Комментировать

20 Фев, 2015

Путеке уйăрмалла-и?

Качака пăранласан пăянам путеккине амăшĕпе пĕрлех тытаканччĕ. Ку хутĕнче тÿрех пÿрте илсе кĕчĕ, чашăкран ĕçтерет. Качака путеккисене питĕ шеллетĕп, амăшĕпе пулмалла пек туйăнать. Тĕрĕсех тăвать-ши пăянам?

Елена Петрова. Тăвай районĕ, Тăрмăш ялĕ.

Тин çуралнă путексене амăшĕпе пĕрле хăварма та, уйăрма та юрать. Чылай чухне сĕт нумаях антарман, ăратлă мар качакана путекĕсемпе пĕрле тытаççĕ. 3-4 уйăхченех ĕмĕртеççĕ, кайран майĕпен сĕтпе хутăш ытти апат пама пуçлаççĕ.

Сĕт нумай антаракан качака ĕрчетекенсем путекĕсене тÿрех уйăрма тăрăшаççĕ. Тин суса илнине е 38 градус таран ăшăтнă сĕте бутылкăран ĕмкĕчпе ĕмĕртеççĕ /е чашăкран ĕçтереççĕ/. Ĕмкĕчпе ÿсекеннисем чашăкран ĕçтернинчен лайăхрах, çирĕпрех ÿсеççĕ. Ĕмкĕчрен çинçен юхса тухакан сĕт сĕлекепе хутăшса ĕлкĕрнипе лайăхрах ирĕлет. Сĕт йĕпе пыра сыпкăмăн-сыпкăмăн лекнипе майĕпен хырăмлăхри тултармăша лекет.

Кирек мĕнле меслет суйласа илсен те чи пĕлтерĕшли путеке çуралсанах сар сĕт /молозиво/ ĕçтерни. Ăна май пур таран хăвăртрах памалла. Качака путекне 4 уйăхчен сĕтпе кăна усрасан çирĕп те сывă выльăх ÿстерме пулать.

Тин сунă качака сĕтне тÿрех хупласа хурсан унта шăршă юлать, сивĕнсе çитиччен уçă лартсан вара сĕврĕлет.

Ĕнепе танлаштарсан качака туберкулезпа, çыншăн сиенлĕ тата ытти чирпе чирлемест. Килти выльăх-чĕрлĕхрен качакан иммунитечĕ чи çирĕппи шутланать.

Пĕтĕ качакана тĕп апатсăр пуçне /утă, тырă, комбикорм, тымарçимĕç/ ăвăспа хыр туратне те памалла. Çавăн пекех ăна таса шыва 3-4 тумлам йод хушса ĕçтерни пăсмĕ. Качака путекĕсене порошок евĕр вĕтетнĕ çăмарта хуппи пани усăллă. Ăна выльăх пуçне 10 г хушса тымарçимĕçпе пĕрле памалла. Уйрăм валашкана хурăн кăмрăкĕ, кĕл тата типĕ тăм хурса парсан аван. Çулламалли тăвара килте те хатĕрлеме пулать: ахаль тăвар çине шыв ярса типĕтмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.