Коррупци валли никĕс ан пултăр
Коррупци хăрушлăхĕ пысăкки каламасăрах паллă, çавна май Шупашкар районĕн прокуратури унпа кĕрешессине хăйĕн тĕп тивĕçĕсен шутĕнче курать. Нумаях пулмасть 2014 çулта районта патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетрĕмĕр.
Патшалăх тата муниципалитет службинче тăрăшнă çынсене ĕçе йышăннă чухне йĕркене пăснин нумай тĕслĕхне тупса палăртнă. Сăмахран, «Газпром газ валеçесси Шупашкар» АУОН Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн директорĕ налук инспекцине маларах унта ĕçленĕ хĕрарăмпа ĕç килĕшĕвĕ туни çинчен пĕлтернĕ. Анчах çав пĕлтерÿ РФ Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ требованисене тивĕçтермен - çын ăçта çуралнине, хăçан ĕçлеме пуçланине кăтартман, организаци пичечĕ те çук.
Экономика аталанăвĕн министерствипе пĕрле саккассем вырнаçтармалли саккунсене мĕнле пăхăннине тĕпчерĕмĕр те - Тутаркасси ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕлĕшпе ыйтусем çуралчĕç. Раççей Федерацийĕн Интернетри ятарлă официаллă сайтĕнче «Киа Рио» автомобиль туянмалли контракт тумалли аукцион ирттересси çинчен пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Пуçламăш /чи пысăк/ хак - 620,4 пин тенкĕ. Аукциона хутшăнма 2 заявка йышăннă. Унта «Авто-7» ООО çĕнтернĕ тесе йышăннă - унпа контракт тунă. Чăннипе вара унăн заявкине йышăнмалла пулман, мĕншĕн тесен вăл требованисене тивĕçтермен. Çавна май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Елимов тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă.
Уголовлă ĕç те пур - ăна прокурор тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх пуçарнă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - Н.Григорьева Сарапакасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май А.Семенова администраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Сарапакассинче çĕр уйăрса пани çинчен суя документ панă. Çакăншăн хĕрарăм унран 3 пин тенкĕ илнĕ. Район сучĕн приговорĕпе ăна штрафланă.
2014 çулта коррупци палăрăмĕсене тупса палăртас тĕллевпе прокуратура 250 нормăпа право актне тишкернĕ. Кăтартăвĕ - тĕрлĕ çитменлĕхе кура çырнă 17 протест. Çавна май коррупци сĕмĕллĕ самантсене хайхи документсенчен кăларнă.
Сăмахран, Тутаркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çĕр тĕрĕслевне пурнăçламалли административлă регламентне çирĕплетекен йышăнăвĕнчи çитменлĕхсене тупса палăртнă, çав регламент саккун требованийĕсене тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ. Çак тĕслĕхпе те протест çырма тиврĕ. Тепĕр тесен саккунпа килĕшсе тăман çакнашкал тĕслĕхсене районти мĕнпур ял тăрăхĕн йышăнăвĕсенче тупса палăртнă.
Пĕтĕмĕшле илсен асăннă сферăра саккуна пăснă 166 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Вĕсем тĕлĕшпе 35 протест, 26 представлени хатĕрленĕ, должноçри 5 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 1 уголовлă ĕç пуçарнă. Мĕнпур тĕслĕхре прокуратура ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Зельфинас КАРАМА, Шупашкар районĕн прокурорĕ