Литература çулталăкĕ - писательсемсĕр?
Раççейри Литература çулталăкĕ, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнăранпа вăхăт самай иртрĕ. Мĕн кĕтетпĕр эпир вĕсенчен? Ун çинчен ятарлă Указсем тухсанах калаçнăччĕ-ха.
Чăваш Ене уйрăмăн илес пулсассăн, кăçал республикăн культура, литература пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăмсем сахал мар иртмелле. Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче вуншар ăрăва канăçсăрлантарнă, малашнехисене те çаплах хумхантаракан «Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов çут тĕнчене килнĕренпе шăпах 125 çул çитет. Хăйĕн пĕр хайлавĕпех тĕнче культуринче вилĕмсĕр вырăн тупнă вăл. Çав вăхăтрах Иванов - драматург та, куçаруçă та, прозаик та, фольклорист та, ÿнерçĕ те. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче /чĕрĕк ĕмĕр çеç пурăннă!/ тĕлĕнмелле ĕçсем туса хăварма пултарнă.
Пултаруллă çыннăмăра тăван халăх асрах тытать. Поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май ЮНЕСКОн çирĕм пиллĕкмĕш сессийĕнче 1990 çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе те пĕлтернĕччĕ.
2015 çулхи К.В.Иванов çулталăкĕнчен те нумаййине кĕтетпĕр: чăваш литературин классикĕн пултарулăхне халăх хушшинче анлăрах сарасса, Чăваш Енĕн историпе культура еткерлĕхне сыхласа хăварма майсем туса парасса, республикăн ятне-сумне çĕклессе, Раççейри халăхсен туслăхне çирĕплетессе тата ыттине те.
Камăн пурнăçламалла-ха çак тивĕçсене, ĕçсене? Тĕрлĕ çын тĕрлĕрен хуравлама пултарĕ. Хама илес-тĕк, çапла шухăшлатăп: кашнийĕ. Эпир пурте хамăрăн вырăнта ку енĕпе мĕн те пулин тума тивĕç. Республика шайĕпе мероприятисен планне туса хунă, кам мĕншĕн яваплине палăртнă. Ун пирки калаçмăпăр. Общество организацийĕсем, писательсемпе поэтсем - «чун инженерĕсем» - пархатарлă юхăма хастар хутшăнасса шанас килет.
Акă, нумаях пулмасть Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ иртнĕччĕ. Конгресс хастарĕсем унта чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн тата Раççей Федерацийĕнчи Литература çулталăкĕсене халалласа Пĕтĕм Раççейри «Аслă Силпи ялĕнче...» халăх пултарулăхĕн фестивальне йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕç.
Йĕркепе килĕшÿллĕн фестивале илемлĕ пултарулăх коллективĕсем /хор, фольклор ушкăнĕсем, юрăпа ташă ансамблĕсем, хореографи тата ташă коллективĕсем, чăваш поэзине юратакансен клубĕсем, халăх инструменчĕсен ушкăнĕсем/, декораципе хушма искусство тата наци апат-çимĕç ăстисем, художниксем, драма коллективĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, библиотекăпа музей ĕçченĕсем хутшăнĕç. Мероприятие кăçалхи май уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.
Фестиваль мĕнпе уйрăлса тăрĕ? Унта хутшăнакансем программăна хăйсем пурăнакан тăрăхра анлă сарăлнă чăваш халăх юррине /пиллĕкрен кая мар/ кĕртмелле. Гала-концертра кашни районтан е регионтан пĕр паллă литераторăн тухса калаçмалла.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ чăваш халăхĕн çутă çăлтăрĕн чаплă произведенине - «Нарспи» поэмăна - сцена çине темиçе хут та кăларнă. Халĕ кунта хĕрсе кайсах И.С.Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьесипе ĕçлеççĕ. Спектакле театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартать. Пьесăпа маларах паллашма ĕлкĕрнисем палăртнă тăрăх - Яковлевăн çĕнĕ ĕçĕ куракана пур енĕпе те кăсăклантарĕ. Кунта Иван Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи тăватă сасăпа юрлакан хорăн ырă пуçарăвне малалла тăсĕç, «ашшĕсемпе ачисен» хушшинчи ĕмĕре тăсăлакан ыйтăвĕсем те çивĕчлĕхне çухатмĕç. Юрĕ, пĕтĕм вăрттăнлăха уçса парар мар.
Литература çулталăкĕнче писательсен уйрăмах пуçаруллă пулмалла паллах. Урăхла пулма та пултараймĕ. Тĕрĕсех, май килнĕ таран тăрăшаççĕ-ха вĕсем. Союзсен шучĕ те виççĕ пирĕн, вăл йышра виççĕр ытла çыравçă теççĕ... Çапах та пĕр йыш пулса кал-кал ĕçлени туйăнмасть пек-ха. Вăл е ку районти библиотекăра, шкулта ирттерекен тĕлпулусене, «çавра сĕтелсене» пĕрер-икшер çыравçă хутшăннипех çырлахма тивет-çке. Мĕн çитмест-ха пирĕн «чун инженерĕсене»? Çаврăнăçулăх-и, саманапа тан пыма ăнтăлманни-ши? Малалла та çаплах пулсан Литература çулталăкĕ литературине тума тивĕç писательсемсĕрех иртсе каймĕ-ши?
Надежда СМИРНОВА