Комментировать

17 Фев, 2015

Çĕр-аннене хисеплемелле

Мăшăрăмпа иксĕмĕр хура куракла пурăнатпăр: хĕлле - хулара, çăва тухсан - ялта. Пире, çĕр çыннисене, усă курман лаптăксене хытхура тата хăй тĕллĕн шăтса тухнă хунав пусса илни шухăшлаттарать. Сухаламан, тухăçпа савăнтарман уйсем унта та кунта сарăлса выртаççĕ. Вăрмансенче те йĕрке çук, санитари тасатăвĕ ирттерменнипе вĕсем хăрăк туратпа, çĕршĕнсе хуçăлнă йывăçпа тулса ларнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем паян арканса-ишĕлсе лараççĕ, тавралăха сăнсăрлатаççĕ. Пирĕн тăрăхри "Слава" совхоз çак ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче путланчĕ. Икĕ хутлă кантурĕ пушах ларать. Унпа мĕншĕн усă курмалла мар?

Чăн та, асăннă çитменлĕхсемпе уйрăм çын пĕччен кăна кĕрешме вăй çитереймĕ. Ку енĕпе ĕçлекен тивĕçлĕ органсен яваплăха ÿстермелле тесшĕн эпир. Анчах та тăван ен илемне упраса хăварасси вара хамăртанах килет. Çу кунĕсенче яла кайса килнĕ чухне çул хĕрринчи тĕрлĕ çÿп-çап куписене кирек кам та асăрханах ĕнтĕ. Ялсенче те çырма-çатрана ăпăр-тапăрпа тултараççĕ. Çапла тума юраманни пирки асăрхаттарнин-калаçнин усси çук. Тĕрĕссипе, çĕр-аннене, тăван тавралăха кăна мар, хамăра та хисеплеми пултăмăр вĕт. Чунсем çав териех чурăсланчĕç-ши е маншăн пулсан пурпĕрех тетпĕр-ши?

М.КАРПОВ.

Шупашкар районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.