Йăхне пĕлмен Йăван пулас марччĕ
Командировкăсене час-часах çÿренĕ май тĕрлĕ çынпа курса калаçма тивет. Пĕрисем патĕнчен хавхаланса, хăпартланса таврăнатăн. Епле пултаруллă та хастар вĕсем! Тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Ĕçре те, килте те ĕлкĕреççĕ, таçта та çитеççĕ, темĕн те пĕлеççĕ. Ватăлма та, кулянса ларма та вăхăт çук маттурсен. Теприсем шалт! тĕлĕнтереççĕ. Çук-çук, кахаллипе, тирпейсĕррипе мар - чунĕсем нишленнипе: йăх-несĕлĕн кун-çулĕпе пачах кăсăкланманнипе, асатте-асаннене хисепе хуманнипе...
Чăваш ĕмĕрех тăванĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлсе тăнă теççĕ. Ку йăлана тытса пыракансем халĕ те пур. Йăх тымарĕн йывăçĕсене ÿкерекенсем, çак мула ачисене, мăнукĕсене паракан-вĕрентекен те чылай. Несĕлсене манас мар, асра тытас тесе ячĕсене хут-пусма çине ÿкерес-тĕрлес пулăм та модăра паян. Çав вăхăтрах тăвансене виçĕ сыпăк таран та пĕлменнисем пур-çке. Шăпах вĕсем - йăхне пĕлмен Йăвансем - пирки сăмах пуçарас килет.
Нумаях пулмасть пĕр ватăпа тĕл пултăм. Çулне кура чылайăшне манма ĕлкĕрнĕ вăл. Ăнланмалла ĕнтĕ: вăрçă, выçă... Темле терт-нуша та курма тивнĕ вăрăм ĕмĕрлĕскерĕн. Çулсем иртнĕ май чирĕ те çыпăçать. Çавăнпах курни-тÿснине тĕппипех каласа кăтартаймарĕ вăл. Урăххи шухăша ярать: ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн ячĕсĕр пуçне йăхĕнчен урăх никама та аса илеймерĕ. Кукамăшĕн ятне те ватă кинемейрен ыйтрĕ. Амăшĕн ытти тăванне те ятран асăнаймарĕ. Чылай çул каяллах вилнĕ ашшĕ çинчен ыйтмарăм та. Унăн тăванĕсене те пĕлместех-тĕр. «Анне маларах каласа паратчĕ-ха, ун чухне астуса юлма тăрăшман. Халĕ чылайăшĕ манăçрĕ», - тÿрре тухасшăн пулчĕ пенси çулне çитнĕ ывăлĕ. Кăштах аванмарланчĕ пулинех. Анчах ман умра намăсланнинче мĕн усси? Çитĕнекен ăрăвне, ачисемпе мăнукĕсене несĕлĕсем пирки мĕн каласа кăтартĕ вăл?
Йăхне пĕлмен Йăвансем татах та пур. Тĕрлĕ ялта пĕрре мар тĕл пулнă вĕсене. Амăшĕн кун-çулне пĕлмен хĕрарăмпа пĕрремĕш хутчен курнăçни асăмран тухас çук: çывăх çыннин миçе пĕртăван ÿснине те хуравлаймарĕ вăл. Кинеми вара - вăрçă ветеранĕ. Ăна хисеплемелле пек, анчах унăн медалĕсене... сутса янă. Пĕртен-пĕр мăнукĕ. Амăшĕ ăна тытса чарма, орден-медаль кукамăшĕн чысĕ, хисепĕ иккенне ăнлантарма пултарнă-и? Паллах. Ывăлĕ асли каланине хăлхине те чикмест тĕк, эппин, воспитани хавшак. Амăшĕн те, ывăлĕн те ветерана хисеплеме пĕлмелле пек... Медальсем те ахальлисем марччĕ кинемин: Жуков орденĕ, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль, «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль, тĕрлĕ çулти юбилей медалĕ - нумай наградăна тивĕçнĕ Наçтук кинеми. Паллах, пĕри те çăмăллăн лекмен. Ÿсекен ăру çак орден-медаль хакне чухламасть çав. Çавăнпах ăна тирпейлĕн упрама та ăнтăлмасть. Асăннă наградăсене пĕрне те куçпа кураймарăм ун чухне. Орден-медаль удостоверенийĕсем çеç тăрса юлнăччĕ.
Хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче ылтăн, кĕмĕл, кивĕ укçа, медаль пуçтаракан çынсем пур. Тĕп пасарта та кун йышшисем чылайăн тăраççĕ. Медальсене мĕн хакпа йышăннине пĕлес килнĕрен пырса кăсăкланма шухăш тытрăм. Паллах, журналиста кун пирки тÿррĕн никам та каламĕ. Çавăнпах «сутмалли пур» тесе суеçтертĕм. Таварне курмасăр хакĕ пирки чылайăшĕ калаçмарĕ. Пĕри çеç ун-кун пăхкаларĕ те /темрен шикленчĕ-ши, кун пек сутăва вăрттăн тумалла-шим?/ пĕр-икĕ цифра каларĕ. Хăшĕ-пĕри 500-600 тенкĕ çеç иккен, теприсем 15 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Орден-медале пахаламасăр калама çук иккен. Йăтса пыракансем сайра хутра та пулин тупăнаççĕ иккен тата.
Укçа нихăçан та çитмест. Медаль сутнипе те пуяймăн. Астăвăм, тем тесен те, пахарах. Халĕ хăй кукамăшне панă хваттерте пурăннине шута илсен çамрăкăн ватта пушшех хисеплемелле пек туйăнать те...
Нумаях пулмасть Ленинград блокадинче пурăннă хĕрарăмсемпе калаçма тÿр килнĕччĕ. Тĕлпулăва Шупашкарти тĕрлĕ шкулта вĕренекенсем килнĕччĕ. Тĕрĕссипе, тăшман çавăрса илнĕ хулара çынсем мĕнле пурăннине истори кĕнекисенчен, кинофильмсенчен çеç пĕлнĕ ку таранччен. Анчах çак пулăмсене хăйсен куçĕпе курнă-туйнăскерсем каласа кăтартни пачах урăхла иккен, расна туйăм хăварать. Выçă пурăннисене итленĕ май кĕлетке тăрăх сивĕ чупать, урамрах тÿне-тÿне кайнисене, пурне те пĕр шăтăка ывăтнисене илтсен куççуль шăпăртатать... Паллах, историри пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хăйсем чăтса ирттернĕ çынсемпе курса калаçни паха. Астăвăм та витĕмлĕрех кун пек. Уйрăм çынсен кун-çулĕ шăпах çĕршыв историйĕ-çке. Çавăнпах несĕлсем, мăн асатте-асанне, кукамай-кукаçи пирки манас марччĕ. Йăх йывăçне хакласчĕ, упрасчĕ, тураттисене çырса хăварасчĕ.