Комментировать

26 Фев, 2015

Йывăр пулсан та чăтнă

Тăван çĕршывăн Аслă, Афганистан, Чечен вăрçисем мана яланах кăсăклантаратчĕç. Шырамалли, пĕлмелли нумай пек туйăнать. Шел те, эпир, хальхи çамрăксем, çав вăрçăсене хутшăннисен чылайăшĕн ятне-шывне те пĕлместпĕр.

Юрий тата Валерий Ельмовсем интернационалист салтаксем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе вĕсен килĕсене çитсе курма шут тытрăмăр, çар паттăрĕсемпе калаçас терĕмĕр. Çак тĕллеве пурнăçлама инçетрен янă çырăвĕсене тупрăмăр, сăнÿкерчĕкĕсене пăхрăмăр, наградисем пирки ыйтрăмăр, тĕрлĕ документпа паллашрăмăр, салтаксен çемье пурнăçĕпе те интереслентĕмĕр.

Афганистан... Афган вăрçи... Ку çĕршыв паян та пăлхавлă, вăрçă-харçăллă регионсен шутĕнче. Америкăн хĕç-пăшаллă çарĕсем терроризмăн йăвине аркатма пуçланă операцие çаплах вĕçлеймеççĕ-ха. 1979-мĕш çулхи декабрь вĕçĕнче Совет Союзĕ те кунти çивĕчленсе çитнĕ лару-тăрăва çăмăллатас тĕллевпе сывлăш çар вăйĕсене илсе кĕнĕ. Вунă çула яхăн пынă юнлă хирĕç-тăрăвăн вут-çулăмĕ витĕр пилĕкçĕр çирĕм ултă пин совет салтакĕпе офицерĕ тухнă, вунпилĕк пин те вунпиллĕкĕшĕ тăван кĕтесне тупăксенче таврăннă, алă тăватă пин салтак йывăр аманса ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă, тăватçĕр вун-ултă пинĕшĕ чирлесе таврăннă.

Салтака каясси - кашни çын тивĕçĕ. Çавăнпа та эпир Юрий Николаевичпа Валерий Ивановича çакăн пек ыйту патăмăр: «Сире салтак пурнăçĕ мĕне те пулин вĕрентрĕ-и/» Иккĕшĕ те шухăшланă хыççăн сăмах çăмхине тăсса ячĕç: «Кашни каччăн салтак-ра пулмалла. Халĕ пирĕн вăхăтри пек службăра икĕ çул мар, çулталăк çеç тăмалла. Çапах та çарта чухне пурнăç илемне тата çывăх çынсене хаклама вĕренетĕн».

Юрăпа Валера иккĕмĕш сыпăкри тăвансем çеç мар, вĕсем пĕр урамри, пĕр класри юлташсем те. Шкул хыççăн Çĕмĕрлери ДОСААФ шкулĕнче вĕреннĕ, водитель правине илнĕ. 1981 çулта ытти çамрăксемпе пĕрле çар хĕсметне лекнĕ. Малтанах хăнăхма йывăр пулнă. Маршпа утма, вырăнта тăма тата стройран тухма тÿрех лайăх пулмасть, анчах каччăсем тăрăшнă, Хĕрлĕ Чутай ятне яман. Иккĕшĕ те автомобильпе техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен батальона лекнĕ.

Мартăн 31-мĕшĕнче салтаксене Афганистанри Кабул хулине илсе кайнă, техника шанса панă. Кабултан Термез хулине строительство материалĕ-сем, апат-çимĕç турттарнă. Темле йывăр пулсан та чăтнă, ахлатман. «Салтак пурнăçĕ çинчен нумай каласа пама пулать, пĕтĕмпех çырса пĕтереймĕр», - тесе шÿтлекелеççĕ икĕ тус пĕр-пĕрин çине пăхса. Салтакран та пĕрле таврăннă вĕсем. Кайран вара çулĕсем уйрăлнă.

Юра Шупашкар хулине пурăнма куçать, милици хуралĕнче тăрăшать. Çапах та чунĕ тăван ялах туртать. Çемьере кĕçĕнни-çке. Мăшăрĕпе тата хĕрĕпе Наташăпа тăван килне таврăнать. Ялти Культура керменĕнче вунвиçĕ çул ĕçлет. Купăс каласа чипер юррисемпе ял çыннисене мĕн чухлĕ савăнтарман пуль! «Афганистан» юрра вара кашнинчех чун ыратăвĕпе юрланă. Ара, юлташĕсенчен нумайăшĕ унтан таврăнайман-çке. Пурнăçра тем те пулать. Шăпа ăна Мускав хулине илсе çитерет. Унта тăватă çул ĕçленĕ хыççăн тăван ялах ватă амăшĕ патне таврăнать.

Валерăна вара пурнăç кустăрми Воркута хулине илсе çитерет. Вăл унта вунсакăр çул шахтăра ĕçлет. Пуриншĕн те паллă, ку йывăр ĕç. Çапах тăрăшулăхпа палăрнă, тав сăмахне те чылай тивĕçнĕ. Пенсие тухсан яла таврăннă. Верăпа çемье çавăрнă. Капмар, икĕ хутлă çурт туса лартнă, ывăл çитĕнтернĕ, авлантарнă. Тăван ялĕнче мăнукĕпе Матвейпа савăнса пурăнаççĕ. «Эсир хальлĕхе салтак мар-ха, анчах пулас хÿтĕлевçĕсем. Сирĕн чунăрпа салтак пулмалла», - терĕç вĕсем пире.

Эпир интереслĕ калаçушăн тав туса хаваслă кăмăлпа килсене салантăмăр.

Владимир МИШИН,

Дмитрий ШАЛТАЙКИН,

9 класс.

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.