Комментировать

25 Фев, 2015

ВИТАМИНСЕМ ÇИТМЕÇÇĔ

Хĕл вĕçнелле пирĕн организма мĕнле те пулин витаминсем çитми пулаççĕ. Хăшĕ çитмест-ха тата унпа тивĕçтерме мĕн тумалла?

А витамин

Çитменлĕх паллисем. Ÿте пÿрлешкесем тухма пуçларĕç* куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ* тăтăшрах шăнса пăсăлатăр* ура тĕпĕнчи ÿт хытса ларчĕ* çÿç тĕссĕрленчĕ, патракланчĕ.

Сăлтавĕ. Рационра хĕрлĕ, сарă-хĕрлĕ пахча çимĕç, тата çуллă çимĕçсем ытла та сахал. А витамина хăйне кăна организм япăх йышăнать, ăна ÿсен-тăран тата выльăх çăвĕсем кирлĕ.

Мĕн тумалла. Кавăн, хурма, ставрида, скумбри /консервĕ те юрать/, услам çу çимелле. А витамин виçипе чемпионсем - треска вăлчи, çуллă пулă, кишĕр, петрушка, шпинат.

В витамин

Çитменлĕх паллисем. Ыйхă вĕçнипе аптратăр* çăвартан япăх шăршă кĕме пуçларĕ* пуç час-часах ыратать* тута хĕррисем çуркаланаççĕ* пуç лĕкĕллĕ* кăмăл час-часах хуçăк* вар хытни апратать* ÿт хăвăрт кăвакарать.

Сăлтавĕ. Чĕлкĕмлĕ, клетчаткăллă апат ытла сахал çиетĕр. Ку пыршăлăхра апат куçассине чăрмантарма пултарать. В витамина йышăнасси шăпах çавăнта пулса иртет те. Унсăр пуçне çак ушкăнри витаминсем нерв тытăмĕшĕн, çÿçпе чĕрнесемшĕн яваплă.

Мĕн тумалла. Тăпăрча, пăтта, кефира хывăх хушмалла. Шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр, чĕрĕ пахча çимĕç ытларах çимелле. В12 витамин - ĕне, сысна ашĕнче, В3 витамин кайăк-кĕшĕк какайĕнче, тинĕс пуллинче пур. В ушкăнри витаминсен виçипе сăра çĕприпе ĕне пĕверĕ чемпион шутланаççĕ.

С витамин

Çитменлĕх паллисем. Ытла та хăвăрт ывăнатăр* час-часах шăнса пăсăлатăр* пĕчĕк сурансемпе шăйрăксем те нумай вăхăт тÿрленмеççĕ* рациона улăштарман пулсан та кĕлетке тулсах пырать* пирус туртатăр* ÿт кăшт çапăнтарсанах кăвакарать.

Сăлтавĕ. Тĕпрен илсен, сиенлĕ йăласем тата çĕрле çывăрса тăранманни айăплă. Пирус туртакан çынсене С витамин ытларах та кирлĕ, мĕншĕн тесен ăна никотин организмран хăвăртрах кăларать тата йышăнма чăрмантарать. С витаминшăн алкоголь те çакăн пекех сиенлĕ.

Мĕн тумалла. Рациона чĕрĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, ешĕлпе пуянлатмалла. Брокколипе шпинатран хатĕрленĕ апатсем, аптекăра сутакан шăлан сиропĕ пулăшаççĕ. С витамин кивире, хура хурлăханра, пăлхар пăрăçĕнче уйрăмах нумай. Вĕсене чĕрĕлле кăна çимелле.

Д витамин

Çитменлĕх паллисем. Сăлтавсăрах вĕчĕрхенетĕр* шăлсем пăсăлаççĕ* хăш чухне сыпăсем ыратаççĕ* ыйхă вĕçет* пуç час-часах ыратать, мигрень аптратать.

Сăлтавĕ. Сивĕ тапхăрта хĕвел сахал пăхни айăплă, мĕншĕн тесен Д витамин унăн пайăркисем айĕнче кăна пухăнать. Вăл çитменни организма кальцие йышăнма чăрмантарать, çавна пула шăмăсем патракланаççĕ, шăлсем арканаççĕ.

Мĕн тумалла. Хĕвеллĕ кунсенче урамра май килнĕ таран ытларах уçăлса çÿремелле. Солярире 5-шер минут хĕртĕнме пулать. Треска пĕверĕ, сельдь, скумбри, çăмарта сарри, услам çу, хăйма çимелле.

У витамин

Çитменлĕх паллисем. Хăнăхнă çимĕçсене те аллерги реакцийĕ пуçланчĕ* хырăмлăх час-часах ыратать* апат хыççăн кăкăр хĕртни аптратать.

Сăлтавĕ. Пирĕн организм çак япалана туса кăлараймасть. Эпир ăна ÿсен-тăранран кăна илеетпĕр. У витамин хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвинчен хÿтĕлет, аллергирен сыхланма кирлĕ.

Мĕн тумалла. Купăста У витамин виçипе пуринчен те малта тăрать. Пылак пăрăç, сухан, банан çийĕр. Томат, петрушка, сельдерей, çарăк çинчен ан манăр. Витамин виçипе спаржа, кăшман, сельдерей чемпионсем пулнине палăртмалла. Вĕсене чĕрĕлле çини пĕлтерĕшлĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.