Комментировать

5 Мар, 2015

Халăх шанăçĕ - çамрăк ăрура

«Чĕлхе пур - халăх пур, чĕлхе çук - халăх çук», - текен каларăш нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ. Кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхине яланах хисеплемелле, унпа мăнаçланмалла, упраса хăварас тесе тăрăшмалла. Вăл - халăх пуянлăхĕ.

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа Шупашкарти 47-мĕш шкулта музыкăпа литература каçĕ иртрĕ. Çак уява тата тепĕр пысăк пĕлтерĕш- лĕ пулăмсемпе - Раççейри Литература тата республикăри К.В.Иванов çулталăкĕсене уçассипе çыхăнтарнă. Савăнăçлă уявра тăван чĕлхе пахалăхĕ çинчен каласа пачĕç, кăçалхи çул пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуяннине палăртса хăварчĕç. К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэма сыпăкĕсем çав тери мăнаçлăн та илемлĕн янăрарĕç, куракансен чунĕсенче чăвашлăх туйăмне вăратрĕç.

ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Геронтий Лукиянович ачасене аслă поэтмăр К.В.Иванов пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, Константин Иванов М.Ю.Лермонтовăн пултарулăхĕпе кăсăкланнине, вырăс поэчĕн темиçе сăввине куçарнине палăртса хăварчĕ. Хăйĕн сăмахĕсене çирĕплетсе Константин Васильевич куçарнă «Кĕрен парăс» сăввине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ.

«Самант» журнал редакторĕ Владимир Васильевич Степанов ачасене чăваш чĕлхи историйĕпе паллаштарчĕ. Куракансенче тăван чĕлхе туйăмне вăратас тĕллевпе ятарлă вăйă ирттерчĕ. Вăл китай чĕлхин сăмахĕсене каларĕ, ачасем вара çав е ку сăмахăн пĕрпеклĕхне чăваш лексикинче шырарĕç. Асăннă вăййа ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Унсăр пуçне куракансене Никита Родионов, Мария Осташкова тата Диана Смирнова шăрантарнă чăваш юррисем кăмăла кайрĕç.

Уяв савăнăçлă ларура иртрĕ. Чăваш чĕлхин аталанăвĕн çул-йĕрне йĕрлени, чăваш халăх классикĕн пултарулăхне урăх енчен хаклани ачасемшĕн усăллă пулни куçкĕрет. Халăх шанăçĕ - ÿсекен ăрура. Тăван чĕлхен çутă пуласлăхĕ те вĕсенченех килет. Аслисем ачасен чĕрисенче чăвашлăх туйăмĕн кăвайтне чĕртсе ăна ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварас тĕллевпе май килнĕ таран тăрăшĕç.

Анастасия ВЛАДИМИРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.