Юрла-юрла тĕрĕ тĕрлеççĕ
Хĕрарăм алли яланах ĕç патне туртăнать. «Сенкер экран умĕнче сериал курнă чухне те тĕрлетĕп, - тет Муркаш районĕнчи Сентимĕр ялĕнче пурăнакан Елена Колбасова. - Тĕрĕ нихăçан та йăлăхтармасть мана. Куç анчах куртăр».
Çак ĕçе вăл ытти хĕрупраç пекех амăшĕнчен вĕреннĕ. Ачаранах хăнăхнă ăна. Халĕ ытларах хĕреслĕ тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме кăмăллать. Чĕрчунсене сăнарлама юратнине каларĕ вăл. «Çĕрĕ-çĕрĕпе тĕрлеме хатĕр, - малалла сăмахлать хĕрарăм. - Ĕç ÿсĕмне кура кăмăл тулать. Куç умĕнче эреш хитреленет».
Ку таврашра алĕçпе кăсăкланакан чылай. Çавна май Атапай вулавăшĕнче алăстисен кружокĕ ĕçлет. Унта вунă хĕрарăма яхăн çÿрет. Кружока Людмила Зайцева библиотекарь ертсе пырать. Алăстисем тĕрленисĕр, алса-чăлха çыхнисĕр пуçне юрлама та юратаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вырăнти «Шуракăш» ушкăна тата хора çÿрет. Çапла вара юрла-юрла тĕрĕ тĕрлеççĕ ăстасем.
Районти, ялти куравсене те хутшăнаççĕ вĕсем. Елена Колбасова вара хăйĕн ĕçĕсемпе республика шайне те тухнă. Малашне, тен, хăйĕн куравне те йĕркелĕ. Мăнукĕ Кристина та унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать. 6 çулта çеç пулин те йĕппе çип тытма юратать. Асламăшĕ тĕрлеме ларсан унпа юнашар вырнаçать. Тимлĕ сăнать ăна, хăй те шурă пире «сÿс хÿреллĕ хурçă йытпа» тирме хăтланать.
Елена Порфирьевнăн ăсталăхĕпе киленекен чылай. Çавăнпах ĕнтĕ ял-йыш ăна саккас парать. Пурин ыйтăвне те тивĕçтерет вăл. Ара, юратнă ĕçĕ ăна нихăçан ывăнтармасть. Çитес вăхăтрах вăл чÿрече карри тĕрлес шухăшлă. Çĕнĕ пÿрте пурăнма куçиччен çак ĕçе пурнăçласшăн хĕрарăм. Ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.