Комментировать

28 Фев, 2015

Кĕмĕл çакса çÿренĕ халăх çăпата сырнă-и вара?

Икĕ çул каялла Чăвашсен обществăпа культура центрĕ çумĕнче "Тарават" ансамбль йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ пулма та ĕлкĕрнĕ вăл. Унăн пултарулăх ертÿçи - отставкăри майор, тăватă хутчен Раççей /пĕри - СССР, виççĕшĕ - Раççей/ ШĔМĕн пултарулăх конкурсĕн лауреачĕ, "Санкт-Петербургăн шурă каçĕсем" конкурс лауреачĕ Клара Осокина юрăç.

- Хĕллехи Микула тĕлĕнче "Анне юрланă юрăсем" ятпа пуçартăмăр ăна. Манăн анне Августа Васильевна Çĕнĕ Шупашкар вырăнĕнче çуралса ÿснĕ. Малтан унта 13 ял пулнă-çке. Эпир Янташ-Шуркассире пурăннă. Шăртан тăрăхĕ /çак ялсене çапла каланă/ паян карта çинче те çук.

Çапла çак 13 ялта тĕрлĕ уявра шăрантарнă илемлĕ юрăсене "чĕртес" терĕмĕр те. Аннепе хора малтанах хула "айне" пулнă ялсенчен тухнă çынсенчен йĕркелес тенĕччĕ. Анчах пĕри те пымарĕ. Аннепе иксĕмĕр çеç пултăмăр. Кайран пĕрин хыççăн тепри /тĕрлĕ районтан/ пухăнтăмăр та халĕ шутăмăр 11-е çитрĕ. Икĕ çулта репертуар 40 юрăпа танлашрĕ, - каласа кăтартрĕ Клара Александровна.

89 çулти Августа Васильевна, паллах, кашни концерта хутшăнмасть. Ăш пиллĕскер 46 çул шкулта ачасене вĕрентнине те каламаллах. Вăрнар районĕнчи Аçăмçырмара пурăнать вăл халĕ.

- Хушăран хулана килет те пире вĕрентет вара. Кирлĕ пулсан вăрçса та илет. Шăпах хăйсем пек тăрса, алăсене кăкăр айĕнче тытса юрлама хăнăхтарать. Сассăмăрсене те тĕрĕслесех тăрать. Тум янтăланине те тиркет тепĕр чухне, - пытармасть хĕрĕ. - "Хушпусене тунă-ха, анчах кăвак тĕс кĕртнĕ. Çăпата кирлĕ мар. Ăна вырăссем те, мăкшăсем те, тутарсем те - пурте тăхăннă. Кĕмĕл çакакансем çăпатапа мар, сăран атăпа çÿренĕ. Вуниккĕрех ботильон пулнă манăн", - тет тăванăм. - Хаяр мар вăл, тÿрĕ чунлă кăна.

- Ĕçе пĕчĕккĕн пуçларăмăр çапла. Юхма Мишши ыйтнипе автор юррисене те вĕренме тытăнтăмăр. Пирĕн ансамблĕн уйрăмлăхĕ пирки те каласа хăвармалла: тăватă сасăпа акапелло юрлатпăр. Чăваш халăхĕ хăть те мĕнле ĕçре те юрланă вĕт. Лаша утланнă май вара купăс туртма майĕ çук.

"Алран кайми" - ĕлĕкхи гимн. Хăть те хăш уява та унран пуçлатпăр, - каласа кăтартать Клара Осокина. - Кĕркунне Турцие кайсан та çаплах турăмăр. Сурпансене алăсем çине илемлĕ çакса юрларăмăр. Каç, тинĕс хуп-хуран курăнать, тÿпере çăлтăрсем выляççĕ - эпир юрлатпăр. Куççуль тухмалла хапăлласа йышăнчĕç. Аллисенчи мĕнпур çутатакан хатĕрпе сулларĕç. Тăватă куплета мĕн тери чăтăмлă итлерĕç.

- "Орандж уявне", апельсин-мандарин праçникне - тĕрĕк халăхĕн 49 представителĕ хутшăнчĕ. Тĕлĕнсе каймалла илемлĕ йĕркеленĕ фестивале: урамсен икĕ айккипе апельсинсем çитĕнеççĕ. Пирĕн тăрăхра панулми, çĕрулми ÿсет пулсан, вĕсен - лимон, апельсин-мандарин, гранат... Çур çул çирĕмĕр Мерсин кучченеçне. Çулçăпах татса панăччĕ ăна, - çимĕçсен тути чĕлхи çинчен халĕ те кайман "Тараватсен".

- Тинĕс хĕррипе - сцена, пĕрин çинчен анатпăр та теприн çине хăпаратпăр. 5 кун пултăмăр унта. Кампа кăна паллашмарăмăр пуль? Çав тери хисеплĕн, ăшшăн, кăмăллăн йышăнчĕç. Апрельте татах чĕнеççĕ. Хальхиче фольклор юрăпа-ташă фестивалĕ пулать, - пытармасть пултарулăх ертÿçи.

- Ĕмĕтсем, тĕллевсем нумай-ха. Татах юрласчĕ. Паллах, ытларах халăх юррисене чĕртмелле: ĕлĕкхисене, тахçанхисене усă курмалла. Ираида Вдовина, Кашкăр Хĕветĕрĕ нумай пухса хăварнă вĕсене, анчах çырманнисем те кашни тăрăхрах чылай юлнă-ха. Шупашкар, Элĕк, Елчĕк, Красноармейски, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче çуралса ÿснĕ хĕрсем çÿреççĕ ансамбле. Сăмахран, çав тăрăхрисене те тĕпчемелле-тишкермелле. Пĕчченшерĕн, икшерĕн-виçшерĕн юрлама хăнăхмалла. Тавах, хĕрсен юрлас килни, çÿлелле кармашасси, аталанасси пур. Эпĕ хам вĕреннĕ-ха - çавăнпах мана çăмăлрах. Хĕрсем вара пĕри те ятарлă пĕлÿ илмен, - уçать ĕмĕтне хастар та маттур хĕрарăм.

"Тараватăн" хастарĕсен йышĕнче - Элĕк районĕнчи Тени ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ пĕртăван та пур. "Юрăç пулмалли çынсем", - çапла хаклать Маргарита Сакаевăпа Светлана Кадыковăна ансамбль ертÿçи.

- Юрă нумай, анчах кăмăла каяканни сахалрах. Аннесем юрланисене пĕлсех каймастпăр, асаннесенне - пушшех те. Вунултă çултах, çамрăклах тухса кайнă эпĕ ялтан. Шăллăм патне хăнана çеç кайкаласа килетпĕр халĕ. Ялта Шура аппа пурăнать. Ĕлĕкхи юрăсене нумай пĕлет вăл. Ун патне кайса вĕсене вĕренес шухăш пур-ха, - тет Маргарита Николаевна.

Тăван килĕнчен 1961 çултах тухса кайнă вăл. Комсомолка путевкăпа Архангельск облаçне чукун çул тунă çĕре лекнĕ.

- Плесецк патĕнче ĕçленĕ эпир: шпалсем йăтнă, вакунсенчен шакă пушатнă. Çĕрле тăрататчĕç те 40 вакун таран пушатма тиветчĕ. Ĕçрен килсен çиме çăкăр та çукчĕ. Куккурусран пĕçернĕскерччĕ вăл та. Аннене пĕлтертĕм те: "Нуша курса ан пурăн, киле таврăн", - тесе çырчĕ. Таврăнсан Ленинграда кайрăм. Унтан Златоуста, Куйбышева çитрĕм. Пушкăрт ачипе пĕрлешрĕмĕр те пурăнма вĕсен ялне кайрăмăр. Виçĕ ача çуратрăмăр. Анчах мăшăр сарăмсăр вилчĕ. Çапла йăмăк патне Шупашкара килтĕм. Ун чухне засыпушкăра пурăнатчĕ вăл. Анчах вăл та кĕлленчĕ. Светăн ывăлĕпе Андрейпа манăн хĕрĕм Лида та çунса кайрĕç. Урама тăрса юлтăмăр. Кăштахран Çĕнĕ Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ултă çул пĕрле пурăнсан йăмăк виçĕ пÿлĕмлине куçрĕ, - чунне уçрĕ Маргарита Николаевна.

СМУ-ТЭЦра изолировщицăра ĕçленĕскер "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

Светлана Кадыкова та ансамбле икĕ çул ытла çÿрет. Ĕмĕрне стройкăпа çыхăнтарнă вăл. Малтанах Çĕмĕрлери училищĕрен направленипе Çĕнĕ Шупашкара килнĕ. Икĕ çултан районти Кармал ачипе пĕрлешсе яла куçса кайнă. Икĕ ачине кун çути парнеленĕ. Шăпа пĕр пек килменрен пилĕк çултан хĕрарăм каялла хулана килет. Халĕ Светлана Николаевна та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.

- Юрлас килет. Чун ыйтнипе Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен керменне çÿрекелерĕм. Клара Александровна юрлама çынсем пухнине унта илтрĕм те. Çапла "Таравата" куçрăм. Икĕ çул ытла ĕнтĕ халăх юррисене шăрантаратпăр. Тĕрлĕ уявра халăх хапăлласа йышăнни татах та хăпартлантарать, - тет пĕртăвансенчен кĕçĕнни.

- Республикăран кайсан кăна чăваш тăван пулнине ăнланатăн. Ют çын хушшинче пĕр чĕлхе çынни - чăн тăван. Çавăнпах чăваш чăваша юратать-ха, чĕлхе пурăнать-ха, халăх пĕтмест-ха тесе калас килет. Чăваш юррисем тĕнчипе янăраççĕ, - пĕр шухăшлă "Тарават" хĕрĕсем.

- Эпĕ те, манăн коллектив та профессионал юрăçсенчен нимĕнпе те катăк мар. Анчах пирĕн пеккисене тимлĕх сахал уйăраççĕ. Çав вăхăтрах хут пама тытăнсан пĕр шайрах хаклаççĕ. Пирĕн вара репетицисем ирттерме ятарлă пÿлĕм те çук - хваттерсенче юрлатпăр. Çул укçи те кĕсьерен тухать. Тепĕр чухне шÿрпине те хамăрах туянатпăр. Уявсене вара сахал мар çÿретпĕр. Паллах, пире чĕнни, паллани, хапăлласа йышăнни савăнтарать. Çÿлтисем тивĕçлĕ хакламанни çеç чуна ыраттарать. Тумсене те хамăрах çĕлетпĕр-çке. Çакă - пирĕн ырату, - пытармарĕç тараватлăскерсем.

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.