Комментировать

30 Янв, 2014

Асрах çав тĕл пулу

Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 19-мĕш вăтам шкулти 7 «Б» класс ачисем тĕрлĕ мероприятие хаваспа хутшăнаççĕ. Икĕ çул çак класа Любовь Васильевна Кудрявцева ертсе пырать. Вăл ачасен кăмăлне тивĕçтерекен ĕçсем ирттерме тăрăшать. Любовь Васильевна вĕрентÿн çĕнĕ стандарчĕпе, тĕслĕхĕпе усă курса класс тулашĕнчи ĕçсене курăмлă йĕркелет. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре вĕренекенсем аслисемпе пĕрле пулса, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса малашлăха тĕллев лартма хăнăхмаллине мала хурать. Çавна май класс ертÿçи «Тантăш» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Алексей Торговцев корреспондент хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Турципе Венгрие е урăх çĕр-шыва кайсан та тăван чĕлхепе калаçмалла», - терĕ Роза Анатольевна Мазикова учительница та.

Хаçата пуянлатма, илемлетме тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк нумай пулăшни пирки каланă май Илья Степанович Клочков фотограф шкулта ятарласа кружок йĕркелеме сĕнчĕ. Пичет çуртĕнче Любовь Васильевна хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕсен куравне те уçрĕ. Вĕренекенсем унăн ĕçне пысăк хак пачĕç. «Тантăш» хаçат редакцийĕ Любовь Васильевнăна 2014 çулхи çырăнтарăва хастар хутшăннăшăн, ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕшĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Алексей ТОЙСИНОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.