Комментировать

Туратран хунав ĕрчетмешкĕн алоэ сĕткенĕ пулăшать тенине илтнĕ. Мĕнле майпа-ши?

Алина Карпова. Куславкка.

Ку чăн та çапла. Виçĕ çултан кая мар ÿснĕ алоэ çулçине касиччен пĕр эрне пач та шăвармалла мар. Кайран темиçе çулçине касмалла, хутпа чĕркесе 2 эрнелĕхе сивĕтмĕше (холодильника) хумалла. Çакăн хыççăн алоэ сĕткенне пăчăртаса кăлараççĕ те унта тымарлантармалли турат вĕçне чикеççĕ, 10-12 сехет тытнă хыççăн çĕр ăшне куçарса лартаççĕ.

Тепĕр меслет: 200 мл ăшă шывра 1 чей кашăкĕ пыл ирĕлтермелле. Хунава çĕре лартиччен 10 сехетлĕхе хайхи шĕвеке чикмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.