Илĕртÿллĕ-çке поэзи тĕнчи
Эпир мĕн пĕчĕкрен сăвăсем вĕренсе, вĕсене аслисенчен илтсе ÿсетпĕр. Поэзи тĕнчи илĕртÿллĕ те асамлă, хăйне евĕрлĕ те тĕрлĕ енлĕ. Хăшĕ çакна тарăннăнах туйса ача чухнех сăвăсемпе туслашать, кайран хăй те илемлĕ йĕркесем шăрçалама пуçлать.
Çиччĕмĕш класри Толя Челябин та поэзин анлă тĕнчине иленнĕ. Çакна вăл шкулти «Çамрăк журналист» кружока çÿрени те çирĕплетет. Ара, унта арçын ача хăйне килĕшнĕ ĕçе пурнăçлама хăнăхать-çке! Вăл унпа пуринчен ытла кăсăкланнине те палăртрĕ. Кружокра çамрăк авторсем тĕрлĕ темăпа сочинени çырса, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явса, кăсăклă япаласем çинчен калаçса пултарулăхне аталантараççĕ.
Ырă кăмăллă арçын ача хăйĕн сăввисенче ытларах çутçанталăк илемне, унăн кашни вăхăтне сăнарлать, юратнă ашшĕпе амăшĕ, тĕрлĕ професси пирки те шăрçалать. Тупмалли юмахсем те сăвăлласа çырма пултарать вăл.
- Пĕррехинче пирĕн шкула «Тантăш» хаçат ĕçченĕсем килнĕччĕ, - аса илет Толя. - Эпĕ ун чухне математикăпа иртнĕ олимпиадăра мала тухнăччĕ те вĕсем ман çинчен юратнă кăларăмра çыратпăр терĕç... Хаçатăн çĕнĕ номерĕнче хам пирки пичетленнĕ статьяна курсан питех те хĕпĕртерĕм, - йăл кулчĕ арçын ача.
Çак паллă пулăм яланлăхах çамрăк поэтăн асĕнче юлĕ. Толя «Тантăш» хаçатпа тахçанах туслă пулнине пĕлтерчĕ. Унăн хайлавĕсем те ачасен юратнă кăларамĕн страницисенче пĕрре мар кун çути курнă. Çакă çамрăк сăвăçа нимрен ытла хавхалантарать. Ара, хаçата юрăхлă сăвă çырма пултарни шÿт мар вĕт! Пурте пултараймаççĕ-çке ун пек. Толя кĕнеке вулама юратнине те пытармарĕ. Александр Пушкин тата Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен вăл сехечĕпе те калаçма хирĕç мар иккен. Ара, çак икĕ паллă сăвăç хайлавĕсем унăн чунне чăннипех те çывăх. Уйрăмах «Руслан и Людмила» поэмăна кăмăллать. «Манăн та тĕп сăнар, Руслан пек, хăюллă та патвар пуласчĕ...», - ĕмĕтленсе калаçрĕ маттурскер.
Черчен чунлăскере пултарулăхăн тĕрлĕ енĕ те кăсăклантарать. Çавăнпа та Толик пушă вăхăтра альбомпа кăранташсем илсе илемлĕ ÿкерчĕксем сăнлама пикенет. Куçа илĕртекен ял е хула пейзажне, хитре чĕрчун е сĕтеклĕ улма-çырла курать-и - пурне те хут çине куçарма васкать вăл.
«Тантăш» вулаканĕсене вара: «Сăвăсем, калавсем нумайрах çырччăр. Чи лайăххисене вара хаçата ярса паччăр», - кăмăлтан сунчĕ Толя.
Нина ЦАРЫГИНА.
Муркаш районĕ,
Шетмĕпуç шкулĕ.