Комментировать

17 Фев, 2015

Чăвашла маннă тейĕн...

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассири шкулăн 125 çулхи юбилейне паллă тумашкăн кунта тĕрлĕ вăхăтра пĕлÿ илнĕ ентешсем таçтан та пухăнчĕç. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн представителĕсем те уява хутшăнчĕç. Вĕренÿ учрежденине парнепе чыслакан сахал мар пулчĕ паллах.

Мана вара урăххи канăçсăрлантарчĕ: тухса калаçакансем те, чыславшăн тав тăвакансем те пурте тенĕ пекех вырăсла пуплерĕç, шкул ачисем те вырăс юррисене шăрантарчĕç - итлесе ларакансене хăйсем çак чĕлхене аван пĕлнине кăтартасшăн пулчĕç ахăр.

Пысăк Енккасси - чăваш ялĕ, пухăннисем те - чăвашсем. Апла-тăк шкул юбилейĕнче тăван чĕлхе янăрамаллаччĕ. Манăн шухăшпа, чăвашлăха упрассишĕн учительсен ытларах тăрăшмалла. Вĕренÿ министерствин, районти вĕренÿ пайĕн представителĕсем вырăсла çаптарсан тăван чĕлхе малашлăхĕ, аталанăвĕ çинчен сăмахлани - усăсăр калаçу кăна. Çакна юбилейра ăнланса илтĕм.

А.ГРИГОРЬЕВ,

Пысăк Енккасси шкулĕнчен 1953 çулта вĕренсе тухнăскер.

Вăрмар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.