Телейлĕ çемье йĕркелеме шкултах вĕрентĕç
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2014 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи Хушăвне пурнăçлассине тĕпе хурса юнкун республикăри вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ - Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.
Çемье - кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Вăл хитре те телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ÿссен те вĕсем тĕрĕс те тÿрĕ çул çинчен пăрăнас çук. Çĕршыва юрăхлă çын пуласси те никамран мар, чи малтан çемьерен килет. Вăл çирĕп те телейлĕ пултăр, ним çукран ан салантăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту çÿлтисене те тахçантанпах пăшăрхантарать. Педагогсен канашлăвĕнче çамрăк тата пулас ашшĕ-амăшне малашне телейлĕ те çирĕп çемье йĕркелеме вĕрентессин тĕп ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç.
- Ача çемьере кăна тĕрĕс воспитани илет. Анчах та тĕпренчĕкĕсене чи малтан ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла, - сăмах илчĕ ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ С.Кудряшов. Сергей Владимирович каланă тăрăх, паянхи çамрăксемшĕн çемье пачах та тĕп вырăнта мар-мĕн. Тĕслĕхрен, хальхи хĕрсен 65,5 проценчĕ аслă пĕлÿ çемьерен хаклăрах та кирлĕрех тесе шухăшлать. Каччăсен 34 проценчĕ малтан пурлăх никĕсне çирĕплетесшĕн. Машина, хваттер туянас ĕмĕтпе пурăнакансене çемье кăсăклантармасть. Ашшĕ пулма та хатĕр мар. Каччăсен 60 проценчĕ паянхи кун хут уйăрттармасăр пурăннине ырлать. Йăлăхтарса çитернĕ те пĕрле пурăнма пăрахнă, апла ĕçĕ пĕтнĕ, паспорт та тап-таса.
- Çемье - этем пурнăçĕнче чи кирли, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи О.Зайцева. - Пирĕн чи малтан ачасене ашшĕ-амăшĕ пулма вĕрентмелле. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс çитĕнтерме пултарччăр. Ача пуринчен те ытларах амăшĕнчен тĕслĕх илет. Пĕчĕкскер умĕнче харкашни те вырăнсăр, унăн ыррине, лайăххине кăна курмалла. Ĕлĕк ачасене ĕç урлă воспитани панă. Халĕ те çакă çемьесенче тĕп вырăнта пулмалла.
Шел те, уйрăлакансен шучĕ çулсерен 5-6 процент таран ÿссе пырать. Çырăнмасăр пурăнакансен хисепĕ те йышлă. Чирлĕ тĕпренчĕкĕсене ача çуратмалли çуртрах пăрахса хăварни пушшех те пăшăрхантарать. Йĕркеллĕ çемьере апла пулмĕччĕ. Юлашки вăхăтра çут тĕнчене сывă мар килекен ачасен йышĕ те пысăк.
- Арçынсем ытла та çемçелсе кайрĕç, çавна май ĕçке ерчĕç. Этемлĕхĕн черчен çурри вара нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Ачисене те пĕчченех ура çине тăратать, темиçе ĕçре тăрăшать. Хăйсен пурнăçне бизнеспа çыхăнтарнисем те нумай. Çапах та ура çинче тем пек çирĕп тăрсан та хĕрарăма юнашар вăйлă, чăн-чăн арçын кирлех, - çирĕплетрĕ Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов. Вăл хăйĕн сăмахĕнче ашшĕн ачисемшĕн чи лайăх, тĕслĕх шайĕнчи çын, арçыннăн аслăрах тата пурнăçа тытса пыма пĕлекен, çителĕклĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илекен пулмалли çинче чарăнса тăчĕ.
- Эпĕ те 39 çулта çеç авланнă. Çемье çавăрма нихăçан та кая мар, - терĕ юлашкинчен Владимир Викторов.
Шупашкарти политехника институчĕн ректорĕн çумĕ Олег Волков профессор "Телейлĕ çемье менеджменчĕ" проектпа паллаштарчĕ.
- Кашниех телейлĕ çемьере пурăнасшăн. Анчах та ăна нихăш шкулта та вĕрентмеççĕ. Çамрăксен 85 проценчĕ паян ашшĕ-амăшĕ пулма хатĕр мар. "Ватти çук та латти çук" тесе ахальтен каламан ĕлĕк. Хальхи çамрăксем çемье çавăрнă хыççăн ашшĕ-амăшĕпе пурăнасшăн мар, аслисем ăс панине юратмаççĕ, вĕсен сăмахне пачах та ăша хывмаççĕ. Енчен те çемье чăмăртанă пулсан укçа-тенке те пĕрлех тытмалла, пĕр-пĕрне шанмалла. Туй вăл - пуçламăшĕ кăна. Пурнăç вара тумхахсемсĕр мар, яланах лайăххи кăна пулмасть, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлмелле. Пĕр-пĕрне ăнлансан, хисеплесен, кирлĕ вăхăтра каçарсан çеç пурнăç çулĕпе малалла утма пулать, - терĕ Олег Гаврилович. Унăн шухăшĕпе, ашшĕ-амăшĕ ача сывă та талантлă пулсан телейлĕ. Çавăнпах вăл пĕчĕкскерсене ачаранах вĕрентме тытăнмаллине каларĕ. Çулталăкчен ача ыттисене шанма хăнăхать. 2-3 çулта хăй тĕллĕн шухăшлама, хăйне кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вĕренет. 5 çулччен пĕчĕк ыйтусене татса пама вĕренсе çитет. Шăпах 3-4 çулччен ачан пуç мимийĕ 70 процент таран аталанать. Профессор çавăн пекех ача 7 çула çитиччен пурнăçри информацин 80 процентне илнине каларĕ. Шкул ачана пĕлĕвĕн 10 процентне çеç парать-мĕн.
Канашлура резолюци проектне сÿтсе явнă хыççăн ăна пурнăçа кĕртме йышăнчĕç. Аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен /хальлĕхе эксперимент мелĕпе/ "Телейлĕ çемье менеджменчĕ" предмет кĕртĕç. Çавăн пекех çамрăк тата пулас ашшĕ-амăшĕ Ачасемпе çемьесене пулăшу паракан центрта, хулари хăш-пĕр шкул никĕсĕ çинче те консультаци пулăшăвĕ илме пултарĕ. Унсăр пуçне çамрăк çемьесем валли педагогикăпа тата психологипе онлайн курссем йĕркелĕç. www.род21.рф сайтра çамрăксем хăйсене "Телейлĕ çемье йĕркелеме хатĕр-и?" тест урлă тĕрĕслеме пултараççĕ.
Елена АТАМАНОВА.