕсем пĕр пек хулăнăшлă пулмалла. Туратсене чалăшла 30 градуспа касмалла, пĕр-пĕрин çумне çыпăнтарса çыхса хумалла. Сыпнă сапан çинче 3-4 куç хăвармалла, тăррине касса пăрахмалла, сад варĕпе е замазкăпа сĕрмелле. Ку меслет апрель вĕçĕнче - май пуçламăшĕнче юрăхлă.
Тепĕр меслет, йывăçа çурса сыпасси. Ку меслет 4-5 сантиматр е хулăнрах вулăсене сыпма юрăхлă. Вулăна пăчкăпа асăрханса касмалла. Каснă турата варринчен 5-7 см çурмалла, çурăк хĕсĕнесрен малтан савăл лартмалла. Унтан чалăшла касса хатĕрленĕ сапансене /пĕр çурăка 2 сапан лартма юрать/ вулăн хуппипе камбий сийĕпе тĕл килтерсе çурăка хĕстерсе лартмалла, савăла кăлармалла. Сапансем куçса каймарĕç-и. Кирлĕ-тĕк кăштах тÿрлетмелле. Сыпăк тĕлне, сапан вĕçне сад сăмалипе сĕрмелле. Анчах сăмала çурăка ан лектĕр - суран хăвăрт тÿрленмест. Çакнашкал меслет çуркунне юрăхлă.
Сыпмалли йывăç турачĕ 4 сантиметртан пĕчĕкрех пулсан унăн пĕр енне çеç çурса сыпма юрать. Вулăна пĕр енчен турат лартмалăх касса кăлармалла, ун çумне çавăнта юрăхлă сапан хатĕрлесе çыхса лартмалла. Каснă вырăна сад сăмалипе сĕрмелле.
Йывăç хуппи çумне сыпасси. Каснă туратăн хуппине 3-5 сантиметр тăршшĕ çураççĕ. Сапана 3 сантиметр тăршшĕ чалăшла касаççĕ, йывăç хуппи çумне çирĕплетсе çыхаççĕ. Ку меслетпе çулла усă кураççĕ. Вăл сулăна чутласа сыпнинчен шанчăклăрах.
Сыпнă чухне пĕлмелли пĕтĕмĕшле йĕрке. Ĕç хатĕрĕ çивĕч пулмалла, тасалăха пăхăнмалла, сапансем çинче 3 куç хăварни çителĕклĕ. Çурса сыпнă чухне çурăка сад сăмали тултарма юрамасть, вĕсене пленкăпа витсе çыхмалла.
Тепĕр сĕнÿ. Енчен те пĕрре сыпнипе ĕç ăнмарĕ-тĕк ан кулянăр. Иккĕмĕш, виççĕмĕш хут сыпса пăхăр, вара вĕренетĕрех. Тÿрех ăсталăх килмест. Малтан кирлех мар туратсем çинче вĕренмелле сыпса пăхăр. Йăмра, тирек турачĕсем те опыт валли юраççĕ. Ĕçе вĕреннĕçемĕн паха сортсем çине куçăр.