Кĕлчечек ÿстеретпĕр
Манăн килте роза чечекĕ ÿстерес килет. Ăна мĕнле лартса ÿстермеллине вĕрентеймĕр-ши?
Валентина ВЛАДИМИРОВА.
Канаш районĕ.
Роза - кĕлчечек - чечексен патши. Вăл хитрелĕхĕпе те, ырă шăршипе те кашнинех тыткăнлать пулĕ. Кам хăйĕн пахчинче е пÿлĕмре çак илĕртÿллĕ чечеке çитĕнтерме шухăшламан-ши? Паллах, кĕлчечеке ÿстересси пĕрре те ансат мар. Вăл ĕçчен те тимлĕ алăсене килĕштерет.
Кĕлчечек - ăшша юратакан ÿсен-тăран. Çавăнпа эсир тимлесе пăхнă чечек тĕмĕ хĕллехи вăхăтра шăнса пĕтме пултарать - кĕркунне тĕме лайăх хупланă пулсан та. Çавăнпа сивĕ тăрăхсенче - çурçĕр еннелле - пÿртре ÿсекен кĕлчечексене суйлаççĕ. Кĕлчечек ăшă çеç мар, çутă тата таса сывлăша кăмăллать. Ун валли вырăн суйланă чухне çаксене те шута илмелле.
Кĕлчечеке тĕрлĕ мелпе ĕрчетме пулать, вăрлăхпа, хунавпа, сыпса, сапанласа.
Килти условисенче чи ансатти сапанпа /туратпа/ ĕрчетесси. Сапана кĕлчечек тĕмĕн çеçкисен папкийĕсем лайăх аталаннă вăхăтра хатĕрлемелле. Кун пек чухне туратра тутлăхлă япаласем нумай. Ку турата тымарсене аталантарма кирлĕ.
Туратăн тăршшĕ 30 сантиметра яхăн пулмалла, ăна кăшт чалăшла касмалла. Унтан çивĕч çĕçĕпе турат çинчи çулçăсене, чечек папкине касмалла. Турата темиçе минут шыва лартăр, унтан шывран кăларса тунан икĕ вĕçне те марганцовкăпа сăтăрăр.
Лартас умĕн хатĕрленĕ туратсене марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕнче пĕр талăк е гетероауксин хутăшĕнче /5 литр шыва 1 тÿме/ 12 сехет тытмалла. Кĕлчечеке пÿртре лартас тесен пысăкрах савăт /5 литра яхăн/ хатĕрлемелле. Савăт тĕпĕнче тăпрана сывлаттаракан шăтăксем пулмалла, чÿлмек тĕпне вĕтĕ чул сармалла. Кĕлчечек лартмашкăн тăпрана çак виçепе илмелле. 50: лайăх çĕрнĕ тислĕк е торф, 15: юханшыв хăйăрĕ, тăм, 20: - çерем тăпри. Кĕлчечек сĕлтĕ /щелочлă/ тăпрана юратмасть - чир-чĕре кайма пултарать.
Туратсене кăпăшка, нÿрĕ тăпрана вĕçĕнчен иккĕмĕш куçне /папки/ çĕр çинчен çÿлерех хăварса лартмалла. Харăсах икĕ чÿлмеке мăшăршар туна лартса пăхăр. Каларăмăр, кĕлчечек юнтармăш ÿсен-тăран. Темиçе туна лартса аппалланни сирĕн ĕçе тÿрре кăларатех.
Чечеке кашни кунах шăвармалла. Анчах астăвăр, чÿлмекре шыв кÿлленсе ан тăтăр. Унсăрăн тунасем çĕрĕшме пуçлаççĕ.
Чÿлмеке лартнă хыççăн туратсене полиэтилен пленкăран е пластик савăтран пĕчĕк панча туса хупламалла. Туратăн тымарĕ аталанма пуçласан - çулçăсем тата чечекĕн пĕчĕк папки тухсан панчана илмелле. Пĕрремĕш çулхине тухнă чечек папкисене касса илĕр. Ку тымара лайăх аталанма май парать.
Вăй илнĕ кĕлчечек тĕмне тĕрĕс шăварни, тутлăхлă япаласемпе апатлантарни пăхакана хитре чечексемпе чылайччен савăнтарĕ. Тĕме тĕрĕс аталанмашкăн туратсене сайратса тăмалла. Туратсем пĕр-пĕрне ан кансĕрлеччĕр. Ытлашши туратсене пахчаçă хаччипе иртĕр. Пилĕк çирĕп, сывă турат хăварсан та çителĕклĕ. Тĕме минераллă удобренипе чечек папкисем аталаннă вăхăтра апатлантармалла. Пĕр уйăхран тепре шăвармалла. Чечек тĕмĕ çеçке çурма пăрахсан ăна тутлăхлă япаласемпе шăварма кирлĕ мар. Вăл канать.
Юлашкинчен çакна калама пулать. Чечексемпе аппаланни çынна çĕкленÿлĕх кÿрет, лăплантарать.
Кĕлчечеке вăрăран, хăвăра парнеленĕ кĕлчечек çыххинчен те ÿстерме пулать.