Комментировать

3 Мар, 2015

Пурнăç художникĕ

А.П.Чехов çуралнăранпа - 155 çул

Тĕрлĕ тĕлпулусенче, интервьюсенче манран «сирĕн юратнă писателĕрсем камсем?» тесе ыйтсан эп яланах чи малтан Антон Павлович Чехова асăнатăп. Паллах, эпĕ Достоевскипе Толстой, Маркеспа Фолкнер, Сервантеспа Гюго, Турханпа Илпек умĕнче çĕлĕкĕме хыватăп, çĕре çити пуçăма таятăп. Çапах та... Çапах та Антон Павлович мана темшĕн уйрăмах çывăх, уйрăмах хаклă. Мĕншĕн иккенне хам та пĕлсе пĕтерейместĕп. Çынна чунтан-вартан юратнă чухне ăна мĕншĕн юратни пирки шухăшласа пуçна ватмастăн-çке-ха!

Достоевский - аслă, сăмах та çук. Эпĕ ун хайлавĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех вуланă. Толстой аслă, сăмах та çук - пĕтĕмпе тенĕ пекех вуламан, çапах та...

Аллăма чĕрем çине хурса калатăп: пĕртте çăмăл мар Достоевскипе Толстоя вулама! Уйрăмах халь - Вăхăт питĕ хĕсĕннĕ саманара, Вăхăт питĕ хĕсĕк чухне.

Чехов вара?..

Чехова вулама - питĕ ансат та çăмăл. Çиелтен пăхма, паллах! Чеховăн хайлавĕсем - уçă сывлăш пек, таса шыв пек.

Чехова вуламаллах! Антон Павлович Чехов - 19-мĕш, 20-мĕш ĕмĕрсен Аслă Çыравçи çеç мар, вăл - 21-мĕшпе 22-мĕш ĕмĕрсен Аслă Çыравçи те!

Паян эпĕ сана, хисеплĕ вулаканăм, А.П.Чеховăн тĕнчипе паллă çырăвĕсенчен иккĕшĕпе паллаштаратăп. Вĕсене вăл А.С.Суворин издатель патне 1890 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче «Байкал» пăрахут çинче тата 1890 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Мускавра çырнă.

Аслă çыравçăн чăвашла куçарнă калавĕсемпе вара «Хыпарта» кăшт каярах паллашма пулĕ.

Валери ТУРКАЙ

 

А.П.ЧЕХОВ - А.С.Суворина

1890 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕ,

«Байкал» пăрахут,

Тутар проливĕ.

 

Салам! Тутар проливĕпе Çурçĕр Сахалинран Кăнтăр Сахалин еннелле çул тытрăм. Çырасса çыратăп-ха, анчах ку çыру Сирĕн патăра хăçан çитессине пĕлместĕп. Пур енчен те ман еннелле маншăн чăн-чăн капкăн пулса тăнă холера симĕс куçĕсемпе тинкерет пулсан та, эп сывă. Владивостокра, Японире, Шанхайра, Чифура, Суэцра тата, ахăртне, уйăх çинче те - пур çĕрте те холера, пур çĕрте те карантинсем тата чир-чĕртен питĕ хăрани. Сахалинра холерăна кĕтеççĕ, карапсене карантинра тытаççĕ. Кĕскен каласан, ĕç-пуçсем питĕ япăх. Владивостокра европеецсем вилеççĕ, пĕр генералăн арăмĕ те вилнĕ теççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.