Комментировать

25 Фев, 2015

Раççей премьер-министрĕ килнин пĕлтерĕшĕ пысăк

Февралĕн 21-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

Пурте усă куракан автомобиль сечĕпе çулталăкĕпех туллин çыхăну çук ялсене çитекен хытă сийлĕ çулсене проектлас, тăвас тата реконструкцилес ыйтăва пăхса тухнă. Транспорт тата çул-йĕр министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - çулсемпе çыхăннă ĕçсене пурнăçламашкăн 2015 çулта 2 млрд та 126 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çав шутра пурте усă куракан автоçулсен строительстви валли - 695 млн тенкĕ. Çак виçен пĕр пайĕпе, 156 млн тенкĕпе, ялсенчи çулсем валли усă курĕç.

Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Елчĕк районĕсенчи çулсен строительствипе реконструкцине малалла тăсĕç. Çавăн пекех кăçал республикăри 115 ял тăрăхĕнчи ялсен урамĕсенчи çулсене тума пуçласшăн.

Çитĕннисен уйрăм ушкăнĕсен иртнĕ çулхи диспансеризацийĕн кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Богданова паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - диспансеризаци вăхăтĕнче тупса палăртнисен шутĕнче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем, артери гипертонийĕ, эндокрин чирĕсем ытларах. Усал шыçăсене нумай тупса палăртнă. Диспансеризаци планне пурнăçланă, анчах тĕрĕсленме шикленекен, диспансеризацие вĕçлемен граждансем те пур. Çавна май çынсене профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса парас енĕпе ĕçлемелле.

«Пирĕн районсемпе хуласен администрацийĕсен хисеплĕ пуçлăхĕсен те çынсем вилессине чакармалли плансене пурнăçлама хастар хутшăнмалла. Çав плансене кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕ тĕлĕшпе хатĕрленĕ. Çак ĕçе сирĕн кураторсем, Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕсем йĕркелесе пырĕç, паллах, медицина организацийĕсен тĕп врачĕсемпе пĕрле ĕçлемелле», - тенĕ Татьяна Богданова.

Культура министрĕ Вадим Ефимов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă астăвăм вырăнĕсене юсас, тирпейлес ĕç çинчен каласа панă. Çĕнтерĕвĕн 70 çулне уявлама хатĕрленнĕ май министерство çар çыннисен вилтăприсене паспортизацилессине вĕçленĕ. Чăваш Енре вĕсем 266. Çавăн пекех вăрçăпа çыхăннă астăвăм вырăнĕсемпе сооруженийĕсене те паспортизациленĕ - унашкаллисем 1164. Çак ĕç палăксен 86% косметика юсавĕ кирлине, вĕсен çумĕнчи территорисене тирпейлемеллине кăтартса панă. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе асăннă ĕçе апрелĕн 15-мĕшĕччен вĕçлемеллине çирĕплетнĕ. Администрацисен пуçлăхĕсем укçа тупма, ĕçе палăртнă вăхăтра вĕçлеме шантарнă.

Иван Моторин премьер ку енĕпе тимлĕ пулма, ĕçсене тивĕçлĕ пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлама сĕннĕ. «Унсăрăн пире намăс пулĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çак самантран канашлăва хутшăннăскер, пухăннисене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламланă, уявпа çыхăннă мероприятисемпе паллаштарнă, çавăн пекех РФ Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Енри визичĕн кăтартăвĕсем çинчен каласа панă.

«Раççей премьер-министрĕн визичĕ - пĕлтерĕшлĕ пулăм, вăл федераци центрĕ республикăна шаннине кăтартать. Дмитрий Анатольевичпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулу питĕ усăллă, кăтартуллă пулчĕ. Манăн çырусем тĕлĕшпе вăл Раççей Правительствин министрĕсен ячĕпе тивĕçлĕ хушусем пачĕ», - тенĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех инвестицисем илсе килес, республикăри предприятисемпе организацисен, уйрăммăн илсен импорта улăштаракан продукци туса кăларакан электротехника кластерĕн компанийĕсен, ĕçне ура хуракан бюрократи чăрмавĕсене сирес енĕпе калаçса татăлни çинчен пĕлтернĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.