СЫПĂСЕНЕ КИЛТЕ ПУЛĂШМА
Çулсем иртсе пынă май чылайăшне сыпăсем аптратма пуçлаççĕ. Артроза е артрита пула ыратать, хускалма йывăрланать. Килте сыпăсене мĕнле пулăшма пулать-ха?
Сиплĕ шĕвек
Є Аш арманĕпе 300 грамм чĕрĕ сухана авăртмалла, 4 апат кашăкĕ пылпа хутăштармалла, 600 миллилитр типĕ шурă иçĕм çырли эрехĕ ярса пăтратмалла. Виçĕ талăк сулхăнрах тĕттĕм вырăнта лартмалла. Ирхи тата каçхи апатсем умĕн 2-шер апат кашăкĕ /тулли çынсен 4-шар апат кашăкĕ/ ĕçмелле. Унтан пĕр эрне тăхтамалла та тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.
Є Чăх çăмарти пысăкăш виçĕ пуç ыхрана хуппинчен тасатмалла, вăррине кăларнă, хуппине тасатман 4 лимонпа пĕрле аш арманĕпе авăртмалла. Тин вĕренĕ 1,5 литр шыва ямалла, пăтратмалла, 3 талăк лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне пĕрре апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ /тулли çынсен 2-шер апат кашăкĕ/ ĕçмелле.
Шута илме: шĕвексемпе пĕрер эрне черетлесе сипленмелле.
Компресс
Є Ватăлса саралнă хăяра хуппипех аш арманĕпе авăртмалла, пăчăртаса кăштах сĕткенне юхтармалла. Сĕткенне ĕçме е ăна шурă эрехпе хутăштарса лосьон хатĕрлеме пулать. Хăяр пăттине çăтă йĕтĕн пусмапа ыратакан сыпă çине хумалла. Çиелтен апат пленкипе чĕркемелле, ăшă япалапа çыхмалла. 2-3 сехетрен компреса илмелле. Вăл организмран тăвара туртса илтĕр тесен хăяр пăттине тăварпа хутăштармалла.
Є Тăварламан сысна салине 1,5-2 сантиметр хулăнăш касăксем туса ыратакан тĕле хумалла, çиелтен пленкăпа витмелле, ăшă япалапа çыхмалла. Компреспах çывăрма юрать, ирхине илмелле. Усă курнă салă тăвар тути калать.
Є Чирлĕ сыпăсем çине шăмминчен тасатнă чĕрĕ юханшыв пуллине салфеткăпа хумалла. Пленкăпа витсе ăшă япалапа çыхмалла. Компреса çĕрĕпех тытма юрать. Ирхине илмелле.
Шута илме: çак компрессене черетлесе тăтăшрах сипленмелле.
Є Артроз аптратсан тин вĕренĕ шывпа уртăш /можжевельник/ лăссине пăшăхласа илмелле. Сивĕтмелле те марльăпа ыратакан сыпă çине хумалла. Компреспах çĕр каçмалла, ирхине илмелле.
Ăшăтни
Тарăнрах савăта кирек мĕнле тырă /тулă, урпа, сĕлĕ, ыраш/ хумалла. Вĕрекен шыв хушмалла. Тырă вĕриленсе сарăлмалла. Тепĕр савăта питĕ сивĕ шыв ямалла. Чирлĕ сыппа малтан - 5 çеккунта сивĕ шыва, унтан тÿрех вĕри тырăллă савăта чикмелле.
Ал лапписем ыратаççĕ пулсан вĕри тырра пÿрнесемпе йăваламалла. Процедура хыççăн чирлĕ сыппа тÿрех çăм шарфпа е тутăрпа çыхмалла. Сыпăсене пĕр уйăх кашни каç çапла ăшăтмалла.
Тăварлă маç
Эмальленĕ кастрюле йод хушнă тăвар çур килограмм ямалла, кăштах шыв хушса вăл пăсланса пĕтиччен вĕретмелле. 200 грамм ирĕлтернĕ чăх е хур çăвĕ хушмалла, лайăх пăтратмалла. Маçа тĕксĕм тĕслĕ кĕленче савăта ярса сулхăн вырăнта упрамалла. Ыратнă чухне маçа çăм пусмана сĕрсе сыпă çине хумалла, бинтпа çыхмалла. Компреса май килнĕ таран ытларах вăхăт тытмалла.
Йод сетки
10 миллилитр йода порошок пуличчен вĕтетнĕ 5 аспирин тÿмипе хутăштармалла. Йод тĕссĕрленет. Ăна çĕрлене хирĕç ыратакан сыпăсене сĕрмелле, урасене - ăшă чăлха, алăсене çăм алсиш тăхăнмалла, çаплах çывăрмалла. Чавсана сипленĕ чухне ун валли çăм çипрен ятарлă виткĕç çыхма юрать.
Ура ванни
Вĕри 3 литр шыва 9 тумлам йод тата 3 чей кашăкĕ апат соди ямалла. Чирлĕ сыпăсене вĕри шывра вăл сивĕничченех тытмалла.
Витамин чейĕ
Є Тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва çăкан 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне е çулçине ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 1-ер стакан ĕçмелле.
Є Çунă 2-3 сухана 1 литр шыва ярса вăйсăр çулăм çине лартмалла, çемçеличчен пĕçермелле. Шĕвекне 4 сăтăрккăпа пĕр кунра ĕçсе ямалла. Суханне хуппинчен тасатса вакламалла, хĕвелçаврăнăш е олива çăвĕ хушса çимелле.
Шута илме: çăкапа сухан чейĕсемпе пĕрер эрнен черетлесе 1 уйăх сипленмелле.