Чăваш Ен «Хĕвелĕ» тăватех çынна телейлĕ!
Кĕске тапхăртах пысăках мар хулана Раççей Президенчĕ те, çĕршыв Правительствин пуçлăхĕ те килни халиччен пулнă-ши - калаймастăп, çапах кирек мĕнле пулсан та Çĕнĕ Шупашкар ку енĕпе палăрмаллипех палăрчĕ тейĕттĕм. Октябрьте сумлă спорт форумĕ иртнĕ май химиксен хулине РФ Президенчĕ Владимир Путин килнĕччĕ, ĕнер вара унта Дмитрий Медведев премьер-министр пулчĕ.
Вăл кăна та мар. Сумлă хăнасен списокĕ чăннипех вăрăм. Вĕсен шутĕнче - Аркадий Дворкович вице-премьер, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Меркушкин, Çĕнĕ технологисем хатĕрлекен центрăн аталану фончĕн президенчĕ Виктор Вексельберг, РОСНАНО правленийĕн председателĕ Анатолий Чубайс тата ыттисем.
Тĕп йыш - РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейĕн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн членĕсем. Чăваш Ене вĕсем шăпах президиум ларăвне килнĕ.
Тĕнчери лару-тăру лăпкă маррине кура-тăр Федерацин хурал служби йышăннă сыхлăх мерисем чăннипех çирĕп: аэропортра журналистсене çиелти ăшă тумтире хывтарнипе кăна çырлахмарĕç. Арçынсене авă пиçиххисене те салттараççĕ, хĕрарăмсене вара аттисене хывтараççĕ - кун пеккинех курманччĕ. Тепĕр тесен, çапла кирлĕ-тĕк - пурнăçламаллах, пресса представителĕсем куншăн кÿренмерĕç. Аэропортран Дмитрий Медведев тÿрех Çĕнĕ Шупашкара çул тытрĕ. Асăннă канашăн президиумĕн ларăвĕ унта, «Хĕвел» ООО заводĕнче, иртет.
Лару умĕн вара хăнасем, журналистсем завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç. Чăннипех - паянхи пурнăçа тивĕçтерекен предприяти. Кунта тутăхнă, мазутпа-мĕнпе вараланнă оборудовани кураймăн. Йĕри-тавра тап-таса. Пире те цехсене шурă халат-калпак, бахилы, резина перчетке тăхăнтартса кĕртрĕç. Кунта тусан пĕрчи те пулмалла мар - акă мĕнлерех производство. «Хĕвел» компани продукцийĕпе тĕпрен илсен хĕвел электростанцийĕсем тума усă кураççĕ. Акă вăл - завод продукцийĕ: 1,4 тăваткал метр пысăкăш панельсем. Вĕсемпе энерги çителĕксĕр тата инçетри районсенче пурăнакансене электричествăпа тивĕçтерме меллĕ.
Паллах, хакĕпе те кăсăклантăмăр. Уйрăм çыннăн вăтам çурчĕ валли 3 кВт электроэнерги кирлĕ тейĕпĕр. Энергин çак калăпăшĕпе тивĕçтерме хайхи панельсем 15-20 кирлĕ. Кашнин хакĕ - 5-7 пин тенкĕ. Вăт, «перекетлĕ электричество» хакне шутласа палăртма йывăр мар. Завод ертÿçисем палăртнă тăрăх - производство вăй илсе пынă май продукци йÿнелмелле. Çав вăхăтрах электроэнерги хакланса пырать. Çавăнпа та хĕвел батарейисен хăйхаклăхĕпе уссин шайлашăвĕ хĕвел электроэнергийĕ майлă пулни куçкĕрет.
2015 çулăн иккĕмĕш çурринче завод проектпа пăхнă хăватпа /çулталăкра 97,5 МВт/ ĕçлеме пуçламалла. Паян кунта 300 çын вăй хурать. 2020 çулччен «Хĕвел» ООО хăйĕн фотоэлектричество модулĕсемпе усă курса пĕтĕмĕшле хăвачĕ 254 МВтпа танлашакан хĕвел электростанцийĕсене хута яма палăртать. «Пĕрремĕш чĕкеçсем» пур та ĕнтĕ. Алтай республикинче Кош-Агач хĕвел электростанцине хута янă. Халĕ Бурятире, Пушкăртстанра, Оренбург, Саратов облаçĕсенче, ытти регионта çавнашкал станцисем проектлас тата тăвас енĕпе ĕçлеççĕ.
Кантăка цинк оксичĕн ток яракан ятарлă сийĕпе витекен автомат линийĕпе, роботсем ĕçлекен производствăн ытти участокĕпе паллашнă хыççăн Дмитрий Медведев çÿхе пленкăллă хĕвел модулĕсен промышленноç производствине старт пачĕ. Завод чăннипе чылай маларах ĕçлеме тытăннă пулин те çакăнта хăйнеевĕр сăнарлăх пурах: ăслă технологисене тĕпе хуракан çĕнĕ производство Чăваш Ен экономикишĕн çирĕп тĕрев пултăр!