Комментировать

31 Янв, 2014

Палан пăхма пит чипер...

Вăрăм çула тухиччен чиркĕве кĕрсе çурта çутать вăл. Чипер-йĕркеллĕ çаврăнса килесчĕ, хĕрĕме ура çине тăратасчĕ тесе кĕлтăвать. Кама шанăн ĕнтĕ? Икĕ çул каялла мăшăрне пытарчĕ. Хĕрĕ кăçал шкултан вĕренсе тухать. Малашне укçа тата ытларах кирлĕ пулĕ. Ирĕксĕрех инçе çула тухма тивет. Чĕлхе вĕçне вара ялан тенĕ пек çак сăмахсем килеççĕ:

Палан пăхма пит чипер,
Çиме тăрсан – пит йÿçĕ.
Мускав ячĕ пит аван,
Кайма тăрсан – пит йывăр.

Йывăр çав. Урамалла тухакан пилĕк чÿречи унчченхилле йăлтăр çутăпа кĕтсе илсе ăсатса ямасть. Амăшĕпе пĕрле килĕнчен тухакан хĕрĕ унăн аппăшĕ патне çул тытать. Çурт каллех тăлăххăн тĕмсĕлсе юлать.

– Ĕмĕр çул çÿресех иртет ĕнтĕ. Икĕ эрне – Мусквра, икĕ эрне – Йĕпреçре, – хаш сывлать тахçан университетра пĕрле вĕреннĕ тантăшăм. Эльвира Мускава çÿреме пуçлани 7-8 çула кайрĕ. Кафесем тытса тăракан çын патĕнче ĕçлет. Вĕсем апат-çимĕç хатĕрлеççĕ те ăна савăт-сапана тултарса кафене ăсатаççĕ. Хăйпе пĕрле ĕçлекенсенчен аслăраххи вăл – бригадир. Иртен пуçласа каçчен ура çинче. 15 кунра 30 пин тенке яхăн тухать. Уйăхĕпе ĕçлесен – 45. Тара илнĕ пÿлĕмре сакăр чăваш хĕрарăмĕ пурăнать. Пÿлĕмшĕн уйăхсерен 2,5 пин тенкĕ тÿлемелле. Кашнин.

– Хамăр патра 30-40 пин тенкĕ ĕçлесе илме май пулсанах каймăттăм та Мускава... Анчах урăхла май çук. Мускав пурнăçа тытса тăма пулăшать. Тепĕр чух çак хула пулмасан ăçта кайăттăм-ши тесе те шухăшлатăп. Пĕтĕмпех хамăн тумалла-çке. Иртнинче килсен, ав, хÿме вырăнне тимĕр листа çапса хăвартăм. Ку хутĕнче пÿртре обой çыпăçтартăмăр. Хам çук чухне чăх-чĕпе аппа пăхса тăрать. Ир пулать те, каç пулать – пĕр савăнăç та курăнмасть.

Тантăшăма тем пек лăплантарас килет те – сăмахăм тупăнмасть. Ара, хамăн та мухтанмаллиех çук. Шалуран шалăва кăна пурăнатпăр-çке. Укçа алла кĕнĕ-кĕмен йăпăш тухса каять: хваттершĕн, шкулшăн, ача сачĕшĕн, çул укçишĕн... Çăкăр илнĕ чух та куç йÿнĕреххине шырать. Малтанрах ватă çынсем кăна кашни пуса шутлаççĕ пулĕ тесеттĕм...

Пĕрмаях укçа ÿстермелли çинчен калаçаççĕ. Ӳстереççĕ те. Статистика тăрăх – пирĕн республикăра та вăтам ĕç укçи 20 пин тенке яхăн. Анчах камсем илеççĕ-ши ăна? Иртнĕ кĕркунне Раççей депутачĕсен ĕç укçине 254 пин тенке çитерчĕç. Кăçал тата ÿстермелле – 450 пин тенке çитермелле теççĕ. Эпир вара çулталăк ĕçлесен те депутатсен пĕлтĕрхи пĕр уйăх укçине те илейместпĕр.

Укçапа çул çăмăл. Укçасăр мĕн

курмалла? Çĕнĕ çул умĕн Маринăпа Владимир Сергеевсем кредит илсе 2,5 млн тенкĕлĕх хваттер туянчĕç. Пур пек укçине, амăшĕн капиталне тÿрех кредита саплаштарма ячĕç. Парăм тата икĕ миллион юлчĕ. Çирĕм çулта тÿлесе татмаллаччĕ ăна. Владимир хăй ракпа чирлине тĕлĕкре те тĕллĕнмен. Уйăх çурăра «çунса кайрĕ» унăн кун-çулĕ. Тăлăха юлнă икĕ ывăл ачине хурлăх пусасран тупăк урлă каçарчĕç. Пĕри – вуннăра, тепри – виççĕре. Пĕр каçра тенĕ пек шуралса ларчĕ вăтăр пиллĕкри хĕрарăм. Çирĕп шухăш тытрĕ: хĕрĕх кунне асăнса ирттерсенех Мускава тухса каймалла. Малтанлăха ачисене амăшĕпе хăварĕ. Каярах, ĕçе вырнаçса майлашăнсан, вĕсене хăй патне куçарĕ. Унччен больницăра пĕрле ĕçленĕ хĕр-тусĕ – уйрăм заведующийĕнче тăрăшнăскер – çине тăрса чĕнни уншăн çăлăнăç вырăннех пулчĕ. Тантăшĕ уйăхне 180 пин тенкĕ таран ĕçлесе илет иккен. Çулталăкра Шупашкарта пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянмалăх укçа пухнă. Хăйне Чăваш Енрен маларах пăрахса кайманшăн ÿпкелет. Марина мĕнрен кая? Медуниверситетран «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухнă. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист – патологоанатом. Стажĕ çителĕклĕ. Кредитпа татăлма Мускав çеç пулăшĕ...

Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана ĕçлеме çÿрекен арçынсене яла тавăрмалли, «арçын профессийĕ» теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли, кил хуçин çемьере пурăнмалли çинчен каланăччĕ. Нумай тăрăшма тивĕ ку тĕлĕшпе. Хальлĕхе вара... Ял хуçалăхĕнче тăрмашакан тем пек лайăх ĕçлесен те вунă пин тенкĕрен ытла илеймест-çке. Арсем кăна мар, хĕрарăмсем те ушкăнĕ-ушкăнĕпе тухса каяççĕ. Чашăк-тирĕк çăваççĕ-и унта, чăх какайне тирпейлеççĕ-и е теплицăра тăрмашаççĕ-и – алла курттăмăн 30-40 пин тенкĕ илсен савăнмаллипех савăнаççĕ. Общежитире 8 е 16 пурăнни те, килшĕн, ачасемшĕн тунсăхласа çитни те самантлăха манăçать. Тепĕр уйăх пурăнмалăх, кредита саплаштармалăх е аслă шкулта вĕренекен ачашăн тÿлеме укçа пурри хăват хушать. Каллех вăрăм çула пуçтарăнма хистет...

Питĕрпеле Мускав, ай, хушшинче
Ылтăнпа кĕмĕл, ай, вылянать...

Елена Николаева.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.