Кашнин чĕринче йĕр хăвартăр уяв
Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине хатĕрленсе уявлас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.
Чи малтан Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине уявлас умĕн экстремистла тата террорла ĕçсем пуласран ведомствăсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелес ыйтăва пăхса тухрĕç. Çавна май ют çĕршывран вĕренме килнĕ студентсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерме тытăннă та ĕнтĕ. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн хулари паллăрах вырăнсене видеосăнав вырнаçтарĕç.
Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Çĕнтерÿ кунĕнче тата ун умĕн Шупашкарта пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерессине пĕлтерчĕ. Ачасемпе çамрăксем валли «Астăвăм маршручĕсем», «Раççей патриочĕсене ÿстеретпĕр», «Çĕнтерÿ салтакĕсем» патриот проекчĕсем, «Çĕнтерÿ кубокĕ» мини-футбол турнирĕ йĕркелĕç. «Çĕнтерÿ çулçыравĕ» проект Шупашкарсене пĕрлештерĕ. Ытти çулти пекех «Салтак пăтти» те пиçĕ, «Георги хăйăвĕ» акци те иртĕ. Хулана вăрçă ветеранĕсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă баннерсем илемлетĕç. Çĕнтерÿ уявĕнче çулсеренех чун-чĕрене мăнаçлăх туйăмĕ парнелекенни вăл - Шупашкар гарнизонĕн полкĕ тата çар техники. Парада пуянрах сăн кĕртме кăçал юланутçăсен пысăк ушкăнне явăçтарасси пирки те сăмах пулчĕ ларура. Тĕп урамсем тăрăх «фронт бригадисем» юрласа иртĕç. Уяв умĕн Шупашкарти кадетсен икĕ шкулĕнчи вĕренекенсем бал ташшипе савăнтарĕç. Республикăри шкул ачисем «Пулнă вăрçă, пулнă Çĕнтерÿ» ятпа кăçал та сочинени çырĕç. Уява хутшăнакан кашни ветеран валли волонтерсем çирĕплетесшĕн. «Ветерансем пурте тухса çÿреймеççĕ. Пирĕн тĕллев - кашнин патне çитсе килесси, Çĕнтерÿ кунĕпе тивĕçлĕн саламласси», - терĕ хула пуçлăхĕ. Леонид Черкесов парада шкул çулне çитмен 2 пин ытла ачана явăçтарасси пирки каларĕ те - ку шухăша çийĕнчех хирĕçлерĕç. «Шăпăрлансене кунашкал мероприятие хутшăнтармасан та юрĕ, пĕчĕкскерсем хăвăрт ывăнаççĕ, парад пирки те хальлĕхе лайăх ăнланмаççĕ. Йышлă халăх хушшинче вĕсене пăхса çитерме те йывăр пулĕ», - терĕ Иван Моторин. Икĕ куна пыракан уявра концерт, гала-концерт иртĕ. Каçхи тÿпене яланхи пекех фейерверк çутатĕ. «Çапах та икĕ кун çеç мар, республика вунă кун кĕрлетĕр. Ытти çулхинчен урăхларах, сумлăрах иртмелле кăçалхи Çĕнтерÿ кунне, ăна тивĕçлĕ шайра паллă тумалла. Уявсем кашнин чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратчăр, нумайлăха асра юлччăр», - пĕтĕмлетрĕ премьер-министр.
Ларура Шупашкар хулинче Совет Союзĕн Геройĕн Ф.Н.Орловăн Ил-14 самолетне вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва та хускатрĕç. «Самолета куçарма кăна - пĕр миллион тенкĕ ытла, юхăннăскере юсама тата та нумайрах кирлĕ. Йăлт симĕс мăкпа витĕннĕ, алăкĕсем те, кантăкĕсем те çук, хыçалти пайĕ арканнă. Ф.Н.Орлов вĕçнĕ самолета хăйĕн тăван тăрăхĕнче Улатăрта хăварсан, тен, лайăхрах та пулĕ. Тул енчен юсаса йĕркене кĕртмелле паллах», - çакнашкал шухăш патне çитрĕç юлашкинчен. Сăмах май, Федот Никитич ку самолетпа вăрçă вăхăтĕнче мар, вăрçăччен вĕçнĕ-мĕн. Совет летчикĕ нимĕçсене «Ил-2» текеннипе «ăшаланă».
Елена АТАМАНОВА.