Комментировать

18 Фев, 2015

ПĔТĔМПЕХ ХĂВĂРТАН КИЛЕТ

Туртма пăрахасси - çăмăл мар. Çак ĕçе тытăнма чи малтанах çын хăй шухăш тытни тата кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ. Сиенлĕ йăларан сивĕнесех текенсене курăксемпе диета пулăшма пултараççĕ.

Организма тасатма рациона чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç, тĕшĕллĕ çимĕçсем ытларах кĕртмелле. Шыв кунне 2 литртан кая мар ĕçмелле.

Никотин туртăмĕнчен хăтăлма курăксен çак пуххи пулăшать: пĕр виçепе илсе вĕтетнĕ сар çип ути /зверобой/, вĕлтрен, хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ тымарĕ. 2 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2-3 стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сигаретран сивĕниччен.

Тасатакан курăксен пуххи. 1-ер стакан шăпăр курăкĕн /алтей/ тымарне, шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçине, 0,5 стакан матрÿшкене /душица/ хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, пĕр-икĕ сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - сигаретран сивĕниччен.

Лăплантаракан курăксен пуххи. Кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, энĕç /тмин/ вăррине, фенхель вăррине, эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, пĕтнĕк /мята/ çулçине пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 1-ер стакан 1 апат кашăкĕ пыл хушса ĕçмелле. Сигарет туртăмĕ иртичченех сипленмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.