Комментировать

31 Янв, 2014

Пĕр эрне юлчĕ

Сочири Олимп паркĕнчи тĕп медиацентрта Краснодар крайĕнчи пултарулăх лаççисен куравĕ ĕçлеме тытăннă. Унта 2 метрлă тата 300 килограмлă сăмавар пур. Çав сăмавара 332 литр шыв кĕрет. Вăл хĕлле - 60, çулла 40 минутра вĕреме кĕрет. Кунсăр пуçне медиацентрта унашкал тепĕр 3 сăмавар вырнаçтарнă. Куравра çавăн пекех икĕ метр çÿллĕш кĕл чечеке, канфетран тата çемçе теттерен ăсталанă çыхăсене курма пулать.

* * *

Чи пĕчĕк Олимп факелне Омск маçтăрĕ хатĕрленĕ. Унăн пĕчĕклетнĕ варианчĕ Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Факел çуллĕшĕ 39,6 миллиметр. Ăна Олимп паркĕнчи РФ регионĕсен экспозицийĕсен йышĕнче курма май пулĕ. Унăн авторĕ Анатолий Коненко курав валли тепĕр ĕç те хатĕрленĕ. Ку - 1 миллиметр çÿллĕш кĕнеке. Ун çинче Сочири Олимп вăййисен логотипне вырнаçтарнă.

* * *

Ингушетин тĕп хулинче Олимп çулăмне сывлăш хăмпипе çĕкленĕ. Ăна 100 метр çÿллĕш башня çинче вырнаçтарнă. Факела йăтса чупакансен йышĕнче Диана Гурцкая юрăç та пулнă.

* * *

Раççейĕн 223 спортсменĕ Олимпиадăра медальсемшĕн тупăшĕ. Кунашкал пысăк йышпа пирĕн çĕр-шыв ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнать. Çĕр-шыв чысне вĕсем спортăн мĕн пур тĕсĕнче хÿтĕлĕç. Паралимп вăййисене 195 çын кайĕ, вĕсенчен 78-шĕ медальсемшĕн тупăшĕ.

* * *

Юн кун каçхине Сочире çĕр чĕтреннĕ. Унăн вăйĕ 3,5 балпа танлашнă. Чылайăшĕ ăна сисмен. Сейсмостанци ертÿçи Елена Карпович пĕлтернĕ тăрăх - кунашкалли Сочире час-часах пулкалать, çавăнпа вăл нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмасть.

Олимпиада хулинче кĕçех вăйлă çумăр çăвасса пĕлтернĕ. Апла юхан шывсенче шыв шайĕ ÿсме тата юр ирĕлме пултарĕ.

* * *

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Олимп паркĕнче Ямал Хĕл Мучийĕн резиденцийĕ уçăлĕ. Ямал Ири хĕллехи Олимп вăййисене уçнă чухнехи мероприятисене хутшăнĕ - Раççей Хĕл Мучийĕн делегацийĕн йышĕнче спортсменсемпе хăнасене кĕтсе илĕ.

 

Любовь ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.